Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрке сăмах пирĕн базăра пур.
йӗрке (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ.

На место происшествия прибыли правоохранители.

Ҫынна пӑшалпа пенӗ-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35804.html

Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын йӗрке хуралҫисене пӗр пӑтӑмах пирки пӗлтернӗ.

23 августа житель Чебоксар рассказал правоохранительным органам об одном происшествии.

Ҫынна пӑшалпа пенӗ-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35804.html

Август уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ хурлӑхлӑ митинга ПР Патшалӑх Пухӑвӗн-Курултайӗн депутачӗ Марат Шафиков, Пелепей районӗнчи депутатсен Канашӗн председателӗ Сергей Лущиц тата Канаш секретарӗ Артур Садыков, Пушкӑртстанри вӑрҫӑ, ӗҫ ветеранӗсен, хӗҫ-пӑшаллӑ тата йӗрке хуралҫисен органӗсенче вӑй хунӑ ветерансен Пелепей хулипе районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Буйлов, Пелепейпе Ермеккей районӗсенчи ҫар комиссариачӗн вӑрттӑн чаҫӗн пуҫлӑхӗ Евгений Ильясов, Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов, Слакпуҫ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Андреев, Пишпӳлек районӗнчи «9-мӗш рота» шырав отрячӗн аслӑ ертӳҫи Владимир Чернов, Пишпӳлек районӗнчи вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен Канашӗн председателӗ Елена Андреевапа Слакпуҫ ял хутлӑхӗнчи ветерансен Канашӗн ертӳҫи Вера Павлова, хыпарсӑр ҫухалнӑ салтакӑн тӑванӗсем, ҫарпа-патриотизм ҫул-йӗрӗллӗ обществӑлла пӗрлӗхсем тата ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

«Биржӑна хывнӑ» укҫана каялла илме май килменрен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Поскольку вывести обратно деньги, вложенные в биржу, не удалось, женщина обратилась за помощью в правоохранительные органы.

Ача сачӗн ӗҫченӗ улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35796.html

Ҫӳллӗ мрамор хӑма палӑк ҫине сӑвӑҫӑн сӑнне ӳкернӗ, виҫ чӗлхепе — чӑвашла, украинла, вырӑсла — тӑватӑ йӗрке ҫырса хунӑ:

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Старосубхангулово ялӗнчи улттӑмӗш класра вӗренекен Розалия Буранова «Урал батыр» эпоса пӗтӗмпех вӗренсе ҫитнӗ, ку - 4600 йӗрке.

Так, ученица шестого класса школы села Старосубхангулово Розалия Буранова полностью выучила эпос «Урал батыр», а это - 4600 строк.

Пушкӑрт шкул ачи "Урал батыр" эпоса тӗппипех вӗреннӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3394783

Шкул ӗҫченӗсем пушар хурал, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тата ЧР Роспотребнадзор управленийӗн специалисчӗсем ҫулсерен вӗренӳ учрежденийӗсен умне лартакан требованисене вӑхӑтра пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Патшалӑх ветеринари служби чӗр чунсем валли те ҫирӗп йӗрке пӑхса хӑварма ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Ершовсен ачисен ҫемйисемпе ашшӗ-амӑшӗн килне пухӑнасси ҫирӗп йӗрке пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Хӑш-пӗр муниципалитетра ҫак йӗрке ҫине куҫнӑ ӗнтӗ, вӑл ыттисенче те вӑя кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Программӑна хутшӑнма, ҫынсене валли ятарлӑ йӗрке ҫирӗплетӗҫ, нормативлӑ право ӗҫ хучӗсене хатӗрлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан педагогика ӗҫӗн ветеранне Римма Михайлована Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралӗн органӗсен ветеранӗсен канашӗн президиумӗн хисеп грамотипе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Ҫак кунсенче Канашри муниципаллӑ округӑн ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралӗн органӗ- сен ветеранӗсен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Лӑпӑр (вупӑр) карчӑк — матриархат тапхӑрӗнченех упранса ҫитнӗ сӑнар — тӗп амана, аннене калӑпласа тӑнӑ, анчах патриархаллӑ йӗрке аталаннӑҫемӗн тӳнтерле сӑнар пулса кайнӑ.

Данный образ восходит к эпохе матриархата, когда право считаться взрослым присваивалось исходя не из возраста, а из личных достижений, и решала это женщина — глава рода.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Тӗрлӗ организацисен сотрудникӗсемпе ветерансен юхӑмӗн представителӗсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паркӗнче йӗрке тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре черетлӗ субботник иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3353051

Кӑшӑлвирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче ҫапла йӗрке пулнӑ: йывӑртарах пациентсене Президент пепкелӗх центрне ҫуратма янӑ, ыттисене - Канаша.

Во время пандемии коронавируса было установлено правило, что тяжелых пациентов направляли в Президентский перинатальный центр, остальных - в Канаш.

Патӑрьелти ача ҫуратмалли уйрӑм хупӑнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35519.html

Вӗсен хура ӗҫне чарса лартма хайхи «йӗрке хуралҫи» укҫа-тенке хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ.

Чтобы предотвратить их черное дело, «охранник правопорядка» предложил перевести деньги на безопасный счет.

Ултавҫа 1 млн та 667 пин куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35379.html

Вӑл йӗрке хуралҫи-мӗн.

Он представился работником правоохранительных органов.

Ултавҫа 1 млн та 667 пин куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35379.html

Хӑйӗн ашшӗ те колхозра йӗрке тӑвасшӑн пулнипе паян кунччен те ҫын вӗлерекен шутланать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Маншӑн пулсан, вӑл йӗрке пит лайӑхчӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех