Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиксе (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пуҫне ҫӗре чиксе Ягужинский сӑмахӗсене кусарма тытӑннӑ.

Опустив глаза, он начал переводить слова Ягужинского.

Гилакс-фиорд заливӗнче // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Нейтральнӑй полосара таҫта та сӑмсисене чиксе ҫӳрекен нимӗҫ шпионӗсем Щорс ӑҫтан пӑшал илнине ниепле те ӑнланса илеймен.

Немецкие шпионы, шнырявшие в нейтральной полосе, не могли понять, откуда Щорс берет оружие.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Хушӑран вара чарӑнса тӑраҫҫӗ те, патакӗсене хуллен шывалла чиксе ярса, ҫыран хӗрнелле темӗн кӑларса ывӑтаҫҫӗ.

Иногда они останавливались, тихонько спускали в воду палки и выбрасывали что-то на берег.

Питӗ сайра тӗл пулакан чӗрчун // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 117–120 с.

Пӑшалне авӑрламаннине аса илсе, Марунич васкасах аллине кӑҫат кунчи ӑшне чиксе янӑ.

Вспомнив, что ружье у него не заряжено, Марунич стал искать за голенищем патроны.

Уссӑр пӑтӑрмах // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 84–87 с.

Пуҫтарӑнчӑксӑррине пула Гусев ҫулҫӳреве пӗр кивӗ кӗпе ҫеҫ тӑхӑнса тухнӑ, улӑштарма урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа ун кӗпи часах ҫӗтӗлсе кайрӗ, анчах ун вырӑнне вӑл виҫӗ аялти йӗм чиксе тухнӑ.

По рассеянности Гусев, собираясь в путешествие, захватил с собой только одну старенькую рубашку, которая скоро изорвалась, но зато у него было три пары кальсон.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Анчах аллине чиксе яма чулсем кансӗрлеҫҫӗ.

Протиснуть лапу в дупло ему мешали камни.

Яка пыр // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 36–37 с.

Епле ятламарӑм пуль эп хама ҫак вӑхӑтра шӑрпӑк чиксе тухма маннӑшӑн!

Как я ругал себя за то, что не взял с собой спичек!

Тайгари каҫ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 16–22 с.

Каҫ пулнӑ тӗле сунарҫӑсен канмалли вырӑнне таврӑнма ӗмӗтленсе, эп ӑна чиксе те тухман-мӗн.

Рассчитывая с сумерками вернуться на бивак, я не захватил их с собою.

Тайгари каҫ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 16–22 с.

Ҫӑвар патне кӑшт чалӑшшӑн илсе пымалла, кашӑк айккипе ҫини хитре мар, кашӑка ҫӑвара йӑлтах чиксе ямалла мар.

Ко рту ее подносят немного наискось (не боком) и в рот не засовывают.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Элентей ҫак мӗскӗн ҫынна чиксе пӑрахатӑп тесе хӑратма тытӑнмӗ-ши?

Неужто Элендей решил припугнуть несчастного Кукуся ножом?

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Такам пӗри эрех чиксе килмешкӗн те ӑс ҫитернӗ.

Кто-то умудрился даже принести бутылочку.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Паҫӑр уртнӑ сӑхманне тӑхӑнса ячӗ, пилӗкне пӑявпа туртса ҫыхрӗ, валашкари улмана, чи шултрисене суйласа, хӗвне чиксе тултарчӗ, килйышӗ енне ҫаврӑнса тӑчӗ:

Подпоясал сохман веревкой и, нагнувшись, выбрал из колоды несколько крупных картофелин, сунул за пазуху; обернулся к молча наблюдавшим за ним домочадцам, сказал:

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ильяс выртмассерен йӑтӑнса анмасан юрӗччӗ тесе пӑшӑрханать, хӑй ҫапах та вырӑнне ҫав арча ҫине сарать, ҫыварса тӑрсан, пӗчӗк тӳшекӗпе минтерне, витӗнкӗҫне, пуҫтарса, арчинчи пӗр кӗтесе чиксе хурать.

Ильяс, всякий раз ложась спать, думает, как бы он не развалился, днем он складывает свою постель в тот же сундук — удобно.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр ҫавра ҫӑкӑр чиксе кай.

Сунь в котомку каравай — и с богом.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вак кӗмӗлпе пӑхӑрӗсене шутла-шутла тем аташрӗ те мӗн кӑларнине каялла кӗсйине чиксе хучӗ, унтан Тимрукӗ еннелле ҫаврӑнчӗ.

Но вскоре сбился со счета, сгреб медяки и сребреники обратно в карман и обернулся к Тимруку.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Укҫана та памастӑп, килти кирлӗ-кирлӗ мара усса кайтӑр, — Ильяс укҫине вӑл пӗтӗмпех кӗсйине чиксе хучӗ.

И деньги не отдам, в дом пойдут, с пользой, а то истратите зря, — Шерккей сунул деньги Ильяса в карман.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сулахай питҫӑмарти хӑйӗн темӗнпе чиксе шӑтарнӑ пек пӑт шӑтӑк.

На левой щеке у него глубокая ямочка — будто прокололи чем-то острым.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кил хуҫи курӑнман хушӑра вӑл ӑна хирсе кӑларчӗ те кӗсйине чиксе хучӗ.

И, пока не видел хозяин, ловко выдернул штырь и сунул в карман.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Лешӗ илтмест, Паша вара ача-пӑчасем пек икӗ пӳрнине ҫӑварне чиксе шӑхӑрать.

А если он не слышал, по-мальчишески свистела, вложив пальцы в рот.

3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Сасартӑк темӗн япала, электричество токӗ пекех ҫивӗчскер, унӑн пӳрнине ҫапӑнчӗ, чиксе илчӗ; Сергей вӑйран кайнӑ хурт хӑйӗн алли ҫинчен ӳкнине курчӗ.

Вдруг что-то острое, как электрический ток, ударило его в палец, и ослабевшая пчела вяло свалилась с его руки.

3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех