Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

атӑ сăмах пирĕн базăра пур.
атӑ (тĕпĕ: атӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑлавара – атӑ ӑшне, ҫиелти тумтире шӑлавар ӑшне лайӑх чикмелле.

Куҫарса пулӑш

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Килтен тухса кайнӑ чухне тӗксӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ спорт шӑлаварӗ, тӗксӗм симӗс атӑ тӑхӑннӑ.

Уходя из дома был одет в темно-синюю куртку, темно-синие спортивные штаны, темно-зеленые сапоги.

Апаш арҫынни ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33769.html

Вӑл ҫийӗнчех атӑ кунчинчен ҫивӗч кинжалне туртса кӑларчӗ те мӑйӗнчен ҫаклатнӑ вӗрене ҫавӑнтах касса татрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуҫне вӑл тӳпеттей тӑхӑннӑ, йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ вӑрӑм халачӗ ҫинчен, темиҫе хут ҫавӑрса, пусма пиҫиххи ҫыхнӑ, урине хӗрлӗ сӑран атӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мулла алкумӗнче сарӑ сӑран атӑ ҫинчен тӑхӑннӑ калушне хыврӗ, пӳрте васкамасӑр кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан гимнастеркӑпа шӑлавар, атӑ тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атӑ тасатрӗ, тӳмесем ҫутатрӗ, ӗҫмелли-ҫимелли ҫӗклерӗ, урай ҫурӗ…

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫинче ҫутӑ сенкер куҫлӑ, урисене вӗр-ҫӗнӗ сӑран атӑ, пуҫне ула кепка тӑхӑннӑ йӗкӗт ларать.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шакла пуҫне укапа тӗрленӗ тӳпеттей, ҫине шалпар шурӑ кӗпепе хура шӑлавар, урине сарӑ атӑ тӑхӑннӑ мулла, пӗчӗк ҫеҫ шап-шурӑ сухалне сӑтӑркаласа: — Эй, алла… Эй, алла писмилля, — тесе мӑкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепри вӑтам пӳллӗ, ҫине кивелме пуҫланӑ хура костюм, уринче — пылчӑкпа вараланнӑ кивӗ сӑран атӑ, пуҫне кӑшӑллӑ хура карттус тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуҫне ҫар карттусӗ, ҫине китель, галифе шӑлавар, урисене ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатакан атӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗвӗпе лутрарах пулнӑран-тӑр, Воротынский чӗвен тӑнӑ пек ялан атӑ кӗли ҫине ҫӗклене-ҫӗклене илет.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла иккен, — терӗ вӑл нухайӗпе атӑ кунчине ҫапма чарӑнмасӑр — Курман, илтмен, пӗлместпӗр.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Фуфайка, ҫӗлӗк тата пысӑк атӑ, тӑхӑннӑскер, сӗлкӗшленнӗ ҫулпа пыракан лавсем хыҫӗнчен вӑраххӑн утрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Шӑрӑхне пӑхмасӑрах вӑл сукна гимнастерка, йывӑр сӑран атӑ тӑхӑннӑ, хул пуҫҫи урлӑ кирза сумка ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Ун ҫийӗнче хӗрлӗ пурҫӑн кӗпе, уринче йӑлтӑртатса тӑракан атӑ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чышать, атӑ пуҫӗпе тапать, ҫӳҫрен ярса илсе лӑскать, ҫӗре ҫапа-ҫапа ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атӑ кӗлине туйса, лаша пуҫне каҫӑртрӗ, йӑмрасем айӗпе тапӑлтатса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл хӗрлӗ кӗпе, атӑ тӑхӑннӑ, ахӑртнех, ҫӗнӗ тумӗпе мухтанса саркаланать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тимӗрҫӗ ҫавна курса: — Может быть, хутаҫ ҫул ҫинче кирлӗ пулать, илсех каяс, — терӗ, вара манран хутаҫа илчӗ те ӑна атӑ кунчи ӑшне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех