Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Йӗрекен Таня» тата урине татнӑ упа ҫури пирки тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсем ҫинче темиҫе ӑру ача ӳснӗ, «Подкидыш» кивӗ кино та хальхи куракансен чӗрине пырса тивет.
Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Район хысни умӗнчи парӑм 2,5 хут ӳснӗ.
Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ эпӗ.
Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Кунпа пӗрлех Алексей Маресьев юбилейӗ тӗлне вӑл ҫуралса ӳснӗ Камышин хулинчен /Волгоград облаҫӗ/ сумлӑ делегацие чӗнсе илесшӗн.
Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Вӗсенчен ытларахӑшӗнче Йӗпреҫ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан паллӑ ӑстасен ӗҫӗсене кӑтартнӑ.
Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр ҫак вӑхӑтра, 1990 ҫулта, пирӗн республикӑри физкультурӑпа спорт отрасльне Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ СССР спорт мастерӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол тата парти организацийӗсенче ӗҫлесе пиҫӗхнӗ вӑйлӑ та тӑрӑшуллӑ, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ Вячеслав Краснов ертсе пыма пуҫларӗ.
Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№
Унта чӑваш спортсменӗсенчен ылтӑн медальсене 200 тата 400 метрлӑ дистанцисенче пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнса Елчӗк раонӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫав вӑхӑтра Ленинградри физкультура институтӗнче вӗреннӗ Ардалион Игнатьев ҫӗнсе илнӗ.
Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№
Республикӑра, 2013 ҫулхипе танлаштарсан, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадисен юлашки тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен шучӗ пӗрре ҫурӑ хут ытла ӳснӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Ӳсӗр пуҫпа тунӑ ҫул ҫинчи инкексен шучӗ виҫҫӗмӗш пай чухлӗ ӳснӗ, ӳсӗр водительсен айӑпне пула пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ икӗ хут пысӑкланнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
2014 ҫулта заказсене вырнаҫтарнин тухӑҫлӑхӗ 9,3 процент шайӗнче йӗркеленнӗ, муниципалитет нушисене тивӗҫтерес тӗллевпе туяну ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухнехи конкуренци йӗркисен тӳпи 89 процентпа танлашнӑ тата, 2013 ҫулхипе танлаштарсан, 15,5 процент чухлӗ ӳснӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Хаксем енӗпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусем тӑрӑх граждансем коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен хаксем Чӑваш Республикинче 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑтамран 3,9 процент чухлӗ ӳснӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
2010 ҫултан пуҫласа Чӑваш Енре ипотека кредичӗсемпе заемӗсене илнисен шучӗ - 2,4 хут, ипотека кредичӗсемпе туяннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр лаптӑкӗ вара - 2,5 хут ытла ӳснӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
2014 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, тирпейлекен производствӑри ӗҫ тухӑҫлӑхӗ республикӑра вӑтамран 7 процент ытла ӳснӗ, чылай предприяти пысӑк ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе, хӑтлӑ ӗҫ условийӗсемпе тата тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи тӳленипе палӑрса тӑрать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
- Ялта юлташсемпе пухӑнсан - Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинче ҫуралса ӳснӗ эпӗ - «хамӑр пата тапӑнса килсен Ҫавал хӗррине тухса выртатпӑр, иккӗн-виҫҫӗн пилӗк минут тытса тӑратпӑр-и?» тесе час-часах шӳтлетпӗр.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Пӗрле кайнисенчен Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснӗ Саша Журавлев 1986 ҫулта вилчӗ.С нашего призыва Саша Журавлев уроженец Батыревсого района погиб в 1986 году.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ 5 пин те 692 ҫамрӑк Афганистанра ҫар службинче тӑнӑ.Из Чувашской Республики 5 тысяч 692 молодых ребят несли службу в Афганистане.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№