Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эс сăмах пирĕн базăра пур.
эс (тĕпĕ: эс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс те пӑрах, Нюра, эс те пӑрах, — терӗ амӑшӗ икӗ ҫулхи хӗрачине.

— Брось, Нюрка, брось, — обратилась мать к двухлетней девочке.

X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

«Парӑнас мар тӑшмансене, — паллах, мӗн тӑвасси. Ҫук, революци пӗтмӗ вал, ун ӗмӗрте сасси. Ӗнен эс: вӑхӑт ҫитӗ те, ҫӗкленӗпӗр каллех, Тӑшмансене йӑлт тавӑрӑпӑр ун чух ытлашшипех. Ан ус пуҫна эс, тусӑмҫӑм!

«Что делать? Дело ясное, не поддавайся, брат, Не сгинет революция, навек ее набат. Придет пора, друг милый мой, восстание начнем И с палачами родины расчет произведем! Не вешай, друг мой, голову!

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Олеся ун патне пычӗ те шӑппӑн: — Мӗн эс кунта кӑмсарӑнса тӑратӑн? Ирт кухньӑна. Кам манерлӗ эс! Тупӑннӑ герой… — тесе хучӗ.

Олеся подошла к нему и тихо сказала: — Чего ты здесь торчишь? Пройди на кухню. На кого ты похож! Тоже герой…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ах, колобок, колобок,кашкӑртан та тарнӑ эс, упаран та тарнӑ эс, манран вара, шалишь, тараймӑн.

Ах, колобок, колобок, ты от волка ушел, от медведя ушел, от меня — шалишь! — не уйдешь!

Тӑххӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Эс тытӑнса пӑх-ха, эс тытӑнса пӑх-ха! — пакӑлтатрӗ Ваня.

— Ты вот попробуй, ты вот попробуй! — затараторил Ваня.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

— Ой, эс, ҫамрӑк офицер, Ирӗк парччӗ эс мана.

— Ой, да офицер молодой, Отпусти меня домой.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ха эс, ватӑскер, ха эс, айванскер, ах канӑҫсӑр чун!

— Ах ты, старый, ах ты, глупый, ах душа твоя неспокойная!

«Ух эс! Ах эс!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ан ларах ман ҫывӑха, Ан ларах ман ҫывӑха, Ҫынсем калӗҫ — савать, тейӗҫ, Саван, тейӗҫ, эс мана, Ҫӳрен, тейӗҫ, ман пата; Саван, тейӗҫ, эс мана, Ҫӳрен, тейӗҫ, ман пата, Эп ахаль йӑх тавраш мар…

Не садися возле меня, Не садися возле меня, Люди скажут — любишь меня, Любишь меня, Ходишь ко мне, Любишь меня, Ходишь ко мне, А я роду не простого…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ой эс, лӑпкӑ Донӑмӑр, пирӗн чунӑмӑр-атте, Ой эс, лӑпкӑ Донӑмӑр, ма пӑтранчӑкӑн юхан?

Ой ты, наш батюшка тихий Дон, Ой, что же ты, тихий Дон, мутнехонек течешь?

Лӑпкӑ Дон. 1-мӗш кӗнеке // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Юрӗ эппин, эс мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек пултӑр, анчах эс ху та ӗмӗрех унта, ут ҫинче лар, эсӗ ут ҫинче ларнӑ хушӑра саншӑн ҫӳлти патшалӑх пулмӗ!»

— Пусть будет все так, как ты сказал, но и ты сиди вечно там на коне своем, и не будет тебе царствия небесного, покамест ты будешь сидеть там на коне своем!»

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Мӗншӗн ун пекех ҫилентӗн? илтсеччӗ эпир, эс пирӗн енче пур ҫӗрте те крепостьсем тума хушнӑ тенине; кайран та илтрӗмӗр тата: пирӗннисене эс карабинер туса хурасшӑн, тет; халь ак тата темӗн те пӗр калаҫни илтӗнет.

За что ж немилость? прежде слыхали мы, что приказываешь везде строить крепости от нас; после слушали, что хочешь поворотить в карабинеры ; теперь слышим новые напасти.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫара ылтӑнран тимӗрҫӗ лаҫҫи лартса пама хушӑп, вара эс кӗмӗл мӑлатуксемпе ӗҫлӗн» тесен, эп ӑна хирӗҫ: «Ылтӑн лаҫ та, хаклӑ йышши чулсем те, мӗнпур патшалӑхна парсан та кирлӗ мар мана. Луччӗ эс мана хамӑн Оксанӑна пар!» тенӗ пулӑттӑм.

Прикажу тебе сделать золотую кузницу, и станешь ты ковать серебряными молотами». — «Не хочу, — сказал бы я царю, — ни каменьев дорогих, ни золотой кузницы, ни всего твоего царства: дай мне лучше мою Оксану!»

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Мӗн ӗҫ пур ман аннепе? маншӑн атте те, анне те, эс маншӑн эс тӗнчере чи хакли.

— Что мне до матери? ты у меня мать, и отец, и все, что ни есть дорогого на свете.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Атя, эс ху стена ҫумне кай, эп хӗрринче выртӑп, атту эс хӑнӑхман ку саркофа… тьфу!..

— Ты давай сама к стенке, а я с краю лягу, а то ты не привыкла к этому саркофа… тьфу!..

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Малтан «Эс плюс Эс» ятлӑччӗ-ҫке!

Он же прежде «С + С» назывался?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Марки: «Эс плюс эс».

Марка «С + С».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

«Мӗне пӗлтерет вӑл «Эс плюс эс» — ыйтрӗ те Светлана, хӗрелсе кайрӗ.

«А что значит: «С + С»?» — спросила Светлана.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл тротуарпа пынӑ чух, хӑйсен правили тӑрӑх — Светланӑран метр ҫурӑ катара утса тата аяккалла пӑхса: «Эс плюс эс» — терӗ.

И он, идя по тротуару, как полагалось по их правилам, на расстоянии полутора метров от нее и глядя в другую сторону, сказал: «С + С».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Тен, эс, тусӑм, тиркешӗн, тен, манран эс йӗрӗнӗн? — тепӗр хут каларӗ вӑл халь анчах юрланӑ юррӑн сӑмахӗсене, унтан Марьянка еннелле ҫаврӑнса тата тепӗр хут: манран йӗрӗнетӗн-и? — терӗ вӑл ҫилессӗн.

— Али ты, моя милая, мною чванишься? — повторил он слова песни, которую только что пели, и, обращаясь к Марьянке, — мною чванишься? — еще повторил он сердито.

XXXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тен, эс, тусӑм, тиркешен, Тен, манран эс йӗрӗнен?»

Али ты, моя милая, Мною чванишься?

XXXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех