Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑраса (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тамара хуллен, хӑраса уҫать куҫне.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сире курсан, хӑраса тармалла вӑрмантан.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уншӑн… — Ваҫиле каласа пӗтермерӗ, хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ кавалер, чӑннипех те хӑраса ӳкнӗскер, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑм хӑраса ун-кун пӑхкаларӗ — сасартӑк унӑн сӑмахӗсене, саккуна хирӗҫле шухӑшӗсене кам та пулин илтнӗ пулсан?

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та хӑраса ӳкнӗ тусне курса каялла чакрӗ, ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗрӗ ман упӑшка! — хӑйӗн сӑмахӗсенчен ытла та шутсӑр хӑраса ӳкнипе чӗтрене ерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑраса ӳкрӗ вӑл — юрамасть вӗт ун пек!

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Анчах та сасартӑк вилнӗ тесе каласан?» — хӑраса шухӑшлатчӗ вӑл каҫсерен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн пулчӗ сире, кӑвакарчӑнӑм? — ӗҫкӗҫ хӗрарӑма ҫӗклеме хӑтланчӗ, анчах, кӗленчине ӳкерсе ҫӗмӗресрен хӑраса, тивмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эй-й-й! — кӑшкӑрчӗ вӑл ҫурма сасӑпа, хӑйӗн сассинчен хӑй хӑраса.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам эсӗ? — тутар ачи, малтанласа хӑраса ӳкнӗскер, хӑйӗн умӗнче хӗрарӑм пулнине курса лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Вӑт, ҫавна пула хӑраса ӳкрӗҫ те пурте.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ют ҫынсене курсан вӗсем хӑраса ӳкрӗҫ, сӑмах чӗнме те шикленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӑх хӑраса ӳкнӗ: «Хуйхӑ пуласса ку».

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗскер хӑраса ӳкрӗн-ха эс, айван, — сӑмахсене ҫемҫен тата тӑсарах каланӑ май шӑл йӗрсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле пӗррехинче ҫак тӑсланкӑна курсан темшӗн хӑраса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ хирӗҫ нимӗн те шарламан, ҫавӑнтанпа вӑл ҫак Хусантан килнӗ НКВД уполномоченнӑйӗ яла тустарма пуҫласса хӑраса кӗтме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӑраса ӳкрӗ, хӗрелсе кайрӗ, аллисене ниҫта чикме пӗлмерӗ, вӗсем ӑна чӑрмантарнӑ пекех туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатур урисем ҫӗре перӗннине туйманнипе ҫуйӑхса ӳкесрен хӑраса тӗкрен ҫирӗпрех ҫатӑрласа тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех