Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та, хӗллехи тин ҫеҫ тухакан хӗвелӗн чалӑш ҫутисем ӳкнӗ, ылханлӑ шурӑ тутӑр татки вӗҫсе тӑракан ҫурт крыльци патне эпӗ тӳрех васкамасӑр, лӑпкӑ пынӑ пирки крыльца умӗнче тӑракан ҫынсенчен пӗр те хускалса илмерӗҫ, вӗсенчен пӗри те винтовкине пеме хатӗрленсе тӑмарӗҫ.

И потому, что я шел спокойно, не торопясь, держа курс на крыльцо избы с белой проклятой тряпкой, освещенной уже первыми косыми лучами встающего зимнего солнца, никто из стоящих у крыльца не шевельнулся, никто не взял винтовки наизготовку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Унтан куҫ ҫутисем сӳнчӗҫ, тутисем чӑп пулчӗҫ, чӗри пушшех те хытӑрах тапма тытӑнчӗ, шуралса кайнӑ пичӗ ҫинче хӑраса ӳкни палӑрчӗ.

Потом блеск глаз потух, губы сжались, а сердце застучало еще сильнее, и на побледневшем лице появилось выражение испуга.

VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Казаксен шӑммисем выртакан, ҫурҫӗр тӗлӗнче вут ҫутисем курӑнса каякан, каҫсерен йывӑррӑн ахлатни илтӗнекен ҫӳллӗ масар-куринкесем ун ҫинчен халӗ те каласа параҫҫӗ-ха.

О ней говорят еще высокие могилы-курганы, где лежат казацкие кости, где в полночь загораются огни, откуда слышатся по ночам тяжелые стоны.

XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Пусма картлашкисем ҫинче ҫутатакан хунар ҫутисем арча хуппи шӑтӑкӗсенчен кӗнӗ, ҫавсенчен пӗрин витӗр такам пӑхнине Иманус асӑрхаса илчӗ, вӑл ӑна пистолетпа хӑвӑрт тӗллерӗ те курокне вӗҫертсе ячӗ.

Свет фонарей, освещавших лестницу, пробивался сквозь эти дыры; Иманус заметил, что к отверстию в днище сундука припал чей-то глаз; он приставил пистолет прямо к дыре и нажал курок.

ХIII. Палач // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Эпир ҫӗр айӗнче, ӗлӗк-авал кунта пурӑннӑ трогладитсем пекех пулса кайнипе, текех хӗвелпе уйӑх ҫутисем ҫинчен, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатни ҫинчен, йывӑҫсем, ҫуртсем, хуласем, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ырлӑхсем ҫинчен уйӑх айӗнчи тӗнчере пурӑнакансемшӗн мӗнпур ытти кирлӗ япаласем ҫинчен аса та илместпӗр.

И хотя мы находились в глубочайших безднах, все же сознавать это было приятно, впрочем, мы уже стали настоящими троглодитами; я не вспоминал больше о солнечном и лунном сиянии, о звездах, о деревьях, домах, городах, о всех тех земных благах.

XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫӗр ҫийӗн куҫса пыракан ҫӑлтӑрсем пекех, сӑрт тайлӑмӗпе «шӑши куҫ» ҫутисем чупса иртрӗҫ.

Точно несущиеся полого над землей звезды, пробежали по скату холма огни «летучих мышей».

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫыран хӗрринче хӑш-пӗр вырӑнсенче хунар ҫутисем курӑнаҫҫӗ.

Кое-где на берегу горели фонари.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫыран хӗрринче вут ҫутисем курӑнаҫҫӗ.

На берегу шевеление.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ялта, тӗттӗмлӗхре, хӑй ҫутисем йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ.

В деревне, прорезая сумерки, засветились огоньки.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫуртсенче хӑй ҫутисем курӑнма пуҫларӗҫ.

В избах засветились огни.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ялта, ҫӳллӗ ҫыранта, хӑй ҫутисем курӑнма пуҫларӗҫ.

В деревне на высоком берегу уже засветились огоньки.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сулахай ҫыранта пӗр пысӑк ялӑн хӑй ҫутисем курӑнса кайрӗҫ.

На левом берегу засветились окна большого села.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тупӑ пенин йӑлтӑркка ҫутисем тӑтӑшах юханшыва ҫутатаҫҫӗ.

Огни выстрелов непрерывно озаряли его.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Халӗ ӗнтӗ Березникра хӑй ҫутисем ҫыран хӗрринче мар, пристань патӗнче тӑракан суднӑсем ҫинчен курӑннине уйӑрса илме те май пур.

Теперь уже можно было разобрать, что огни в Березнике горят не на берегу, а на стоящих у пристани судах.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Малта сасартӑк хӑй ҫутисем курӑнса кайрӗҫ.

Неожиданно впереди показались огоньки.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӗттӗмлӗхрен хунар ҫутисем ярса илнӗ капансен ҫаврашка тӑррисем курӑнса лараҫҫӗ, лобогрейкӑсем ҫумне ҫакса янӑ хунарсемпе кӗлте ҫыхакансен пӗчӗк хунарӗсем ҫутӑ хуртсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Выхваченные из мрака фонарями высились конические купола скирд, светлячками горели фонари, приделанные к лобогрейкам, и маленькие ручные фонарики вязальщиц.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Автомобиль фарисем ҫине лексе, стенасем тӑрӑх кантӑксен тӑваткал ҫутисем чупса иртеҫҫӗ, пӳлӗмӗн кӗтесне ҫитсен, вӗсем вӑрӑмланса, сарӑлса каяҫҫӗ, унтан, пӗр самант хушшинче пӗчӗкленсе, стена тӑрӑх шуса илсе, ҫухалаҫҫӗ.

От автомобильных фар на стенах вспыхивали и быстро плыли квадратные отсветы окон, на углах комнаты они растягивались, растекались, потом мгновенно сжимались и, скользнув по стене, исчезали.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Чӳречерен урам курӑнать: хунарсем ҫунаҫҫӗ, трамвайсемпе автомашинӑсен ҫутисем вӗлтлете-вӗлтлете иртсе каяҫҫӗ.

За окном виднелась улица с гирляндой фонарей и текучими огнями трамваев и автомашин.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хунарсем ҫунмаҫҫӗ, чӳречесенче лампа ҫутисем курӑнаҫҫӗ, урамра яланхи пек мар тӗксӗм.

Фонари не горели, в окнах теплились керосиновые лампы, улица была непривычно сумрачной.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Шураличченех хырса тасатнӑ урайне чӳречерен хӗвелӗн тӑваткал ҫутисем ӳкнӗ.

На выскобленном добела полу лежали квадратные солнечные пятна от окон.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех