Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл херувимсем ҫинче ларать: ҫӗр кисренсе тӑрать!
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӳрӗ ҫынна ҫутӑ ҫутатса тӑрать, таса чӗреллисене савӑнӑҫ ҫутатать.11. Свет сияет на праведника, и на правых сердцем - веселие.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫа, Сион илтсе савӑнса тӑрать, Иуда хӗрӗсем те Санӑн тӳрӗ сутусемшӗн хӗпӗртеҫҫӗ: 9. Эсӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Эсӗ пур турӑран та аслӑ.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн ҫиҫӗмӗсем тӗнчене ҫутатаҫҫӗ; ҫӗр ҫавна курса чӗтӗресе тӑрать.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Калӑр халӑхсене: Ҫӳлхуҫа патшара ларать! ҫавӑнпа тӗнче тӗреклӗ тӑрать, вӑл хускалмӗ.10. Скажите народам: Господь царствует! потому тверда вселенная, не поколеблется.
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫынна ӑса вӗрентекенӗ — Ҫӳлхуҫа — 11. этем шухӑшӗсене пӗлсе тӑрать.Тот, Кто учит человека разумению? 11. Господь знает мысли человеческие, что они суетны.
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Санӑн аслӑ пукану ӗлӗкренех тӗреклӗ тӑрать: Эсӗ ӗмӗртен малтанах пур.
Пс 92 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче пурӑнаканӗ Пурне те Тума Пултараканӑн хӳттинче канлӗ тӑрать, 2. Ҫӳлхуҫана ҫапла калать вӑл: «тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!» 3. Вӑл сана сунарҫӑ танатинчен, вӗлерекен суранран хӑтарӗ, 4. сана Хӑйӗн тӗкӗсемпе хупӑрласа тӑрӗ, Унӑн ҫуначӗ айӗнче эсӗ шанчӑклӑ тӑрӑн; Унӑн шанчӑклӑхӗ — хулкан та хӳме.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Санӑн хӑвату тӗреклӗ, Санӑн аллу вӑйлӑ, сылтӑм аллу ҫӳлте тӑрать!14. Крепка мышца Твоя, сильна рука Твоя, высока десница Твоя!
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана Санӑн хаярлӑху пусса тӑрать, Эсӗ [мана] пӗтӗм хумупа ҫапса ӳкертӗн.8. Отяготела на мне ярость Твоя, и всеми волнами Твоими Ты поразил [меня].
Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх вӗсене мӑя пек ҫавӑрса илнӗ, хаярлӑх вӗсене тумтир пек витсе тӑрать; 7. самӑрланнипе куҫӗсем сиксе тухнӑ, чӗринче тӗрлӗ шухӑш пӑтранать; 8. пуринчен те кулаҫҫӗ, кураймасӑр усал ят сараҫҫӗ, мӑнаҫ калаҫаҫҫӗ, хӗсӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ; 9. ҫӑварне тӳпе енне ҫӗклеҫҫӗ, чӗлхи хӑйсен ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрӗнет.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хӗрхенсем мана, Турӑҫӑм, хӗрхенсем мана: чунӑм Сана шанса тӑрать, инкек-синкек иртсе кайиччен Санӑн ҫунату хӳттине пытанам.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑшӑмра чӗрем сиксе чӗтӗрет, вилӗм сехӗрлентерсе тӑрать; 6. ӗнтӗ хӑранипе сехрем хӑпрӗ, сехӗрленсех ӳкрӗм.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Манӑн йӗркесӗрлӗхӗме ҫӑва-ҫӑва ярсам, ҫылӑхӑмран тасатсам мана: 5. йӗркесӗр ӗҫӗме эпӗ пӗлетӗп, ҫылӑхӑм яланах хам умра тӑрать.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ — этем ывӑлӗсенчен чи илемли; чӗлхӳ-ҫӑварунтан тивлет юхса тӑрать; ҫавӑнпа Турӑ Сана ӗмӗрлӗхе пилленӗ.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Хам намӑса юлни яланах умӑмра тӑрать, хама хӑртакансен, мӑшкӑллакансен сассинчен, тӑшмансем, тавӑракан ҫынсем пӑхса тӑнӑран питӗме намӑс хуплать: 18. ҫакӑ пӗтӗмпе пирӗн ҫине йӑтӑнса анчӗ, ҫавах эпир Сана манмарӑмӑр, Санӑн халална пӑсмарӑмӑр.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ ӗнтӗ пӗтес патнех ҫитрӗм, асапӑм яланах хам умӑмра тӑрать.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Ҫӳлхуҫамӑм! хаярлӑхупах ан айӑпласам мана, ҫилленсех хаса ан парсам мана: 3. мана Санӑн ҫӗмренӳсем тӑрӑнчӗҫ, мана Санӑн аллу пусса тӑрать.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тӳрӗ ҫыннӑн урине Ҫӳлхуҫа тӗреклӗлетет, унӑн ҫулӗ Турра кӑмӑллӑ: 24. вӑл ӳке пуҫласан та йӑванса каймӗ — Ҫӳлхуҫа ӑна аллинчен тытса тӑрать.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ: 19. хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ; 20. усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.