Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавне (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана пысӑк секретпа вара ҫав юратун сӑлтавне те ӑнлантарса пачӗҫ.

И мне даже объяснили, правда под большим секретом, причину этой симпатии.

IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Пире пӗр сӑлтавне те пулин каласа пар-ха, эпир интересленсех итлӗпӗр эсӗ каланине.

— Назови нам хотя бы одну из них, мы с интересом выслушаем тебя.

III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Мӗскӗн Вернон вилес умӗн хут ҫырма ӗлкӗрнӗ, вӑл унта хӑйне вӗлернин вӑхӑтне, сӑлтавне, вӗлерекенӗн ятне кӑтартнӑ.

Несчастный Вернон перед смертью успел написать записку, где указывал время, и причину убийства, и имя убийцы.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӗттӗм ҫынсем инкек сӑлтавне кӑна мар, унран мӗнле ҫӑлӑнмаллине те тупнӑ асамҫӑна ҫул пачӗҫ.

Дикари расступились перед колдуном, который как будто нашел не только причину бедствия, но и средство спасения от него.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Негоро патша вилӗмӗн сӑлтавне ӑнлантарса пачӗ ӑна, хӑйне сыхӑ пулма канаш пачӗ.

Негоро объяснил ему причину смерти короля и посоветовал держаться настороже.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫакӑн ҫинчен Дик Сэнд Уэлдон миссиса каласа парсан, лешӗ хӑй те Негорӑна питех шанманни ҫинчен пӗлтерчӗ, анчах мӗншӗн ун компаса юри пӑсмалла-ши — сӑлтавне вӑл та курмасть иккен.

Когда Дик Сэнд рассказал миссис Уэлдон об этом происшествии, она заметила, что тоже не слишком доверяет Негоро, но не видит, зачем бы ему было нарочно портить компас.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак вилӗм сӑлтавне кӑранташ ҫӗҫҫи те, пӑяв та халь тупса параймӗҫ.

Не откроют нам причин потери ни петля, ни ножик перочинный.

Сергей Есенина // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 58–64 с.

Кӳкеҫ чӑвашӗсем Салават Юлаев ҫинчен пӗлнин сӑлтавне Ӗпхӳре ҫак паттӑр ячӗллӗ аслӑ лигӑри ҫӗршывӗпе паллӑ хоккей команди пурри те уҫса парать ӗнтӗ.

То, что чуваши из Кугеси знают об Салавате Юлаеве, объясняет, конечно, и тот факт, что в Уфе есть известная по всей стране хоккейная команда Высшей лиги имени этого героя.

Шупашкар, Чӑн Шупашкар пулсам! // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/5420.html

Хӑвӑра хисеплесе ҫапла чӑрманнӑшӑн тав тумалла, парнене йышӑнма пултарайманнин сӑлтавне пӗлтермелле.

При отказе подчеркивают признательность за внимание и мотивируют свой отказ его принять.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Мӗнле те пулин апата ҫиместӗр пулсан, ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарма кирлӗ мар, «тавтапуҫ» тени те ҫителӗклӗ.

Если вы не хотите чего-либо отведать, можно пропустить это блюдо без объяснения причин, не забыв, разумеется, при этом сказать «спасибо».

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кун пек чухне кил хуҫисемпе ҫеҫ сывпуллашаҫҫӗ, вӗсене сӑлтавне пӗлтереҫҫӗ.

Прощаются в таких случаях только с хозяевами, объясняя им причину ухода.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вылякансенчен хӑшӗ те пулин килме пултараймасть пулсан, вӑл сӑлтавне малтанах вӑйӑ каҫне йӗркелекене пӗлтерет.

Если кто-то из партнеров не может прийти, он обязан сообщить об этом устроителю вечера, чтобы не сорвать игру.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Апла тума ӗлкӗреймесен, сӑлтавне ӑнлантарса ҫыру ҫырса яраҫҫӗ.

В крайнем случае — письменное извинение с объяснением причин.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Юлашки минутсенче эсир чӗннӗ ҫӗре кайма пултарайманни палӑрчӗ пулсан, сӑлтавне телефонпа е васкавлӑ телеграмма ярса пӗлтереҫҫӗ.

Не прийти в последнюю минуту можно только по особым, уважительным причинам, о чем сообщают по телефону или посылают телеграмму.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Чӑнахах та вӑхӑт ҫук пулсан, каҫару ыйтса сӑлтавне ӑнлантармалла: больницӑна, театра т. ыт.

Если же действительно времени в обрез, можно извиниться и объяснить, что вы опаздываете к врачу, в театр и т. д.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ун пек чух тав тӑваҫҫӗ те, мӗншӗн ларманнин сӑлтавне калаҫҫӗ.

Тогда благодарят за внимание и объясняют, почему вы не воспользовались любезностью.

Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑлтавне пӗлетӗр-и эсир?

Знаете причину этого?

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эсир хӑватсӑр сигаретсем туртатӑр, сире хӑватли сӗнеҫҫӗ пулсан, сӗннӗ сигарета илмесен те юрать, анчах сӑлтавне ӑнлантарса парас пулать.

Только в исключительных случаях можно отказаться, например, если вам предлагают крепкие сигареты, а вы привыкли к более слабым, в этом случае благодарят и объясняют причину.

Туртман ҫынсем е ачасем пур пӳлӗмре туртма юрамасть // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӗрарӑм ҫакӑн пек кану каҫӗсенче хӑй мӗншӗн ташлама тухайманнин сӑлтавне пӗлтермелле, сӑмахран: «Тавтапуҫ, шел пулин те, ку ташша ташлама эпӗ урӑххипе килӗшнӗ» е «Тавтапуҫ, эпӗ ывӑнтӑм, кӑштах канас тетӗп».

Женщина на закрытых вечерах (в отличие от открытых) должна обосновывать отказ от танца, например: «благодарю, но, к сожалению, я этот танец уже обещала» или «спасибо, но я устала и хочу отдохнуть».

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Палламан ҫынна ху ташлама килӗшменнин сӑлтавне пӗлтермесен те юрать, пӗлтерсен, паллах, аванрах.

Кстати, на открытых вечерах можно отказать чужому человеку в танце, не объясняя причины, но все же лучше это сделать.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех