Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗри (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗркун, ав, ӑна йыснӑшӗ темле те хӑртса пӗтерчӗ, йӗкӗт чӗри ун чух калама ҫук ырататчӗ: халь тесен, вӑл ҫавна та йӑлтах манма хатӗрччӗ — Селимен вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кунҫулӗпе ҫеҫ нимӗнле те кунӑҫасшӑн мар, Тухтар чӑтма ҫук пысӑк хуйха ӳкрӗ.

Однажды Шерккей сильно отругал его, и Тухтару было до слез обидно; случись это сейчас, он бы и внимания не обратил на это: что может сравниться с тем горем, какое он испытывает от потери Селиме?..

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтар чӗри пуринчен ытла Селимешӗн пӑшӑрханать.

Но больше всего у Тухтара болит сердце о Селиме.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей чӗри тинех лӑпланчӗ.

Наконец душа Шерккея успокоилась.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн чӗри тикӗссӗн тапрӗ, сывлама ҫӑмӑл пулчӗ.

На душе было легко и хорошо.

24. Кӗрешӳ тата вӑрӑма пырать-ха // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Майор ҫав ача хӑй кӳршӗри ҫурт тарринче зажигалкӑна епле сӳнтерни ҫинчен каласа панине аса илчӗ те, унӑн чӗри пӑчӑртанчӗ.

Вспомнил майор, с какой гордостью рассказывал мальчик о потушенной им «зажигалке» на соседней крыше, и сердце у него сжалось.

16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Тухтарӑн чӗри ҫӗкленчӗ те, вӗчӗрхенчӗ те.

Сердце Тухтара то взлетало, то ухало вниз.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн чӗри ҫумӗнче кӑна, темле, халиччен хӑй пӗлмен хаклӑ туйӑм вӗчӗлтетсе тӑнӑ пек-ха, ҫав туйӑм халь-халь вӑй илсе амаланассӑн, сиксе тухассӑн сисӗнет, тапса тӑрать, ҫапах та сиксе тухаймасть.

Но зато он ощущает, что то слабое, неопределенное, но желанное чувство становится сильнее, определеннее, того и гляди оно вырвется наружу, но никак еще не решится на это.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтар ҫеҫ сӑвӑ каламарӗ: ҫапах та кӗҫӗр унӑн чӗри ҫӗкленчӗ, чун хавалӗ хавасланчӗ, хӗпӗртерӗ: халиччен кӑлӑхах ҫӳремен иккен вӑл ҫамрӑксен вӑййине.

Тухтар так и не осмелился спеть в хороводе, и все же настроение у него было приподнятое, душа ликовала, и он даже пожалел о том, что не ходил до сих пор на вечерние игры.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ашшӗ ятне асӑнмассерен унӑн чӗри кӑлт-кӑлт сикет.

Каждый раз, когда она слышала имя отца, выкрикиваемое из толпы, сердце ее замирало от сладкого предчувствия.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мӗн-ҫке, хӗр-ачапчан чӗри тилӗ-кашкӑр курсан кӑна мар, ана ҫинче шӑши курсан та ҫурӑлса тухасса ҫитет.

— Оно ведь у девок душа в пятки-то уходит не только при виде волка, а даже при мышке какой…

V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Стёпкӑн чӗри хавассӑн тапма тытӑнчӗ.

Сердце у Степки радостно забилось.

14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Пӑлханнипе Мишкӑн чӗри сиксе тухас пек тапрӗ, анчах та унӑн пӗтӗм кӗлеткинче тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑх пулчӗ.

Сердце у Мишки сильно колотилось от волнения, но чувствовал он себя необычайно легко.

12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Унӑн чӗри сиксе тухас пек тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Мишкӑн чӗри сӳ! туса илчӗ.

У Мишки екнуло сердце.

4. Вӑрлани // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Унӑн чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт тапрӗ.

Сердце у него билось учащенно.

4. Вӑрлани // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Юлашки виҫӗ кун хушшинче Миша ӑна асӑрхаман, анчах халӗ, йӑмӑкӗн пурнӑҫӗшӗн хӑй ответлӑ пулнине туйсан, ачан чӗри пӑчӑртанса илчӗ.

Три последних дня Миша не замечал этого, но сейчас, когда почувствовал ответственность за судьбу сестренки, сердце у мальчика сжалось.

2. Миша Алексеев // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Тёма та чунранах кӑмӑлласа ашшӗн аллине чуптурӗ, унӑн чӗри те вара лӑштах пулчӗ.

Тёма, тоже с чувством, поцеловал у него руку с облегченным сердцем.

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

«Каялла-и?!» — Амӑшӗ патнелле савӑнӑҫлӑн тапса илнӗччӗ ӗнтӗ Тёма чӗри.

«Назад?» — радостно рванулось было сердце Тёмы к матери.

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма инҫетре йӑлтӑртатакан хула ҫинелле пӑхса илчӗ те, унӑн чӗри салхуллӑн чӑмӑртанчӗ: ҫак самантра унӑн ашшӗпе амӑшӗ, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем мӗн тӑваҫҫӗ-ши?

Тёма скользнул глазами по сверкавшему вдали городу, по спокойному, ясному берегу, и сердце его тоскливо сжалось: что-то теперь делают мать, отец, сестры?!

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёмӑн чӗри салхуллӑн йынӑшса ыратать, вӑл татах та ытларах кӳренсе, ашшӗпе амӑшӗ ҫине куҫ ҫӗклеме хӑяймасӑр тӑрать.

Сердце Тёмы тоскливо ныло, и, еще более униженный, он стоял и не смел поднять глаз на отца и мать.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех