Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтсе (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пазухин пуп сӑмахӗсене тӗлӗкри пек ҫеҫ илтет, ҫитменнине, вӑл ку юмаха «турӑ саккунӗн» урокӗсенче илтсе хӑлхине йӳҫӗхтернӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шавланине илтсе, Кӗҫтук та вӑранчӗ те тӳрех ашшӗ мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Евсей Антоныч чӗнмерӗ, тулти пӳлӗмре такам калаҫнине илтсе, унта тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑвӑр ташланине курма ӗлкертӗм, анчах ятӑра илтсе юлаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пушатма эпӗ чи кая юлса ҫитеттӗм, анчах ун вырӑнне кашнинчех Пурхи пичче ҫапла каланине илтсе савӑнаттӑм:

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Кунашкал сӑмахсене Василий Викторович илтсе йӑлӑхнӑ, ҫавӑнпа вӗсене чӗре патне илмерӗ, хывӑнса тӳрех зала кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ӑна илтсе, йытӑсем вӗрсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Макҫӑм уҫҫӑнах тӑрӑхласа калаҫнине илтсе, халӑх хушшинчен кулнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти уполномоченнӑйсем чӗнсе кӑшкӑрашнине илтсе, энӗшкассисем те утравран тухса сӑрт еннелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппансен ҫуй-шавӗпе вӑранса ура ҫине тӑма ӗлкӗрнӗ хресченсем, Макҫӑм сассине илтсе, ун патне чупса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье кӑшкӑрнине илтсе, ун еннелле ҫаврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, хӑйне ятран чӗннине илтсе, ӗне витинчен васкаса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрт алӑкӗ уҫӑлса хупӑннине илтсе, Михха ӑна калас сӑмахне калама чарчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Зайцевран тав сӑмахӗ илтсе юлтӑм эпӗ те, килӗшсессӗн Шупашкара куҫма пулӑшма та сӑмах пачӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Ҫав хушӑра, ашшӗ сассине илтсе, Вова кайри пӳртрен чупса тухрӗ те хӑпӑл-хапӑл крыльца алӑкӗн сӑлӑпне туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мана тарҫӑ ятне илтсе пурӑнма ҫӑмӑл-им?

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн эсир, тарҫӑ ятне илтсе пурӑнма мана ҫӑмӑл тетӗр-им?

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар, картишӗнчи вут ҫутине курса тата унти шӑв-шава илтсе, шӑналӑк витсе вӗренсемпе урлӑ-пирлӗ каркаласа ҫыхнӑ лавӗ ҫинчен ялт! кӑна сиксе анчӗ те крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ, шалти карлӑк урлӑ ывтӑнса каҫса, картишне анса та тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Те ҫынсем шавланине илтсе, сысна витинче шӑп пулчӗ, йытӑ та лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Те вӑрӑм ҫынран хӑраса кайнипе, те хуҫи кӑшкӑрса тӑкнине илтсе, йытӑ ҫавӑнтах, каялла тапса сиксе, кӗлет айне чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех