Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышши сăмах пирĕн базăра пур.
йышши (тĕпĕ: йышши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Кун йышши мероприяти пирӗн патра иртнин логики пур.

Куҫарса пулӑш

Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21

Анчах та ҫӗнӗ йышши коммуникаци хатӗрӗсенче пирӗн тӑван чӗлхе ҫукпа пӗрех.

Но вот в новой группе средств коммуникации родного языка всё равно что нет.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Ӗҫекен ҫын хальхи саманара конкурентлӑ пулма пултараймасть, эрех-сӑра вара питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ «сывлӑх», «ӑнӑҫлӑ карьера», «ҫемье телейӗ», «ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ», «пултарулӑха тӳрре кӑларни» йышши ӑнлавсемпе пачах та килӗшсе тӑмасть.

Пьющий человек неконкурентоспособен в современном мире, а алкоголь несовместим с такими важнейшими жизненными аспектами, как «здоровье», «успешная карьера», «семейное счастье», «материальное благополучие», «самореализация».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Кивелнӗ тавар туса кӑларни тупӑшлӑ пулма пултарайман тата ҫӗнӗ йышши таварсене кӑлармасӑр тӑма май ҫук условисем йӗркеленеҫҫӗ.

Создаются условия, когда производить устаревшую продукцию и не осваивать новую становится просто невыгодно.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

ВСМ-2 йышши магистральсем тунӑ ҫӗрте пысӑк технологи майӗсемпе усӑ курма палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Чӑваш Енре тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑн та килӗштерсе пурӑнас енӗпе, чӗлхесене, йӑла-йӗркене тата хӑйне евӗрлӗ наци мешехисене сыхласа упрас тӗлӗшпе сайра йышши паха опыт йӗркеленнӗ.

В Чувашии сложился уникальный опыт дружбы и сотрудничества народов, бережного отношения к языкам, национальным обычаям и традициям.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

— Мониторинг ирттернӗ лавккасенче республикӑри тӗрлӗ предприяти хатӗрлекен мӗнпур йышши апат-ҫимӗҫ, пылак ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, ял ӗҫченӗсем ҫитӗнтерекен пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми, ӗҫмелли шыв, эрех-сӑра, ытти тавар ҫителӗклӗ пуррине хамӑр куҫпа курса ӗнентӗмӗр, — терӗ ял хуҫалӑх министрӗ рейда пӗтӗмлетсе.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

– 2014 ҫулта 15,4 пин тӑваткал метртан кая мар пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумалла, ҫав шутра 70 проценчӗ – «эконом - класс» йышши ҫуртсем.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ястребовпа Анемподист Никодимович йышши ҫынсен ҫыхӑнӑвӗ-хутшӑнӑвне «туслӑх» тесе мораль принципӗсене уяман ҫын ҫеҫ калама пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Анчах та шанчӑклӑ «компас» кашни ҫамрӑкӑн аллинех лекет-и-ха: кусем Юдинпа Мешалкин йышши аслӑ вӗрентекенсем енне туртӑнаҫҫӗ, вӗсен ӑш пиллӗхне кура пысӑк ӗмӗтпе туслашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Хӑмла ҫитӗнтерме предприятинче хальхи йышши тӗрлӗ техникӑсем - хӑмла татакан виҫӗ комбайн, Чехинче туса кӑларнӑ хӑмла типӗтмелли икӗ сушилка, хӑмлана гранулӑмалли тата пресламалли агрегатсем, пысӑк склад, машинӑпа трактор паркӗ пур, вӗсенчен те хаклисем вара - хӑмла ҫитӗнтерме пултаракан кадрсем.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Кунти пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем аван шӑтса тухнӑ, куккуруса та 50 гектар ҫинче акса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Вӗсене пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсемпе пахча ҫимӗҫ мӗнле шӑтса тухни кӑсӑклантарчӗ, ҫав вӑхӑтрах нумай ҫул ӳсекен курӑксене те тӗрӗслерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Унччен эпӗ ватӑ ҫынсенчен те ҫапла каланине илтмен: «унӑн йывӑр инсульт, ҫавӑнпа сапланса утать»; «ҫав ҫынсен юн пусӑмӗ пӗрре ҫӳлелле хӑпарать, тепре анать»; «шӑммисем ҫийӗнеҫҫӗ, йывӑр формӑллӑ артроз»; «пурнӑҫ тӑршшӗпе ятарлӑ эмел ӗҫме тивет, йывӑр йышши анеми чирӗ»; «кашни уйӑхра 4 000 тенкӗлӗх сипленме тивет».

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗн Ҫенӗ Упи тӗп шкулӗнче тата Хурӑнвар Шӑхаль вӑтам шкулӗнче ӗҫлекен Ярухина Людмила Александровна тата Сандиярова Галина Николаевна хӑйсен ӗҫӗнче усӑ куракан ҫӗнӗ йышши вӗренӳ меслечӗсемпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Паян механизаторсем юсав ӗҫӗнче ҫӗнӗ йышши инструментсемпе усӑ кураҫҫӗ пулин те тимӗрҫӗ лаҫҫине кӗмесӗр, сӑмахран, сӳре шӑлне те тӳрлетеймеҫҫӗ тата ытти те.

Сегодня механизаторы даже если и пользуются современными инструментами при выполнении ремонтных работ, не зайдя в кузницу, не могут починить, например, зуб бороны и т.п.

Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Республика трасси ҫинчи ӗҫ-пуҫа хальхи йышши хатӗрпе сӑнаса-йӗркелесе тӑнине нимӗн те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Кӑҫал ҫын вӗлернӗ, хурахла тапӑннӑ, ҫаратнӑ йышши преступленисем чакни палӑрать, анчах пурлӑх вӑрланин, улталанин, суя укҫа сарнин тӗслӗхӗсем нумайланни куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Паллах, мӗнпур йышши хуҫалӑхра сӑвӑм шайне ӳстерме тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Тӗрлӗ йышши тата расна калӑпӑшлӑ резинӑсем сӗнетпӗр халӑха.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех