Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрене (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрене касать, чуна ыраттарать, тепӗр чухне ӑсран та кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Кунта акӑ мӗнле пример илсе танлаштарма пулать: чӗресе темӗскер пек илемлетсен те, ун ӑшӗнче чӗрене кантаракан сӑри пулмасан, вӑл пирӗн кӑмӑла тултараяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Анчах чӗрене хушаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ют — ютах, чӗрене ҫуран пекех ыраттармасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр вӑрттӑнлӑх икӗ чӗрене ҫывӑхлатать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрласах ятӑм ҫакӑ юрра Ҫунакан чӗрене те, ай, тускайӑм, пусарма.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменние тата каска тӑрӑх ӗнсе ҫине шӑпӑртатса юхакан ҫумӑр шывӗ ҫан-ҫурӑма, чӗрене витерсе ҫӳҫентерет.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫав шурлӑхсем ӗмӗрлӗхех чӗрене кӗрсе юлчӗҫ, — терӗ те Савин мучи, пӗр хушӑ чикарккине ӗмсе, йӳҫӗ тӗтӗме ҫӑтса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫав самантра, пӗтӗм ҫӗре ҫутатса, ҫиҫӗм ялтлатрӗ, чӗрене шари! ҫурса, аҫа ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ман чӗрене темӗн пӑчӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫуралнӑ килне Иван, ашшӗн урнӑ вӑкӑрла хӑтланкаларӑшӗсене, чӗрене яланлӑхах касӑнса кӗнӗ хӗрхӳ, сивӗ сӑмахӗсене асран кӑлараймасӑр, пӗртен-пӗр хут, салтака кайнӑранпа вун пилӗк ҫул иртсен, ҫемьесӗр, пӗччен ҫеҫ килсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Чарӑнмалли вырӑнсенче пассажирӗсене улӑштара-улӑштара, хула урамӗсем тӑрӑх чиперех тӗтӗрлентерсе, ярлаттарса пыратчӗ-ха вӑл, унтан та пулмин ӑна такам хиврен «ура хучӗ», тейӗн: залив урлӑ хывнӑ кӗпер ҫине кӗрсен, вӑл тормозӗпе ытла та ыратуллӑн, чӗрене тивмеллех йынӑшса-кӑшкӑрса илчӗ те, салонри хыҫалти хӑнисене малтисем ҫине сулӑнтарса, тӳнтерсе, пунк! тапса янӑ футбол мечӗкӗ пек ывӑтӑнтарса, чӑшш! туса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ман чӗрене ҫак сӗмсӗрлӗхе ҫапса аркатас, сирсе ывӑтас туйӑм хӗлхемӗ ҫутатса-пӗҫертсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тепӗр кунне вӑл, ҫак ӑша вӗҫтерекен, чуна хурлӑн йӑштарса ланчашкалантаракан, чӗрене хӗссе ыраттаракан йӳҫек хуйхӑ кутамккине мекеҫленсе, кӗхлесе, аппӑн-тӗппӗн йӑтса, килне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Акӑш-макӑш, асар-писер вут ҫулӑмӗсем чӑнах та хуран тавра тӗпсӗр ханкӑртан явӑнса-амаланса, пал-пал пӑрлатса хӑпараҫҫӗ те кашкӑр чӗлхиленсе тӗпсӗр тӳпенелле тӑсӑлаҫҫӗ; хурантан вара ҫухӑракан, йынӑшакан, кӑшкӑракан, макӑракан, тӗнчене те чӗрене ҫурасла, хӑлхана та ҫӑт хупласа хурасла сасӑсем янӑраса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ырри те, усалли те — пурте малтан пуҫра ҫуралать, сӑмсаланать, аталанать, капашланать, ҫавӑнпа этеме ачаранах сапӑрласа ӳстермелле, пуҫа тата чӗрене ӗмӗрлӗххине, тӗрӗссине, ыррине ҫеҫ хывмалла (мӗн акатӑн, ҫав шӑтать), ӑна тымарлантарса вӑя кӗртессишӗн усаллипе кӗрешме те хавхалантарсах тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ай, кӗтменччӗ Ула Тимӗр Полинӑпа ӑҫта пулсан та ҫакӑн евӗр кӑмӑла шартах хуҫакан, чӗрене пас тыттаракан, пӑрлантаракан авӑкра тӗл пуласса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата Пурисӑн пуҫ ҫамкине пӗр тӗлте темскер чӗрене тивтерсех тирӗнсе ыраттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку чунсӑрлӑхпа пӗр-пӗр урапа-машина тавраш чупакан мӑн ҫул ҫинче янкӑр кун ҫутинче тӗл пулнӑ пулсан Ула Тимӗр, ӑна чӗрене те хывмасӑр, ун ҫине, тен, алӑ та сулнӑ пулӗччӗ, халь ҫинче вара, шав вӑрмана каҫ хупласа килнӗ вӑхӑтра, шофер ӑна юри киреметленӗ, инкек ланкашкине ла-ап! тапса хӑварнӑ пек туйрӗ, вара хӑй те сиссе юлаймарӗ — савӑлламан савӑла савӑлламан савӑлпах ҫапса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Тӗл пулаймарӑм вӑрман юрӑҫине, карчӑк, вӑрӑм сухалӑмран хӑрарӗ пулас ман чӗрене тапратнӑ асамҫӑ, — ҫаплипех кӑмӑллӑн калаҫрӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех