Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

атӑ сăмах пирĕн базăра пур.
атӑ (тĕпĕ: атӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таранов кивӗрех фуфайка, атӑ, карттус, кил хуҫи тупса панӑскерсене, тӑхӑнчӗ те аллине шӑпӑр тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

3 мӑшӑр атӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704

Атӑ кунчинчен хут кӑларса алла кӑранташ тытиччен эпӗ кунта нумайччен хускалмасӑр лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

…Яла кӗрсен, ӑна, вӑрӑм кунчаллӑ сӑран атӑ, ҫӗнех мар хура шӑлавар тата хӗвелпе чылаях тӗссӗрлене пуҫланӑ хӑмӑр тӗслӗ ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ ҫынна, никам та палламарӗ пулас — хирӗҫ пулакансем пӗри те чӗнни пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эпӗ вара, аттепе пиччене вӑратас мар тесе, ерипен атӑ тӑхӑнса ятӑм та чикмек тӑрӑх ҫӗре антӑм, картиш варрине тухса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫӗлӗк, фуфайка, атӑ тӑхӑннӑскер аллине михӗ тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мучи атӑ, фуфайка тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кабинӑран комбинезон ҫаннипе тарланӑ ҫамкине шӑлкаласа Кирик сиксе анчӗ, атӑ тӑхӑннӑ урисемпе кустӑрмасене тапа-тапа пӑхнӑ хыҫҫӑн мотор таврашӗнче тем чакаланчӗ, таса татӑкпа фарӑсене сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Састӑп хысакӗ ҫине пуснӑ чух тулли ура тунисем резина атӑ кунчине ҫурса кӑларасла карӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна валли Виссарион Игнатьевич фуфайка, атӑ, шӑлавар тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна, кивӗрех фуфайкӑпа резина атӑ тӑхӑннӑскерне, симӗс тутӑр ҫыхнӑскерне Герасим Федотович Севет инке тесе саламлама хатӗрленнӗччӗ, анчах тинкеререх пӑхрӗ те чӗлхе вӗҫне килнӗ сӑмахсене каялла ҫӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Атӑ тӑхӑннӑ Аркаш ӑна-кӑна пӑхса тӑмасть, кӳршӗ облаҫе мӗнле кайса килни ҫинчен каласа кӑтартаканскер сулмаклӑн патлаттарса утӑмлать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кивӗрех фуфайкӑпа резина атӑ тӑхӑннӑскер тӗпрен касса янӑ йывӑҫ пекех тайкаланать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫапла, кӗмсӗртеттерсех ҫитсе кӗчӗ темелле: ара, кирза атӑ тӑхӑннӑҫке вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Уринче крем сӗрсе ҫутатнӑ атӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Часах ҫакскерсем ҫӳпҫерен юхтӑ атӑ, темиҫе камсул тата тем тӗрлӗ кӗмӗл япаласем туртса кӑлара пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уринче — атӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урисенче — атӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урисенче — юхтӑ атӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗмӗ хура пиртен, уринче хӗрлӗ тӗслӗ юхтӑ атӑ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех