Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 17. Аарона кала: сан йӑхӑнтан тухнӑ ҫыннӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче пӗр-пӗр кӑлтӑк пулсассӑн, ун пек ҫыннӑн нихӑшӗн те нихӑҫан та хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 18. ӳт-пӗвӗ ҫинче камӑн кӑлтӑк пур, ҫавӑн пек ҫын никам та пыма тивӗҫлӗ мар: суккӑрри те, уксаххи те, чӑлаххи те, 19. ури хуҫӑлса е алли хуҫӑлса аманни те, 20. асат хуҫни те, хӑрнӑ шӑмӑлли те, куҫне шурӑ илни те, кӗсен-ҫӑпанли те, кукшалли те, сиенленнӗ ҫӑмарталли те; 21. Аарон священник йӑхӗнчен тухнӑ ҫын, унӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑлтӑк пулсассӑн, пӗри те Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла мар; ун ҫинче [кӑлтӑк] пур, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 22. унӑн аслӑ сӑваплӑ парнесенчен, сӑваплӑ парнесенчен хӑйӗн Туррийӗн ҫӑкӑрне ҫиме юрать, 23. анчах унӑн чаршав патне пымалла мар, парне вырӑнӗ патне те ҫывӑхармалла мар, мӗншӗн тесессӗн ун ҫинче кӑлтӑк пур: Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма унӑн хисепрен кӑлармалла мар: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑвӑра ҫавӑн евӗрлипе нимӗнпе те ан ирсӗрлентерӗр, Эпӗ халӗ сирӗн патӑртан хӑваласа яракан халӑхсем хӑйсене ҫавӑн евӗрлипе ирсӗрлентерсе пӗтерчӗҫ; 25. ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ, Эпӗ унӑн йӗркесӗрлӗхӗ ҫине пӑхрӑм та, ҫӗр хӑй ҫинче пурӑнакансене хӑй ҫийӗнчен сирсе ывӑтрӗ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сӑваплӑ вырӑна ҫылӑхшӑн кӳнӗ пӑрупа ҫылӑхшӑн кӳнӗ качака такин юнӗпе тасатнӑ хыҫҫӑн вӗсен тирӗсене, вӗсен ашне, вӗсен тасамарлӑхне тапӑр тулашне илсе тухчӑр та вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яччӑр; 28. вӗсене ҫунтарса яракан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫумалла, ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тапӑра кӗме пултарать.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫын хӑйӗнчен юхса тухнине пула тасамарланни ҫинчен калакан [саккун] акӑ ҫакӑ: унӑн ӳтӗнчен юхса тухаканни юхать пулсассӑн е ҫав юхаканни ӳтӗнче чарӑнса-тытӑнса тӑрать пулсассӑн, ҫакӑ унӑн тасамарлӑхӗ пулать; 4. ҫавӑн пек ҫын выртнӑ кирек мӗнле вырӑн та таса мар; кирек мӗнле япала та, ун ҫине [вӑрлӑхӗ юхакан ҫын] ларсассӑн, таса мар; 5. кам унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 6. кам та кам ӳтӗнчен юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫине ларать, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 7. кам та кам юхтарса ҫӳрекен ҫыннӑн ӳтне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 8. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын таса ҫын ҫине сурсассӑн, таса пулнӑ ҫыннин тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 9. кирек мӗнле лав та, ун ҫинче юхтарса ҫӳрекен ҫын ларса пынӑ пулсассӑн, [каҫченех] таса мар [пулӗ]; 10. ҫав чирлӗ ҫын айӗнче пулнӑ пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; ҫав япалана ҫӗклесе каякан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 11. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын, аллине шывпа ҫумасӑр кама та пулин сӗртӗнсессӗн, ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 12. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын тӑм савӑта сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫӗмӗрмелле, йывӑҫ савӑт-сапана кирек хӑшне те шывпа ҫумалла, [вара таса пулӗ].
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Чирӗ чулсене хайӑрса кӑларса, пӳрте хырса тухса ҫӗнӗрен шӑлнӑ хыҫҫӑн та палӑрать, ҫеҫкеленсе тӑрать пулсассӑн, 44. священник пырса пӑхӗ те, эхер те пӳрт ҫинчи чир сарӑлнӑ пулсассӑн, апла ку — ҫиекен тилҫе, вӑл пӳрт таса мар; 45. ҫав пӳрте ҫӗмӗрмелле, унӑн чулӗсене, йывӑҫне, ӑна шӑлнӑ мӗнпур тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкмалла; 46. пӳрт питӗрӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра унта кам та кам кӗрет, ҫавӑ каҫченех таса мар; 47. кам ҫав пӳртре ҫывӑрать, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ]; кам ҫав пӳртре апат ҫиет, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ].
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӳртре мӗн пурри пурте таса мар пулса ан тӑтӑр тесе, священник чир пӑхма кӗриччен малтан ҫав пӳрте пушатма хушӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн священник пӳрт пӑхма пырӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫавӑн пек савӑтри шыв ҫимелли ҫимӗҫе тивес пулсассӑн, кирек мӗнле апат та [сирӗншӗн] таса мар пулӗ, ҫавӑн пек савӑтри ӗҫмелли кирек мӗнле шӗвек те таса мар пулӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Аарон Моисее каланӑ: акӑ вӗсем паян Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хӑйсенӗн ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳчӗҫ, маншӑн ҫавӑн пек килсе тухрӗ; ӗнтӗ эпӗ паян ҫылӑхшӑн кӳнӗ парнене ҫиес пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫамӑра юрӑхлӑ пулӗ-ши? тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 29. Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать; 30. унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла; 31. ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ; 32. хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр: 33. канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать; 34. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ефод ҫийӗнчен ҫыхмалли пиҫиххие те ҫавӑн пекех ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енӗ валли ҫавӑн пек пӑрӑссем ҫирӗм тунӑ, 24. ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ чӗмек валли икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ чӗмек валли икӗ тӗп тунӑ; 25. кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енӗ валли те, ҫурҫӗр енӗ валли, ҫирӗм пӑрӑс, 26. хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ тӗп; 27. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс тунӑ, 28. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗ валли икӗ пӑрӑс тунӑ; 29. вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ: вӗсене иккӗшне те икӗ кӗтесе ҫапла туса лартнӑ; 30. ҫапла сакӑр пӑрӑс, вунултӑ кӗмӗл тӗп пулнӑ, кашни пӑрӑс айне икшер тӗп.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унтан кӗлӗ чатӑрне витмешкӗн качака ҫӑмӗнчен вителӗксем тунӑ: ҫавӑн пек вунпӗр вителӗк тунӑ; 15. вителӗкӗн тӑршшӗ вӑтӑр чике, вителӗкӗн сарлакӑшӗ тӑватӑ чике: вунпӗр вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пулнӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: ырӑ шӑршӑлӑх: стакти, оних, тутлӑ шӑршӑллӑ халван тата таса ливан ил, пурне те пӗр пек ил, 35. ҫавсенчен вара, сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе, ӑвнӑ, тасатнӑ, тӗтӗрмелли сӑваплӑ хутӑш ту, 36. ӑна тӳсе вӗтет те пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ сана курӑнакан ҫӗре, хур: ку сирӗншӗн аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ; 37. ҫавӑн пек хутӑштарса хӑвӑр валли тӗтӗрмелли ан тӑвӑр: санӑн вӑл Ҫӳлхуҫа валли сӑваплӑ япала пултӑр; 38. кам та пулин ҫавӑн пек тӗтӗрмелли тусассӑн, [ҫав чуна] хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Израиль ывӑлӗсене кала: ку Манӑн сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ пулӗ, те; 32. ӑна ытти ҫынсен ӳтне сӗрме юрамасть, ӑна тунӑ хутӑшран [хӑвӑр валли] ун пек ҫу ан тӑвӑр; вӑл — сӑваплӑ япала: сирӗншӗн вӑл сӑваплӑ япала пулмалла; 33. эхер те кам та пулин ҫавӑн пек ҫу тӑвать е кам та пулин унпа урӑх ҫынна сӗрет, ҫавна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, те, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса-ҫыхса вӑчӑрасем ту; 23. кӑкӑрлӑх валли тата ылтӑнран икӗ ункӑ ту, икӗ [ылтӑн] ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса ларт; 24. ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ икӗ вӑчӑрана кӑкӑрлӑхӑн [икӗ] вӗҫӗнчи икӗ ункине тир, 25. икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтар та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енӗнчен ҫыхӑнтар; 26. тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та кӑкӑрлӑхӑн аялти икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтар; 27. ҫавӑн пекех тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та вӗсене ефодӑн икӗ енне, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех ҫирӗплетсе хур; 28. кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, кӑкӑрлӑха ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтармалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ефод ҫийӗнчен ҫыхакан пиҫиххие те ҫавӑн пекех [таса] ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн пекех ҫурҫӗр енче те — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑ; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем [тата вӗсен тӗпӗсем] кӗмӗл пулччӑр.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑна, шалта хӑвӑл хӑварса, хӑмаран ту: сана ту ҫинче епле кӑтартнӑ, [ӑна] ҫавӑн пек туччӑр.8. Сделай его пустой внутри, досчатый: как показано тебе на горе, так пусть сделают [его].
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗксене качака ҫӑмӗнчен ту; ҫавӑн пек вунпӗр вителӗк ту; 8. пӗр вителӗкӗн тӑршшӗ вӑтӑр чике, сарлакӑшӗ тӑватӑ чике; ку — пӗр вителӗк: вунпӗр вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пултӑр.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗрремӗш вителӗк хӗррине, икӗ тӑрӑхне сыпӑнтарса тӑракан вӗҫне, сенкер йӑлӑ туса тух; икӗ тӑрӑхне сыпӑнтаракан юлашки вителӗк хӗррине те ҫавӑн пекех ту; 5. пӗр вителӗк ҫумне аллӑ йӑлӑ ту, тепӗринпе сыпӑнса тӑракан вителӗк хӗррине те аллӑ йӑлӑ ту; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пултӑр; 6. тата аллӑ ылтӑн каптӑрма ту та пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хур, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑрӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.