Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вите сăмах пирĕн базăра пур.
вите (тĕпĕ: вите) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ лар ҫакӑнта, ниҫта та ан кай, — терӗ мана Шӗшлӗ; вите умне ҫавӑтса пычӗ те ҫӗрех лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сасартӑк вите алӑкне такам уҫса ячӗ те, лаша кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан хамӑр ҫинчен йӑлт Кала-кала патӑмӑр, Вара эпӗр пураннӑ Вите патне кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Вилесене ҫавӑнтах — Вите умне пытарчӗҫ, Пирӗн хурлӑ пурнӑҫа Татах пӑрса хытарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫӑва ҫывхарнӑҫем ачасен утӑмӗ хулленленсе-хулленленсе пычӗ те, вите ик-виҫӗ чалӑш юлсан чарӑннӑччӗ вӗсем — лаша кӗҫенсе ячӗ.

Чем ближе подходили дети к кладбищу, тем медленнее становились их шаги. Когда до сторожки оставалось две-три сажени, они остановились, прислушались. И в это время раздалось слабое ржанье.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан вите палӑра пуҫларӗ.

Потом и сторожка.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вите тӑвас пирки кӑшт тӑхтама лекет, тен, ӑна тума кирлӗ те мар.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрле чӗлӗм чӗртме те вите е кӗлет умне тарҫӑсем патне тухас пулать.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каярахпа уйрӑм хушма хуҫалӑх (ЛПХ) мелӗпе килте вите туса лартса сысна ӗрчетме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Грант укҫипе 100 пуҫа яхӑн вырнаҫакан вите тӗпрен юсаса ҫӗклесе лартрӑмӑр»,- тет Алексей Геннадьевич.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Вите хуралҫи ун чухне акӑ манпа юнашар ларакан Яхуте пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урса кайнӑ вут юнашарах алхасрӗ ӗнтӗ, вите тӑрри лӑштӑр-р ишӗлсе анчӗ, тӗтӗмпе чыхӑнма пуҫланӑ мӑрса вара ҫунакан вӗрлӗксем урлӑ сике-сике каҫса урамалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнесене утӑ пама вите тӑррине уҫса кӗнӗ, шывне те вите тӑрринченех парса ӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

— Тӗкӗрҫӗ ӗҫӗ вӑл лаша хырчӑкласси, вите тасатасси тата… тата ҫапӑҫасси!

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп пӗр ҫӗрте пысӑк ҫӑрттан пуррине пӗлеп, — вите ҫинчен ҫӗрелле анчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тул ҫутӑлнӑ ҫӗре Ятламас килне ҫитсе вите тӑрринчи утӑ ҫине хӑпарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл пырса кӗнӗ чухне Пикпав килӗнчи виҫӗ арҫын — ватти хӑй, вӑталӑххи тата кӗҫӗнни — вите умӗнче ӑйӑр тавра ҫаврӑнкаласа, савӑнӑҫне ниҫта хураймасӑр утса-чупса ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет никампа калаҫмасӑр тӳрех вите еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун ыйхине татасшӑн пулнӑ пекех, пит ҫинче вӗҫӗмсӗр хурт-кӑпшанкӑ чупрӗ, вите кӗтессинче шӑши кайӑк тем кӑтӑртаттарчӗ, часах тата картишӗнче витре-чӳлмек сасси илтӗнсе кайрӗ — Пинеҫ ӗне сума тухрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех