Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитме (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Епле вара, ыттисем килме пултараймаҫҫӗ пулсан, вӑл тӑр-пӗччен кунта ҫитме пултарнӑ?»

Как он мог пробраться сюда, если другим это не удается?»

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хула хӗрринчи хӑй ялан чарӑнакан ҫурта кӗрсенех ӑна Бяла Черкваран пынӑ ҫырӑва тыттарчӗҫ, вара вӑл урӑх никампа курнӑҫмасӑр хӑвӑртрах Рада патне ҫитме васкарӗ.

Но как только Огнянов зашел в тот дом на окраине города, где обычно останавливался, ему передали письмо из Бяла-Черквы, и он, ни с кем больше не повидавшись, поспешил к Раде.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Радӑна савас кӑмӑлӗ ӑна намӑса пӗлмен ҫынна кӑларас пек туйӑнчӗ, — хӑйӗн ҫывӑх тусӗнчен, Огняновран, намӑс, тӑван Болгаришӗн кӗрешес тенӗ чух Кандов хӑравҫӑ пек пулать, вӑл кирек мӗнле пулсан та хӑйне канӑҫ паман туйӑмран хӑвӑртрах хӑтӑлма, йӑлтах тасалса ҫитме шухӑш тытрӗ.

Страсть к Раде стала казаться ему подлостью, подлостью по отношению к Огнянову, его другу, и преступлением против Болгарии, которой он обязан был посвятить себя всецело, Кандов испугался самого себя и решил как можно скорее заглушить, смыть, вытравить из своей души это чувство.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухтӑрне чирлӗ Лалка патне чӗнтернӗ пулнӑ, Стефчов килне хӑвӑртрах ҫитме васкарӗ.

Приглашенный к тяжело больной Лалке, Стефчов поспешил домой.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑна таса аттесен ӑсӗ ҫеҫ ҫитме пултарнӑ…

Только дух святой мог внушить подобное…

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтӗмпе пултаракан турӑ пулӑштӑрах сире, христиансене, ҫав ылханлӑ агарянсен йӑхӗнчен хӑтӑлса ҫитме

Всемогущий бог да поможет вам избавить христиан от проклятого рода агарянского…

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ик-виҫӗ минут иртрӗ; Колчо патне ҫитме тата иккӗ кӑна ярса пусмалла.

Прошло две-три минуты; Лалка была уже в двух шагах от Колчо.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗпӗртесе ӳкнӗ Лалка суккӑр ҫулӗ енне пӑрӑнчӗ те ӑна хуса ҫитме васкарӗ.

Обрадованная, взволнованная, Лалка свернула в ту сторону, куда шел слепой, спеша догнать его.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каялла кайсан вара турӑ хамӑра вӑй патӑрах, кансӗртерех пулать вӗсене хуса ҫитме.

Ну, а тогда дай нам, боже, силы, — догнать их будет нелегко.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара пӗр тӑхтаса тӑмасӑр килне кӗрсе тухнӑ, ҫамрӑк арӑмне амӑшӗ патне ӑсатнӑ, пиҫиххинчен пуртӑ хӗстернӗ, пӑшалне йӑтнӑ, тӑшмана тавӑрма тесе тусӗсене хуса ҫитме яра панӑ.

Не задерживаясь ни на минуту, он вернулся домой, проводил молодую жену к ее матери, заткнул за пояс топор, взял ружье и побежал догонять друзей, чтобы мстить вместе с ними.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Учитель вӑл пиртен иртсе кайрӗ-ха, эпир те ӑна хуса ҫитме тӑрӑшӑпӑр.

— Он нас опередил, учитель-то, но мы постараемся его догнать.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каҫ выртса кай, пур пӗрех ыран пасара ҫитме ӗлкӗретӗн.

Лучше переночуй здесь, все равно завтра успеешь на базар.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах Огнянов Бяла Черквана килсен пӑлхавлӑ шухӑш пӑтранса кайрӗ-ҫке, халлӗхе хӑй пӗтӗмпе ҫыхӑнса ҫитме кӑна ӗлкӗреймен пуль-ха.

Огнянов приехал в Бяла-Черкву как раз тогда, и тогда же тут началось брожение умов, которому сам он, однако, по-видимому, остался чужд.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫакӑнта чиперех ҫитме пултаратӑн-и?

— И сумел благополучно пробраться сюда?

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӑвӑрах куратӑр — тухтӑра ҫыхса ӑсатрӗҫ ав, турӑ чунӗ вилессе ҫитме те пултарать.

— Сами видите — доктора связали вервием, и, может статься, христианин дойдет до погибели.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юлнӑ пек пӗтӗм пурлӑхне пухнӑ та вӑл хӑй аллинче вунӑ пин — ҫав вӑхӑтри ассигнаципе — тӑрса юлнине курнӑ; ҫав укҫапа тырӑ туянса майӗпен суту-илӳ тума пуҫланӑ, кашни пӗчӗк ӗҫех йышӑннӑ, хӑйӗн вӑй-халӗ ҫитме пултаракан тӗрлӗрен ӗҫпе аппаланнӑ, тата вунӑ ҫултан вара самаях мул тытакан пулнӑ.

Собрав последние крохи, которые оставались, он увидел у себя тысяч десять, — по-тогдашнему на ассигнации, — пустился с ними в мелкую хлебную торговлю, стал брать всякие маленькие подряды, хватался за всякое выгодное дело, приходившееся по его средствам, и лет через десять имел изрядный капитал.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ҫак япаласенчен, вӗсем пӗрре ҫыпӑҫма шутларӗҫ-тӗк, ниепле хӑтӑлса ҫитме те ҫук, ҫыпӑҫасса вара вӗсем кирек хӑҫан та, кирек мӗн патне те ҫыпӑҫаҫҫӗ: сӑмахран, эпӗ Невски тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме шутларӑм пулсан, кам та пулин пурпӗрех: «мӗншӗн вӑл Невскипе ҫӳрет-ха? Мӗне пӗлтерет ку?» тесе ыйтатчех ӗнтӗ.

Но от этих вещей нельзя отделаться никак, особенно если раз они вздумали прицепиться, а они вздумали и прицепились к вывеске: — Если б я вздумал, например, положим, гулять по Невскому, — кому-нибудь непременно вздумалось бы думать о том, зачем, дескать, он гуляет по Невскому? Что это значит?

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Юрать-ха, ӗҫсем кун пек ӳссе ҫитме ӗлкӗрчӗҫ — чӑрмавсем чылай малтан сиксе тухма пултарнӑ; чӑрмавсем тата ӗҫе чарса лартаканнисем ҫеҫ пулчӗҫ-ха, пӗтерсе хураканнисемех пулмарӗҫ, — ку та лайӑх темелле, мӗншӗн тесен пӗтерсе хураканнисене те кӗтме пулнӑ.

Хорошо и то, что дело успело без помех развиться хоть настолько, — помехи могли явиться гораздо раньше; хорошо и то, что помехи проявились только в останавливающем, а не в разрушительном характере, — ведь можно было ждать и разрушения.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Магазин, ытла пысӑк ҫынсем хушшинче пулмасан та, — ӑҫтан часах унта ҫитме! — тупӑшлӑ заказсем паракан пурлӑхлӑ ҫынсен хушшинче чапа тухрӗ.

Магазин входил в моду, — не в высшем кругу, до этого куда ж бы! — но все-таки в кругах довольно богатых, то есть дающих выгодные заказы.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Александр Матвеич госпитальтен килсе ҫитме кӑмӑл туман-ха, — тет лӑпкӑн Степан, мӗншӗн лӑпкӑн ан калатӑр-ха вӑл, мӑранскер?

— Александр Матвеич еще не изволили возвращаться из госпиталя, — спокойно говорит Степан, да и как же не говорить ему спокойно, с флегмою?

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех