Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшра (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах каларӑм-иҫ, сирӗн ҫӑлтӑр куҫӑрсене курсан, ӑшра ҫурхи ӑрша евӗр ӑшӑ туйӑмсем мӗлтлетме тытӑнаҫҫӗ ман, анчах…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мана пӳлӗме илсе кӗрсенех, арҫынни ура ҫине тӑчӗ, сӗтел хушшинчен тухса, ман паталла утса пычӗ, мана, ӑшра мӗн пуррине курас тенӗ пекех, куҫран тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сивве туймаҫҫӗ пулас кунта пуҫтарӑннӑ совет ҫыннисем, хӗрӳллӗн тапаҫҫӗ вӗсен чӗрисем — тӑшмана курайманлӑх ӑшра вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ман ӑшра, тен, вут ҫунать пуль, тӗтӗм тухни ҫынна курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗлхепе тем каласан та пырӗ, ху ӑшра ҫеҫ ним пытармасӑр турӑран каҫару ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл урлӑ сак ҫине вырнаҫса ларчӗ те хуткупӑсне туртса ячӗ, пӗрле хӑй те юрларӗ, анчах сасӑпа мар, ӑшра кӑна:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни этемӗн асран кайми ачалӑхӗ пур, кашниех чылай саманта ӑшра хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Ҫав вӑхӑтрах ӑшра: «Ку фуфайкӑллисем ырӑ шухӑшпа килменни ҫинчен калас-и е калас мар-и?» — текен иккӗленӳллӗ шухӑш ҫаврӑнса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Елчӗк ачи Володя эпир мӗн калаҫнине илтеймест пулсан та мана куҫран ҫухатма тӑрӑшманнине ӑшра ырласа ӑна тав тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Темшӗн ӑшра хамӑр патшалӑх вӑйсӑрлӑхне туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ҫапларах шухӑшласа утса-утса пынӑ чухне, апӑрша, иртнӗ пурнӑҫ яланах ӑшра капланнине каялла аса илӳпе тавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

— Упине курмасӑр — хӑрас мар, тытмасӑр тирне сӗвес мар, — терӗ ӑшра.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

«Ялан ҫапла пултӑрччӗ», — тесе ӑшра кӗлтуса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хам ӑшра ҫеҫ шутлаттӑм.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӳ Хӗветӗр ӑшра тулнине ҫиеле кӑларса пӗтермесӗр лӑпланакан йышши мар иккен, пӑчка аллине илсен те ҫаплах Ҫтаппана хӑртрӗ-ха вӑл:

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрҫӑ мӑшӑра пӗтерчӗ, Ыйхӑ ҫук — ӑшра кӑварлӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче каҫхине килӗнче вӑл лайӑх кӑмӑлпа юрласа ячӗ те ӑшра шалта темле хускалу, хырӑм ташши евӗрскер тытӑннине сиссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эп ферма хыҫӗнче уполномоченнӑйӗн тӑрантасне курсанах хам ӑшра «кунта мӗн-тӗр ырӑ мар» тесе шутласа илтӗм…

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тимуш, Ванюкпа Тимкка сас памасӑр сывласа, сӑмсисене нӑш туртса шухӑшларӗҫ ҫеҫ ӑшра:

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Пӗтӗм чун сӳ-ӳ-ӳ туса илет те — ҫавӑнпа пӗрлех ӑшра ырӑ-ырӑ пулса каять.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех