Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑвать (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юр ҫӑвать, юр нӑтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫумӑр ҫителӗклӗ ҫӑвать, ҫавӑнпа пахчасене шыв сапмаҫҫӗ.

В дождях недостатка не было, и огороды никто не поливал.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сывлӑш температури кунта ҫулталӑкӗпех +25…+30°С тӑрать, ҫумӑр та ҫителӗклӗ ҫӑвать.

Температура здесь круглый год +25…+30°С, выпадает достаточное количество осадков.

Эфиопи географийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1% ... 0%B9%D3%97

Арӑмӗ тӗпелте савӑт-сапа ҫӑвать, Со-чжоу, ашшӗне кӗтсе кан ҫинче выртать.

Жена за перегородкой мыла посуду, а Со-чжу лежал на кане, поджидая отца.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вырӑн ҫинчен сиксе тӑтӑм та чӳрече патне пытӑм: ҫерҫи пуҫӗ пек лапка та йӗпе юр ҫӑвать.

Вскочил и бросился к окошку: идёт густой мокрый снег.

13. Ҫапӑҫусем пуҫланасса тем пекех кӗтетпӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пур енчен те ҫил вӗрет тата юр ҫӑвать.

Кругом ветер и снег.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Анне ӗҫчен те хавшак, вӑл яланах ӗҫлет — кӗпе-йӗм ҫӑвать, кил-ҫурта тасатать, апат-ҫимӗҫ пӗҫерет.

Она ловкая, проворная, всё время в движении — моет, убирает, стряпает.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тӑваттӑмӗш ҫак шыва сыпкӑмӑн-сыпкӑмӑн васкамасӑр ҫӑтать, ку шыв ӑна ӑш чирӗнчен сыватать тет пулмалла, пиллӗкмӗш ҫӑварне чӳхет, улттӑмӗшӗ кӗпине ҫӑвать те хӗрарӑмсемпе арҫынсен курорчӗсене уйӑрса тӑракан лутра стена ҫине ҫакать.

Четвертый медленными глотками пьет воду, по-видимому считая ее полезной против какой-то внутренней болезни; пятый полощет горло, шестой просто стирает белье и вешает его для просушки на низкую стенку, разделяющую мужскую и женскую половины курорта.

Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пӗри тӑраткаланса тӑракан ҫӳҫне тӑрӑшсах йӗпетет, тепри тахҫанхи шыҫҫине ҫӑвать, виҫҫӗмӗш пӑхма ҫук хӑрушӑ ҫӑпансемпе илемленсе пӗтнӗ.

Один тщательно размачивает колтун на голове, другой промывает какие-то застарелые опухоли, третий так изукрашен нарывами, что на него жутко смотреть.

Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ҫанталӑк сивӗрех, лапка юр ҫӑвать.

Был морозец, медленно падал снежок.

Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӗтӗ ҫумӑр ҫӑвать.

Шёл дождь.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Юр лапка-лапка ҫӑвать, ҫилпе ҫаврӑнса вӗҫет.

Снег падает с неба хлопьями и вьётся на ветру.

Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ҫумӑр ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ах, тупата, епле ҫӑвать унӑн чӗлхи!

Господи, как он говорит!

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Кимӗ хӗррисем урлӑ хумсем ҫапаҫҫӗ, ҫумӑр ҫӑвать, кимӗ тепӗнчи решеткесем ҫийӗн пӗчӗкҫӗ хумсем ҫӳреҫҫӗ.

Через борта переплескивают волны, льет дождь, поверх решетки в лодке гуляют маленькие волны.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хатӗрӗсене пуҫтарса хурсан, куккӑшӗ канма каять – ҫӗрле вӑл ҫывӑрман, Нюра каллех урай ҫӑвать, унтан темӗн пӗҫерме хатӗрленет, Костя пӗчченех юлать.

Прибрав инвентарь, дядя идет отдыхать — ночью он не спал, — Нюра опять моет пол, потом собирается что-то стряпать, и Костя остается один.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

676 ҫулти январь идисен кунӗ умӗн ирхине (январӗн 12-мӗшӗнче) Рим урамӗсем тӑрӑх ҫурҫӗртен сивӗ ҫил вӗрет, йӗпе те пылчӑклӑ урама лапка юр ҫӑвать.

Утром накануне январских ид (12 января) следующего, 676 года сильный, порывистый северный ветер метался по улицам Рима и разгонял серые тучи, придававшие небу печальный и однообразный вид, мелкие хлопья снега медленно падали на мокрую и грязную мостовую.

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Выртатӑн хирте винтовкӑпа, ҫумӑр ҫӑвать, тӗттӗм, кунти пекех темелле.

Лежишь в поле с винтовкой, дождик, темно, почти что, как здесь.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Маша шӑппӑн савӑт-сапа ҫӑвать, акӑ чӑлха саплама пикенчӗ, — куҫӗсене ҫӗклемест.

Маша неслышно прибирала посуду, села штопать носки, — не поднимала глаз.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗттӗм ҫӗрле ҫил вӗрет, ҫумӑр шарлаттарса ҫӑвать.

В темноте шумел ветер и хлестал дождь.

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех