Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вите сăмах пирĕн базăра пур.
вите (тĕпĕ: вите) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан хапха ҫине сикрӗ, вите патне чупса пычӗ, чикмек тӑрӑх хӑпарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей аллинче ҫунакан улӑмпа вите еннелле утса кайрӗ, алӑкне уҫма ӗлкӗрчӗ кӑна — лерен тем пысӑкӑш кашкӑр вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чикан ҫавӑнтах вите алӑкӗ патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сергей, эс вите ҫумне таянтарнӑ чикмек ҫине улӑхса тӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей кӗҫех вите умне пӗр ҫӗклем ыраш улӑмӗ килсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей вите патне пычӗ, итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вите, тӗреклӗ пулин те, халь-халь йӑтӑнса анас пек кисренет.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑвай юписемпе хӑмисене ҫӗр ҫине мар, аяла пӗрене татӑкӗсем хурса купаланӑ, икӗ ҫӗртен пралукпа ҫавӑрттарса илсе, вите ҫумне шпиль пӑтапа ҫапса ҫирӗплетсе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей ывӑлӗпе тек калаҫса тӑмарӗ, никӗс ҫумӗнчи тӑпрана пӗр кӗреҫе чавса илчӗ те вите еннелле утса кайрӗ, ывӑлӗ те ҫаплах турӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ вите (пӗрне саман кирпӗчрен тунӑ).

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт хыҫӗнче кивӗ улӑм витнӗ пӗчӗк кӑна вите, алӑкӗ хӑрах тӑпси ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫатан сарай.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан, кунӗпе ӗҫлесе тӗрлӗ ҫӗре чупса ывӑннӑскер, вите айккинче шӑналӑк карри еннелле пӑхкалатчӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра урам енчи кӗҫӗн алӑк шалтлатса уҫӑлса хупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Катӑк пулмастӑн, катӑк пулмастӑн, — вите патӗнчен пӑрӑнчӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн тӑватӑр-ха эсир, чӳкрен юлнӑ каччӑсем? — вите алӑкӗнченех пырса пӑхрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан эрлекне пусарса самаях лӑпланнӑччӗ ӗнтӗ, хӑйӗн пекех кӳреннӗ тепӗр тарҫӑпа вите тасататчӗ, кӗтмен ҫӗртен картишне хуҫа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь унӑн пӗр кӗтӳ лаша пӑхнисер пуҫне хӑмӑт-пӑяв юсамалла, темиҫе вите тислӗкне тасатмалла, утӑ ҫулмалла, вутӑ татса ҫурмалла, картиш шӑлмалла, тем те пӗр тумалла.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чурасене хупса усрамалли тем пысӑкӑш нӳхреп е хӑйӗн йышлӑ урхамахӗсене питӗрсе тытмалли вите?

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарҫӑсем каланӑ тӑрӑх, вите урайӗсене те хӑма сарнӑ, нӳхрепсене чул купаласа тунӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чус витнӗ выльӑх карти, вите, кӗлет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вите пуҫӗнче ҫул шучӗ: 1959 е 1960.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех