Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑм сăмах пирĕн базăра пур.
утӑм (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӗр утӑм каялла чакса тӑчӗ, унтан аллипе сарлакан хӑлаҫланса, Валет аллине хыттӑн тытса чӑмӑртарӗ, силлесе илчӗ, савӑнса хумханнӑ ӑшӑ кулӑпа ҫиҫсе, ун патнелле пӗшкӗнчӗ, куҫӗнчен кӑмӑллӑн тинкерсе пӑхрӗ.

Отступив шаг назад, немец широким жестом выбросил вперед руки, крепко стиснул руки Валета, затряс их, сверкая взволнованной улыбкой, нагибаясь и засматривая Валету в глаза.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан сасартӑк вырӑнтан хускалчӗ те тахӑшӗ хӑйне илемсӗр шинелӗ ӑшӗнчен силлесе кӑларма пикеннӗ евӗр тайкаланса илчӗ, пырӗ тӗпӗнчен Темле ӳсӗрнӗ е нӗшӗклетнӗ пек сасӑ хӑйӑлтатса тухрӗ; Валет нимӗҫ патнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

Потом он как-то сразу изменил положение, качнулся, как вытряхиваемый из своей нескладной шинели; издал странный горловой звук — не то кашель, не то всхлип; шагнул к немцу.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗнле выртнӑ — вырттӑрах ҫапла, — пӑшӑлтатрӗ юлташӗ, Валета аллинчен турткаласа, темиҫе утӑм пек кайсан, вӗсем каллех тепӗр виле тӗлне пырса тухрӗҫ.

Пусть он себе лежит, — шептал товарищ, дергая Валета за руку, они пошли и сейчас же наткнулись на второй труп.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Паян пӗр утӑм, ыран икӗ утӑм

Сегодня один шаг, завтра два шага…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Асӑрхаттарма тивӗҫ, пилӗк ҫуллӑх план туса ҫирӗплетни паха япала, анчах вӑл пӗрремӗш утӑм ҫеҫ.

— Да, должен предупредить, ибо составить и утвердить пятилетний план — тоже, конечно, важно, но это только начало, первые шаги.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Икӗ ҫамрӑк ту ҫине хӑпарчӗҫ, пирӗн вулакансене ҫанталӑк илемӗ ҫинчен ҫырни кирлӗ мар, ҫав мӑшӑр хыҫҫӑн, пӗр утӑм та юлмасӑр, утмалла.

Им давай главное: вышли молодые люди на курган, так тут нет нужды любоваться природой, а надобно следовать за ними и не отходить от них ни на шаг.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Макӑрчӗ пулӗ, йынӑшрӗ пулӗ, ӗҫлеме йывӑр, пухусӑр пӗр утӑм та тумастӑп, терӗ пулӗ…

— Наверно, плакал, жаловался, как ему, бедняге, трудно, как он без собрания и шагу ступнуть не может…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Гришатка шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн коридорпа темиҫе утӑм тӑвать: тен, сасартӑк лере таҫта ҫиеле тухмалли пур.

Гришатка подумал и сделал несколько шагов по одному из коридоров: «А вдруг где-то там впереди есть выход?»

Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пӗр утӑм тӑвать те йӗри-тавралла пӑхать — никам та ҫук.

Делает шаг, оглядывается — никого нет.

Чипер юл // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Ӗҫтер ӑна, тӑрантар, пусма самӑртнӑ пек, анчах каясса… ниҫта та каяймӗ!.. — Сӑмахне татса, чӳрече умне пычӗ, пӳрнисемпе кантӑка такӑртаттарчӗ, унтан ывӑлӑн ача чухне нянька аллинче ӳкерттерсе кайран пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗ умне пырса, икӗ утӑм каялла чакрӗ те, ӑна ниепле те палласа илеймен пек, нумайччен куҫне хӗстерсе пӑхса тӑчӗ.

— Пои его, корми, как на убой, а у-е-хать… не уедет! — Оборвав, подошел к окну, побарабанил пальцами и, подойдя к увеличенной фотографии сына, снятого на руках у няни, отступил два шага и долго смотрел щурясь, словно не узнавая.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑҫта ман тур утӑм? — тесе ыйтрӗ.

Где мой гнедой конь? — спросил он.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ман утӑм ӑҫта?

— Конь мой где?

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич утне чӗлпӗрӗнчен туртрӗ, сулахай урипе шаклаттарса, тепӗр утӑм малалла ярса пусрӗ.

Пантелей Прокофьевич дернул коня за повод, сделал шаг вперед, щелкнул хромой ногой.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сывах-ха, атте, — терӗ Григорий, сак ҫинчен тӑрса, унтан пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ те пӳлӗм варрине тухса тӑчӗ.

— Здравствуй, батя, — вставая с лавки, отозвался на приветствие Григорий и, шагнув, стал посредине комнаты.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан Григорий еннелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

И сделал шаг в сторону Григория.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халтан кайнӑскерсем, пӑсланакан йӗпе ҫурӑмӗсене чӗтрентерсе, ик-виҫӗ утӑм малалла кайса чарӑнчӗҫ.

Обессиленные, в дымящейся дрожи мокрых спин, стали в нескольких шагах.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сергей Платонович, тутине лӳчӗркенчӗк питтутрипе хупласа тытнӑ та, Митька хыҫҫӑн пӗр утӑм юлмасӑр пырать.

Сергей Платонович, прикладывая к губам скомканный платок, шел за Митькой по пятам.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья тата виҫ-тӑват утӑм ярса пусрӗ те, пуҫне такам хӑмсарнӑ чухнехи пек пӗшкӗртсе тӑчӗ.

Аксинья прошла несколько шагов и стала, нагнув голову, как под ударом.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна арӑмӗпе юнашар тӑни аплах мар, мӗншӗн тесен арӑмӗ унтан пӗр шит ытлашшипех ҫӳллӗрех, ҫавӑнпа та вӑл алӑк суллинчен пӗр утӑм маларах иртсе, урисене автан пек хӗстерсе тӑчӗ, унтан, картузне хывса, пӑтранчӑк сӑрӑллӑ тӗксӗм турӑш ҫине пӑхса сӑхсӑхса илчӗ.

Ему невыгодно было стоять рядом с женой, была она выше его на добрую четверть, поэтому он ступил от порога шаг вперед, поджав по-кочетиному ногу, и, скинув фуражку, перекрестился на черную, мутного письма икону:

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫитесси ик-виҫ утӑм юлсан, чарӑнчӗ.

Не доходя два-три шага, остановилась.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех