Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗренӳ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӗренӳ (тĕпĕ: вӗренӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренӳ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх вӗсем уйӑхсерен стипенди илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Карантина Ленинград хулинче иртнӗ, унтан ӑна Кронштадри вӗренӳ отрядне ӑсатнӑ.

Карантин провел в городе Ленинграде, после его отправили на образовательный отряд в Кронштадте.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Анна Якушкина хӑй чӑваш пулнипе мӑнаҫланни куҫкӗрет: вӗренӳ отличникӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» юрӑ конкурсӗнче хула шайӗнче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.

У Анны Якушкина горда, что она чувашка, и результаты на лицо: отличница учебы не единожды становилась победительницей конкурса "Чувашский соловей".

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Республикӑри ҫар комиссариачӗ шута илнинчен ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗр выпускниксем ҫар вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗрессипе Кочетов ячӗллӗ кадет шкулӗ республикӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Ҫак кунран «тулли праваллӑ» кадет пулса тӑнӑ пиллӗкмӗшсем хӑйсен шкулӗн ырӑ йӑлисене малалла тӑссан темиҫе ҫултан ҫарпа ҫыхӑннӑ аслӑ вӗренӳ заведенине те кӗрейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Укҫа тенӗрен, «ҫавра сӗтелре» пӗрремӗш шалу ӗҫлесе илесси ҫинчен сӑмах пуҫарсан вӗренӳ министрӗ студотрядри ӗҫ-хӗлне ӑшшӑн аса илмесӗр чӑтаймарӗ: - Ҫӗмӗрле хулипе Кӑмаша ялне ҫыхӑнтаркан ҫула сарма хутшӑннӑччӗ эпир.

Говоря про деньги, на «круглом столе» когда начали разговор о первом заработке, министр образования не смог с теплотой в душе вспомнить: — Мы участвовали в строительстве дороги, соединяющую город Шумерлю с деревней Кумашкой

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех