Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтсе (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑшкӑрнине илтсе мама чупса пычӗ.

На ор прибежала мама.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Мӗтри ку сӑмахсене кӑна илтсе юлчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Пӗри — Саркай, теприн ятне уҫӑмлӑн илтсе юлаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ют ҫын сассине илтсе тата ытларах хаярланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫук, эпӗ ҫывӑрман! — хытӑ, тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ вӑл, кӑшкӑрса ячӗ те, хӑй сассине хӑй илтсе… вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Куҫсем кӑтрашка тӑрӑллӑ вӑрман ҫине, ҫырма хӗррипе хӑпаракан шурӑ тӗтре ҫине хӗпӗртесе пӑхрӗҫ, хӑлхасем, вӑрманти кашни сас-чӗвве хӑйпе майлӑ илтсе, ман умра каллех юмахри евӗрлӗ тӗнче ҫуратрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Паҫӑртанпах эпӗ пуҫ тӑрринче темскер сӑрлатнӑ сасӑ илтсе выртрӑм, кашта синче шурӑ япаласем ҫакӑнса тӑнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл, урапа сассине илтсе, пирӗн ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ун сассине илтсе, вилтӑпри ҫине ватӑ амӑшӗ килет ун хыҫӗнче — мӗнпур ял халӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ алӑка урнӑ пек шакканине илтсе тухнӑ кӳршӗ хваттерти ҫынсем ман ҫине хускалмасӑр, тӗлӗнсе пӑхса тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ача сассине илтсе пӳртрен чупса тухнӑ Тимахван мучи Караҫӑма хӑлхаран ҫӑтӑр пӑрчӗ: «Аҫу-аннӳ ачи пулман пуль эс!» — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Типӗ курӑк кӑштӑртатнӑ сасса илтсе Герасим Федотович пуҫне ҫӗклерӗ: ҫыран хӗррине Тимахван мучи ҫитсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, ачасем шиклӗн кӑшкӑрнине илтсе вӗсем патне чупса пынӑскер, Караҫӑм алӑран пӑрахнӑ урхалӑха йӑпӑр-япӑр ҫавӑрса тытса ӗне пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ, унӑн хӑлхине шыв кӗме памарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хурӑн шӑпӑрпа тимлесех ҫулҫӑ шӑлаканскер анне такампа калаҫнине илтсе пуҫа ҫӗклерӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Юрлакансен сассине илтсе, Укаслу чунӗ кӳтрӗ, макӑрасси килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вшик! — илтсе юлчӗ вӑл кӑвак ҫӗмрен сассине.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ывӑлӗн сассине илтсе чупса пырать те хӑй, пӑхать — Юман тӑнне те ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑранасса вара алкумӗнче тӗпӗртетнине илтсе вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирхине Савантер урамра ытла хытӑ шавланине илтсе вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун сассине илтсе, ытти кашкӑрсем те ула пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех