Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапранмасӑр (тĕпĕ: тапран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантрах ун умӗнче мӑн алӑксем уҫӑлаҫҫӗ; пӗр тапранмасӑр, штыкӗсене йӑлтӑртаттарса, часовойсем тӑраҫҫӗ; мрамортан тунӑ пусмасем аялалла илсе анаҫҫӗ; лӑпкӑ, шӑп; таҫтан кантӑр ҫути ӳкет…

В эту же минуту перед ним стали открываться большие двери; неподвижно стояли часовые, блестя штыками; мраморные ступени вели вниз; спокойно и тихо; откуда-то падал полуденный свет…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ленӑна курсан, вӑл вырӑнтан тапранмасӑр хытса тӑчӗ: хӗрӗн питҫӑмартисем ҫинче шурӑ вырӑнсем уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ.

Увидев Лену, он так и замер на месте: на щеках у девушки ярко выделялись белые пятна.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сасартӑк ватӑ пӑши кӗтӳ пуҫлӑхӗ пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ, вырӑнтан тапранмасӑр хӑраса тӑчӗ: вӑрман шӑплӑхӗнче типӗ турат хуҫӑлни илтӗнчӗ.

Вдруг лось-вожак дрогнул всем телом и замер в ужасе: в лесной тишине хрустнула сухая ветка.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Районти актив пухӑвӗнче туса памалли икӗ докладӑн тезисӗсемпе паллашса, вӑл нумай вӑхӑт хушши вырӑнтан тапранмасӑр ларчӗ.

Он уже много времени сидел неподвижно, знакомясь с тезисами двух докладов, которые будут сделаны на районном собрании актива.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кашни ялта тенӗ пекех, ниҫта тапранмасӑр, нимӗҫсен чаҫӗсем тӑраҫҫӗ.

Почти во всех деревнях стояли на постое, не передвигаясь, немецкие части.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шанчӑклӑ кил хуралҫи вырӑнтан тапранмасӑр хуҫи ҫине пӑхса илчӗ, пӗр-ик хутчен хӳрине пӑтраткаларӗ те — сасартӑк курпунне кӑларса, каялла ҫавӑрӑнса пӑхкаласа, кӗлет айнелле вӗҫтерчӗ.

Верный страж взглянул на хозяина, не трогаясь с места, раза два вильнул хвостом — и вдруг, сгорбясь, оглядываясь, бросился под амбар.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Эпӗ пулап комендант! — терӗ Квейс сасартӑк, вырӑнтан тапранмасӑр.

— Я ест комендант! — внезапно гулко сказал Квейс, не трогаясь с места.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапла вӑл пӗр минут хушши пек вырӑнтан тапранмасӑр пӑхса тӑчӗ.

Около минуты он стоял, не трогаясь.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ольховка ҫыннисем вырӑнтан тапранмасӑр, пӗр чӗнмесӗр итлесе тӑчӗҫ.

Ольховцы не трогались с места и молчали.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӗрлечченех пӗр тапранмасӑр горницӑра выртнӑ вӑл.

Весь вечер она пластом лежала в горнице.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Жаровньӑра, — вырӑнтан тапранмасӑр, хуллен каларӗ арӑмӗ.

— В жаровне, — не шевелясь, слабо сказала хозяйка.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Батальона Ольховкӑран ӑсатса янӑ чух вӑл, тӑвайккинче тӑраканскер, аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытса, вырӑнтан тапранмасӑр пӑхса тӑчӗ: картус козырёкӗ айӗнчен унӑн ҫивӗч кӑвак куҫӗсем салтак речӗсене хытӑ сӑнаса пӑхрӗҫ.

Провожая батальон из Ольховки, он стоял на пригорке, заложив руки за спину, не трогаясь; из-под козырька фуражки осторожно следили за рядами солдат его острые серые глаза.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей тата тепӗр минут хушши пек вырӑнтан тапранмасӑр, куҫӗсене аллисемпе хупласа ларчӗ…

И Андрей еще с минуту сидел у березы, не трогаясь, прикрыв руками глаза…

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лешсем хӑлхисене кӑмӑллӑн чӑнк тӑратнӑ та сӑмсине вылятса ачасен аллисем ҫинче пӗр тапранмасӑр ларнӑ, анчах майлӑ самант пулсанах, ялт сикнӗ те тара панӑ.

А те, дружелюбно подняв ушки, шевелили носом и очень смирно сидели, однако при первой же возможности соскакивали и убегали.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Эпӗ чунсӑрланнӑ пек, нимӗн тапранмасӑр, пӗр шухӑшсӑр лартӑм.

Меня как будто покинула жизнь, — я сидел неподвижно и бездумно.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Володя пӗр самант ним тапранмасӑр хытса кайса выртрӗ.

Он замер на секунду.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл шӑннӑ ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса, вырӑнтан тапранмасӑр выртрӗ, унтан ерипен пуҫне ҫӗклерӗ те… кӳреннипе, ҫилленсе кайнипе кӗҫех макӑрса яратчӗ.

Он прижался к мерзлой земле, застыл неподвижно, потом очень медленно приподнял голову… и чуть не заплакал от ярости и досады.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Яша пиччен «чертопхайки», — партизансем унӑн мотоциклне ҫавнашкал ят панӑ, — тахҫанах аялти горизонтра тапранмасӑр тӑнине пурте пӗлнӗ.

Как известно, мотоцикл дяди Яши Манто, «чертопхайка», как называли его партизаны, давно уже стоял без движения на нижнем горизонте.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Рапортланӑ чух аллисене те вылятман, вырӑнтан тапранмасӑр тӳп-тӳрӗ тӑнӑ.

Они уже не болтали руками при этом, а смирно стояли на месте.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ним тапранмасӑр хытса итлекен, шӑп пулнӑ класра питӗ ӑслӑ учитель пек васкамасӑр, татӑклӑн та витӗмлӗ калаҫать Сталин, Совет Союзӗн гражданӗсем Хӗрлӗ Ҫарпа тата Хӗрлӗ Флотпа пӗрле кашни шит Совет ҫӗрне сыхлама тивӗҫ, тет вӑл, тылра Хӗрлӗ Ҫара мӗнле пулӑшмаллине тата вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫӗнӗлле мӗнле ӗҫлемеллине вӗрентет.

Сталин говорил медленно, решительно и внушительно, как умный учитель в тихом класе, которого все слушали боясь шевельнуться, о том, что граждане Советского Союза вместе Красной Армией и Красным Флотом должны беречь каждую пядь Советской земли, учит как помочь Красноай Армии в тылу и как работать по новому в военное время.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех