Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑ сăмах пирĕн базăра пур.
утӑ (тĕпĕ: утӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, хӑй выльӑх пулин те, ана-кӑна чухламалла-ҫке-ха, хӑш вӑхӑтра утӑ ҫинче командировкӑра ҫӳремеллине те, хӑҫан мӑшт кӑна йӑпшӑнса выртмаллине те пӗлмелле…

Он хучь и животина, но должон разуметь, что и к чему и когда можно без толку по сену командироваться, а когда надо тихочко притаиться и сидеть…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пуҫа кӑларса пӑхрӑм та, ку чӑнах та ҫавӑ, Титокӑн качака таки утӑ ҫинче тӗшӗрсе ҫӳрет, шалфей курӑк суйлать, армути тунине мӑтӑртаттарать…

Выглянул, а это так и есть, он, Титков козел, по сену лазит, шалфей ищет, полынок грызет…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Раскулачить тунӑ Титокӑн качака таки утӑ сарайӗнче пурӑннине мансах кайнӑ эпӗ, ҫав ылханлӑ чун ҫинчен пачах маннӑ!

Замстило мне, что раскулаченный Титков козел на сеновале проживает, вовзят забыл про него, проклятущего!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Утӑ сарайӗнче хӑрушла тӗттӗм, кирек епле усал-тӗсел те тӗттӗме юратать-ҫке.

На сеновале — страшенная темень, а всякая нечисть темноту уважает.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫех илтетӗп: такам манӑн пуҫ тӑрринчех утӑ ҫине упаленсе хӑпарать…

И вот слышу, кто-то лезет по сену, поверх меня…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр самант хушшинчех утӑ ӑшне чӑмрӑм, куҫ-пуҫ кураймиех чаваланса кӗрсе выртрӑм, хыттӑнрах сывлама та хӑраса выртаттӑм ӗнтӗ.

В один секунд пыхнул я в сено, зарылся с головой, лежу, дыхать резко и то опасаюсь.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Утӑ шӑрши ҫемҫе, чуна килентерет, ӗҫмелли-ҫимелли пулсан эпӗ унта уйӑхӗпех выртнӑ пулӑттӑм.

Дух от сена легкий, веселый, я бы там месяц пролежал, кабы харчишки водилися.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Утӑ сарайӗнче ларма питех те лайӑх вара.

А на сеновале очень даже прекрасно.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучи Давыдов унпа пӗрле утӑ сарайне пытанма пырать тесе шутларӗ те кускалама тытӑнчӗ:

Дед Щукарь, думая, что Давыдов решил схорониться вместе с ним на сеновале, засуетился:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ утӑ ӑшне пытанса выртрӑм…

Я в сене спасался…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шукарьӑн тарпа йӗпеннӗ кӗпи ҫумне утӑ пӗрчисем ҫыпҫӑнса тулнӑ, тӑрмаланчӑк пӗчӗк сухалӗ ҫинче вӑрӑллӑ шурути тӑррисем, хӑрнӑ курӑк тунисемпе ҫулҫисем, сарӑ чечек ҫулҫисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Сенная труха густо крыла мокрую от пота рубаху Щукаря, в клочкастой бороденке торчали обзерненные головки пырея, пересохшие травяные былки и листья, желтая осыпь донника.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав хушӑрах утӑ сарайӗн алӑкӗ вӑрӑммӑн чӗриклетсе илчӗ те алӑкран Щукарь мучин пуҫӗ курӑнса кайрӗ.

В это время тягуче скрипнула дверь сеновала и наружу просунулась голова деда Щукаря.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Утӑ ҫине улӑхса выртнӑ йытӑ пекех выртатӑр, хӑвар та ҫитместӗр, ыттисене те памастӑр!

Как собаки на сене, лежите, сами не жрете и другим не даете!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Иртнӗ ҫулла, ҫимӗкре, утӑ турттарнӑ чух, эсӗ мана мӗн сӗннӗччӗ-ха?

Прошлым летом на Троицу, когда сено возили, ты чего мне предлагал?

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑкӑрсем пӑхаканнине утӑ сарайне питӗрсе лартнӑ та, вӑкӑрӗсене салта-салта илсе, хире хӑваласа тухнӑ.

Воловника заперли на сеновале, а быков поотвязали и погнали в степь.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав хушӑра Яков Лукичӑн ывӑлӗ ятарласа килнӗ ҫыннӑн лашине утӑ хурса пачӗ, йӗнер хырӑмсалӑхне пушатрӗ, ҫӑварлӑхне вӗҫертсе ячӗ.

Тем временем сын Якова Лукича положил лошади приехавшего нарочного сена, ослабил подпруги седла, разнуздал.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пирӗн лашасене утӑ пӑрахса пама хуш-ха, лавҫисем те аяккалла ан кайччӑр, — терӗ, унтан куҫӗсене чеен хӗсӗнтерсе хучӗ.

— Прикажи, шоб нашим коням синця кинулы та шоб пидводчикы не отлучалысь, — и хитро прижмурился.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нимӗн тума аптӑратӑр пулсан, вите патне утӑ хӑпартма кайӑр.

Ступайте сено метать к конюшне, коли делать нечего.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нарядчик утӑ турттарма уйӑрнӑ колхозниксем те ҫавӑнтах кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Тут же толпились колхозники, назначенные нарядчиком на возку сена.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара епле те пулин ӑна тутлӑрах, шурутиллӗрех, вӗтӗрех утӑ пӑрахса пама тӑрӑшатӑн.

И все норовишь ему послаже сенца кинуть, попыреистей, помельче.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех