Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнса (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савӑнӑҫлӑ пай хыҫҫӑн вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ, палӑк умне чӗрӗ чечексем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсем ӗмӗр асра // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b2a%d1 ... %80%d0%b0/

Татах та йышлӑ ун пеккисем, пӗтӗмӗшне асӑнса та пӗтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Унашкал ҫынсем сахал мар пулнӑран ячӗсене асӑнса тӑмӑп.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

2022 ҫулта реабилитаци тухнӑ 22 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнине те асӑнса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотикпе кӗрешмелли комисси ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60451

Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 78 ҫул тултарнине халалласа тата «Канаш» хаҫатра вӑтӑр ҫул ӗҫленӗ Александр Владимиров журналиста асӑнса ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эстафета спортсменсен пысӑк йышне пуҫтарчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8d%d1% ... 83c%d1%82/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса пур регионта та йывӑҫсем лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне вӑранать, тӗрлӗ ӗҫ хушӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60606

Пирӗн республикӑра пуҫласа ӗҫ паттӑрӗсене асӑнса мемориал уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне йӗркелени, кӗнекесем пичетлеме пуҫлани, чӑваш ачисем валли шкулсем уҫни халӑх кун-ҫулӗнче питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пирки асӑнса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи ячӗпе – пӗр пулар! // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://kanashen.ru/2023/04/28/%d1%87a%d0 ... %b0%d1%80/

Ҫакӑн пек мероприятисене вӑл 5-мӗш класранпах хутшӑнать те, конкурс-фестивальсенче ҫӗнсе илнӗ грамотӑсемпе дипломсене, сертификатсене пурне асӑнса та пӗтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫырмасан, кайран хама хам айӑпласран хӑрарӑм, эсӗ ӗмӗрех мана киревсӗр ҫын тесе асӑнса пурӑнасран шиклентӗм…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл куҫа шартакан кӑнтӑр хӗвелне, ҫӗрмамӑк хирӗсене тата март уйӑхӗнчех ҫеҫке ҫуракан урюк йывӑҫҫисене, — вӗсем ҫине пиншер шур лӗпӗш ларса тухнӑ тейӗн ҫав! — асӑнса мухтанать, иҫӗм ҫырли сачӗсем ҫинчен калать…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Пирӗн халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫинчен «Доброе утро» кӑларӑмра асӑнса хӑварнӑ.

О празднике нашего народа упомянули в выпуске «Доброе утро».

Пӗрремӗш канал Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34864.html

Иван Яковлев ҫуралнӑ ялӗнче те, Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки салинче, Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре асӑнса митинг йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Михаил Юрьевӑн «Чӑваш писателӗсем» ятлӑ библиографилле справочникне те асӑнса хӑварас пулать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Прозӑллӑ произведенисен тематики сарӑлса пынине те асӑнса хӑварас килет.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Светлана Каликова Иван Яковлев халалне пысӑка хурса хакланӑ май вӑл чӑвашсемшӗн ҫеҫ мар, ытти наци ҫыннисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑнса хӑварнӑ.

Светлана Каликова, высоко оценивая завещание Ивана Яковлева, упомянула о его важности не только для чувашей, но и для других национальностей.

Иван Яковлева асӑнса митинга пухӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34857.html

Паллах, вӗренекенсемпе ӗҫтешсем те асӑнса тав тӑваҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин Калайкасси шкулӗнче чӑваш йӑли-йӗркине ачарнах тытса пымаллине асӑнса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

8-9-мӗш классенче пӗлӳ пухакансем вара вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк таврашне тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех