Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тейӗпӗр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапла тейӗпӗр, каях, турӑпа ҫӳре, — Лэйк тарӑхма пуҫлани сисӗнет.

— Ну вот, ну и ступай с богом, — сказал Лэйк, начиная сердиться.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Ҫапла тейӗпӗр, — чӗрре кӗмерӗ Тиррей, — мана халӗ ҫавӑн пирки калама питех те йывӑр.

— Пусть так, — сказал Тиррей, — мне уже мучительно говорить об этом.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Ҫ-ҫапла тейӗпӗр, паллах… анчах…

— Д-да, конечно… но…

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

Юрать тейӗпӗр.

Допустим.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Тӗпсӗр шӑтӑк ҫук тейӗпӗр.

Представь, что пропасти нет.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

— Пӗлетӗр-и: хулкка ҫӗр хутчен питӗ хӑвӑрт туртать тейӗпӗр, чӑннипе вара тӑхӑр вунӑ хутӗнче — ултав кӑна, мӗншӗн тесен пулӑ ӑманӑн хӳрине ҫеҫ ҫыртса татать.

— А знаете ли вы, что на сто случаев мгновенного утопления поплавка девяносто пустых, потому что рыба срывает ему хвост?!

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

— Юрать, — терӗ те Гарт сӗтел ҫине тӑкӑннӑ эрех кӳлленчӗкӗнчи ахаль те ӳсӗр шӑнана коньякпа шӑварчӗ, — юрать, вӑл аплах каламан тейӗпӗр.

— Положим, — сказал Гарт, поливая коньяком муху, уже опьяневшую в лужице пролитого на стол вина, — положим, что он сказал не так.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

— Вильтон килмест тейӗпӗр, — йӗкӗлтешрӗ вӑл, — вара унӑн — нимӗнле концесси те ҫук.

— Вильтон, положим, не приедет, — насмешливо сказал он, — и нет у него никакой концессии.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Ҫакна ҫивӗч инстинкт тейӗпӗр — пур пӗрех мар-и…

Назовем это острым инстинктом — не все ли равно…

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Юрать тейӗпӗр.

— Допустим.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ну, калӑпӑр, документ та тупнӑ тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ан тив, атя, вӑл Давида вӗлернех, Ҫӑпата Улькине ҫавӑрас тесе айӑпа кӗнех тейӗпӗр, юратушӑн ютта тухаканни тӗнчере пӗр вӑл кӑна-им.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрать, пирвай вӑл Калюков йӗрне шыраса пынӑ тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах йӑл кулса илчӗ: ара, пустуй айӑплать-иҫ хӑйне, ӗмӗтленнӗ упӑшка е еркӗн арҫын кӑна тейӗпӗр ҫумра пулас-тӑк, пач урӑхла пурӑнмалла вӑл, тупата, апатне те чи тутлине пӗҫермелле, тумтирне те чи чаплине тӑхӑнмалла…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ун чух вара: «мухтав турра», тейӗпӗр.

— Тогда скажем: «слава богу».

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Юрать, ҫапла тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, ҫав япала тинтерех кӑна-ха пӗр-пӗр ҫӗртен ҫухалнӑскер тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрӗ, операции ку пайӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ пултӑр, ҫут тӗнчере, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче, тепӗр темле хурах ҫӳрени халӗ нумайӑшне паллӑ тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр-пӗрне курчӗҫ тейӗпӗр, пӗр-ик сӑмах перкелешсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапла тейӗпӗр… — терӗ Мӗтри, чипер хӗрарӑма темшӗн каллех йӑлтӑртата пуҫланӑ куҫпа пӑхса илсе, унтан кӗсйинчен кӗмӗл сулӑ кӑларчӗ, Сӑпани умне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех