Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнса (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна та асӑнса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Уйрӑмах пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче пирӗн республика хастар ӗҫленине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ Михаил Степанов.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Тӑван ҫӗршыва сутни, коррупци, взятка, чунсӑрлӑх, ҫынна вӗлерни, пусмӑрлани, ҫаратни, вӑрлани, улталани, тӳрккеслӗх, путсӗрлӗх, аскӑнлӑх, мӑнкӑмӑллӑх, тирпейсӗрлӗх, хуҫасӑрлӑх, сӳрӗклӗх, тӗттӗмлӗх… — э-эй, ӑҫтан асӑнса пӗтерӗн ку Сатана Дьявол ҫуратса, вӗрсе-сурса, ҫулласа-тачкалатсах тӑракан «ҫӑпансен» ячӗсене?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Эпӗ, сулахай хулран ҫӳхе плащ хуҫлатса уртса, вилнисене асӑнса сумлама ӗҫмелли-ҫимеллисем хунӑ пакета ал вӗҫҫӗн тытса, ҫӑлкаланса, автобус салонӗнчен ҫул хӗррине, йывӑҫсӑр уҫӑ вырӑна, тухса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулта вырӑнти паллӑ спортсменсене — В.Филимонова, А.Курчина, А.Турхана, В.Ласточкина асӑнса чӑваш наци кӗрешӗвӗ тата ирӗклӗ майпа кӗрешессипе уҫӑ турнир иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешсене асӑнса // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗренӳпе консультаци пунктне уҫнӑ, облаҫри культура министерстви ҫумӗнче чӑваш культурин центрне йӗркеленӗ, XIX ӗмӗрте И.Яковлев тутарнӑ хулари православи чиркӗвне хута янӑ, чӑвашсен наци-культура автономине туса хунӑ, Кивӗ Эйпеҫре А.Рекеева асӑнса палӑк лартнӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Анчах эпӗ мана чун-чӗререн ӗненекенсене, йӑлӑнса пулӑшу ыйтакансене, кирек мӗнле ӗҫе те мана асӑнса пуҫӑнакана, апата мана пуҫҫапса ларакана, вырӑн ҫине ман ятпа выртакана, савӑнӑҫра та, хурлӑхра та мана ӑшра тытса усракана ҫеҫ пулӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӳлти-аялтине асӑнса, шартах ҫурӑлса кайрӗ вӑл, хӑштик-хӑштик сывлакаласа вырткаласан, ыратни сӗвӗрӗлсен тин йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татӑлсах йӗчӗ Ула Тимӗр арӑмне юлашки ҫула ӑсатнӑ май, пӗтӗм халӑх умӗнче: «Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Полина… Пӗлетӗп: эпӗ те айӑплӑ сан умра. Каҫар. Уйӑхпа хӗвел умӗнче тупа тӑватӑп: сана эпӗ юлашки сывлӑш тухичченех чӗрере упраса, яланах асӑнса пурӑнӑп… Санӑн яту, санӑн сӑнару яланах манӑн пурнӑҫ ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатса тӑракан ҫӑлтӑр пек пулӗ. Ҫӗр ҫыртса калатӑп: урӑх нихӑҫан та никампа та ҫемье ҫавӑрмӑп…», — тесе чунлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук, Полина, паян, сана асӑнса, алла эрех черкки тытмастӑпах.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак, ҫитсен, ӑна, ӑшаласа-шаритлесе, хӗрӳпе, кӗрӗвӳпе, мӑнукӑмӑрсемпе, сӑвап ҫурти ҫутса, сан ятпа, сана асӑнса, сана кӗрекене чӗнсе, сан кӑмӑлна кӳнехтерсех ҫийӗпӗр-ха…».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уйрӑмах манӑн токарьсен участокӗнчи Ревлен Петрович сменине асӑнса хӑварас килет.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Асӑну аллейинче Питӗрти чӑваш хастарӗсем ентешсене асӑнса стелла вырнаҫтарасшӑн.

На аллее памяти петербургские чувашские активисты хотят разместить памятную стеллу о земляках.

Чӑваш салтакӗсене асӑнса Питӗрте стелла вырнаҫтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34357.html

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ.

В память о солдатах, проявивших мужество во время Великой Отечественной войны, на левом берегу реки Невы была заложена Аллея памяти.

Чӑваш салтакӗсене асӑнса Питӗрте стелла вырнаҫтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34357.html

Вӗсен йӑхне тӑсакан ывӑл-хӗр ҫитме пултаракан сӑваплӑ вырӑн - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнса ял варринче лартнӑ палӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ Сергей Новикова асӑнса аллея тума йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса шӑп тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аса илӳсенче – Афган вӑрҫи // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%b0%d1%8 ... %ab%d0%b8/

РФ Президенчӗ ҫапӑҫу хирӗнче вилнӗ салтаксемпе мирлӗ ҫынсене, карательсен аллинчен пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Сергей ҫинчен сӑмах май ҫеҫ, кайран-кайран, хваттерте пӗрле пурӑннӑ чухне Иван Ахах ҫинчен каласа кӑтартнӑ хыпарсем ҫуммӗн ҫеҫ асӑнса пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Пулӑ тытма кӑмӑлланӑ Р.В.Соловьева асӑнса Таяпа Энтри ялӗ ҫумӗнчи пӗвере округсем хушшинчи 16-мӗш турнир иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑртура — пулӑҫсем // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/a%d0%bca%d1 ... %b5%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех