Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнать (тĕпĕ: ҫаврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнлан та астуса юл, Василий Иванов… — пристав шущиксемпе Хушаҫҫӗ Петӗрӗ еннелле ҫаврӑнать.

Запомни: Василий Иванов! — пристав повернулся к старосте и понятым:

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах вӗсенчен пайта тухмассине юлашкинчен йытӑ пуҫӗ те сисет пулас, вӑл каялла ҫаврӑнать те кӳршӗ чӑххисем чакаланакан хушлӑхалла йӑпшӑнса утать.

Но поняв в копне концов, что от них ей не перепадет ни крошки, повернула назад и побрела к копошащимся в навозе курам.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Михапар темиҫе хут уткаласа ҫаврӑнать те алӑк патнелле пырса ҫӗре хутланса ларать.

Мигабар покружил, покружил и присел возле двери на пол.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫитменнине, кӑпӑр-капӑрах шухӑша кайма та шикленет Михапар, мӗншӗн тесен: Шухӑшласан шухӑш тулӑнать, Шухӑшласан пуҫӑм ҫаврӑнать.

Да и не хочется Мигабару думать, потому что Начнешь думу — она повьется, Кончишь думу — голова с кругу собьется.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫук, хӑваласа яратӑп эп ку Миккие, — тесе вӑл черккине тытма хӑтланать те — тытмасть, тӳрленсе ларса ансар пит еннелле ҫаврӑнать.

— Нет, не я буду, если не прогоню этого лодыря Микки! — хватаясь за рюмку, отрывисто говорит он, но ставит ее снова на стол и, выпрямившись, обращается к золотарю:

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле шӑл витӗр урай варрине чӑрт! сурса пӑрахать те Ухтиван еннелле ҫаврӑнать.

Илле смачно сплюнул сквозь зубы на пол и повернулся к Ухтивану.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер ҫӗре тӑсӑлса выртать, месерле ҫаврӑнать те каллех яшт! тӑрса ларать.

Мульдиер снова — уже в который раз! — резко повернулся, подскочил на месте и снова сел.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тикӗс ҫӗрте ун пек шыв тӳлеккӗн юхать, шарлаксем ҫинче — сиксе ҫаврӑнать, ҫул ҫинче чӑрмав тӗл пулсан вӑйӗ ҫитсен сирсе ывӑтать…

Такая вода на ровном месте течет ровно, спокойно, на порогах и водопадах бешено кружит, а коль встретится на ее пути какая преграда, она крушит, борется против нее, насколько хватает сил…

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван кутник ҫине тӑсӑлса выртать, пичӗпе стена еннелле ҫаврӑнать.

Ухтиван молча растянулся на нарах, отвернулся к стенке.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван уялла кайса ҫаврӑнать, ҫӗмрӗк кӗпер патне ҫитет, улӑха анать.

Ухтиван, оставив лошадь спутанной на лугу, вышел в поле, свернул к разрушенному мосту, спустился по лугу.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫич-сакӑр ҫӑмарта ҫисе эрехне ӗҫсе петерсен Яка Илле Яриле еннелле ҫаврӑнать:

Съев семь-восемь яиц и выпив всю водку, Илле повернулся к Яриле:

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуҫне ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗнипе сасартӑк ҫуталса кайса Яка Илле Ухтиван еннелле ҫаврӑнать.

Но тот, вдруг просветленный какой-то пришедшей ему на ум новой идеей, с прищуром глянул на Ухтивана.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗрлӗ апат айӗнче Ҫӑка сӗтел авӑнать; Ӳсӗр кӗрӳ пуҫӗнче Тӗнче вӑр-вӑр ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

…Кӳрентерни тӑрать асра — Тӗнче халь ҫаврӑнать ӑсра.

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пуҫ ҫаврӑнать; умри тӗссем Иртеҫҫӗ тарӑн картланмасӑр…

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей хӑйне тултарса панӑ симпыла тепӗр сыпкӑм ӗҫет те, Ятман сӑмахне итлесшӗн пулса, ун енне ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрман хӗрринчи тӳрем ҫеремлӗхе лавккасем туса тултарнӑ, вӗсен варринче карусель ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле кӗрес умӗн сӑрт ҫине хӑпарать те васкамасӑр йӗри-тавраналла пӑхса ҫаврӑнать, кун каҫиччен леш енче ӳссе ларнӑ ҫӗмелсене шутлать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлан утпа пуринчен малта пырса вӑл кӑнтӑрти Симӗс кӳлӗ йӗри-тавра ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле чӗлхӳ ҫаврӑнать санӑн ҫапла мӑшкӑллама?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех