Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Самуил Саул патне пырсассӑн, Саул ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа пиллетӗр сана! эпӗ Ҫӳлхуҫа хушнине турӑм, тенӗ.

13. Когда пришел Самуил к Саулу, то Саул сказал ему: благословен ты у Господа; я исполнил слово Господа.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Самуила ҫакна пӗлтернӗ: Саул Кармил хулинче пулнӑ, вӑл унта хӑйӗн палӑкне лартнӑ, [анчах унтан ҫар урапине каялла янӑ та] хӑй Галгала аннӑ, тенӗ.

И известили Самуила, что Саул ходил на Кармил и там поставил себе памятник, [но оттуда возвратил колесницу] и сошел в Галгал.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Самуила Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 11. Эпӗ Саула патшана лартнӑшӑн ӳкӗнетӗп: вӑл Манран пӑрӑнчӗ, Манӑн сӑмаха пурӑнӑҫа килтермерӗ, тенӗ.

10. И было слово Господа к Самуилу такое: 11. жалею, что поставил Я Саула царем, ибо он отвратился от Меня и слова Моего не исполнил.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Киней ҫыннисене Саул ҫапла каланӑ: Амалик хушшинчен кайӑр эсир, уйрӑлӑр вӗсенчен, манӑн сире унпа пӗрле пӗтерсе тӑкас марччӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир Израиль халӑхӗ Египетран килнӗ чухне вӗсемшӗн ырӑ пултӑр, тенӗ.

6. И сказал Саул Кинеянам: пойдите, отделитесь, выйдите из среды Амалика, чтобы мне не погубить вас с ним, ибо вы оказали благосклонность всем Израильтянам, когда они шли из Египта.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кун пекки пулас ҫук! Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, унӑн пӗр ҫӳҫ пӗрчийӗ те ҫӗре ӳкмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл паян Турӑпа пӗрле ҫӳрерӗ, тенӗ.

Да не будет этого! Жив Господь, и волос не упадет с головы его на землю, ибо с Богом он действовал ныне.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Саул каланӑ: Турӑ мана ун пек те, кун пек те тутӑр, тата ытларах та тутӑр; Ионафан, санӑн паян вилмелле! тенӗ.

44. И сказал Саул: пусть то и то сделает мне Бог, и еще больше сделает; ты, Ионафан, должен сегодня умереть!

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ионафан ӑна ҫапла каласа панӑ: эпӗ хамӑн аллӑмри патак вӗҫӗпе кӑштах пыл астиврӗм; акӑ ӗнтӗ манӑн вилмелле, тенӗ.

И рассказал ему Ионафан и сказал: я отведал концом палки, которая в руке моей, немного меду; и вот, я должен умереть.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Саул ӗнтӗ Ионафана: кала-ха мана, эсӗ мӗн турӑн? тенӗ.

43. И сказал Саул Ионафану: расскажи мне, что сделал ты?

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӑх Саула: ун пек ан пултӑр! тенӗ.

И сказал народ Саулу: да не будет так!

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Унтан Саул ҫапла каланӑ: халӗ манпа Ионафан ывӑлӑм хушшинче шӑпа ярӑр, [Ҫӳлхуҫа кам ятне асӑнать, ҫавӑ вилтӗр, тенӗ.

42. Тогда сказал Саул: бросьте жребий между мною и между Ионафаном, сыном моим, [и кого объявит Господь, тот да умрет.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Эхер те Хӑвӑн халӑху, Израиль, айӑплӑ пулсассӑн, тасатсамччӗ ӑна, тенӗ.]

[Если же она в народе Твоем Израиле, дай ему освящение.]

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӑх ӑна: хӑвна мӗнле лайӑх пек туйӑнать, ҫавӑн пек ту, тенӗ.

И отвечал народ Саулу: делай, что хорошо в глазах твоих.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Саул вара пӗтӗм Израиль ҫыннине каланӑ: эсир пӗр енне тӑрӑр, эпир — Ионафан ывӑлӑмпа иксӗмӗр — тепӗр енне тӑрӑпӑр, тенӗ.

40. И сказал Саул всем Израильтянам: станьте вы по одну сторону, а я и сын мой Ионафан станем по другую сторону.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Вара Саул каланӑ: халӑх пуҫлӑхӗсем пурте кунта килччӗр те халӗ кам ҫылӑхлине тӗпчесе пӗлччӗр; 39. Израиле ҫӑлса хӑварнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, эхер те Ионафан ывӑлӑм ҫылӑхлӑ пулса тухсассӑн, вӑл та вилетех, тенӗ.

38. Тогда сказал Саул: пусть подойдут сюда все начальники народа и разведают и узнают, на ком грех ныне? 39. ибо, - жив Господь, спасший Израиля, - если окажется и на Ионафане, сыне моем, то и он умрет непременно.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Саул вара Турӑран ыйтнӑ: манӑн филистимсене йӗрлесе каймалла-ши? вӗсене Израиль аллине парӑн-ши? тенӗ.

37. И вопросил Саул Бога: идти ли мне в погоню за Филистимлянами? предашь ли их в руки Израиля?

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах та священник: Турӑран ыйтар, тенӗ.

Священник же сказал: приступим здесь к Богу.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑна: хӑвна мӗнле лайӑх пек туйӑнать, ҫавӑн пек ту, тенӗ.

И сказали: делай все, что хорошо в глазах твоих.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Саул каланӑ: филистимсене ҫӗрле йӗрлесе кайӑпӑр, вӗсене тул ҫутӑличчен тустарӑпӑр, пӗр чӗрӗ ҫын та хӑвармӑпӑр, тенӗ.

36. И сказал Саул: пойдем в погоню за Филистимлянами ночью и оберем их до рассвета и не оставим у них ни одного человека.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Унтан Саул каланӑ: халӑх хушшине кайӑр та калӑр: кашниех хӑйӗн вӑкӑрне, хӑйӗн сурӑхне ман патӑма илсе килтӗр те ҫакӑнта пустӑр, вара ҫийӗрех, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха ан кӗрӗр, юнпа ан ҫийӗр, тенӗ.

34. Потом сказал Саул: пройдите между народом и скажите ему: пусть каждый приводит ко мне своего вола и каждый свою овцу, и заколайте здесь и ешьте, и не грешите пред Господом, не ешьте с кровью.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул каланӑ: эсир ҫылӑха кӗтӗр; халӗ ман патӑма пысӑк чул кустарса килӗр, тенӗ.

И сказал Саул: вы согрешили; привалите ко мне теперь большой камень.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех