Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Михаил сăмах пирĕн базăра пур.
Михаил (тĕпĕ: Михаил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗссипе, Михаил Миникаев чӑн чӑваш Канаш ялӗнче атте-анне чӗлхипех калаҫса ӳснӗ-ха.

По правде, Михаил Миникеев вырос в истинно чувашской деревне Канаш разговаривая на родном языке.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Эпир те Михаил Тимирхаевичпа ҫак Культура ҫуртӗнче Шупашкарти «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ пуҫланас умӗн паллашсан, сӑмаха вырӑслах пуҫларӑмӑр.

И мы, познакомившись в этом Доме культуры с Михаилом Тимирхаевичем перед началом концерта ансамбля "Сявал" из Чебоксары, разговор начали на русском.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Михаил Тимирхаевич Миникаев – Заинск районӗн чӑвашӗ.

Михаил Тимирхаевич Миникаев - чуваш Заинского района.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Михаил Учхозра водительте ӗҫленӗ, Валерий заводра вӑй хурать, Вӑрӑмтура пурӑнакан Елизавета – сутуҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Мӑшӑрӗ Михаил Ефимов та ҫав районти Уйкас ялӗнчен пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Канмалли кунсенче Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнче автомашинӑсем валли тунӑ трасса ҫинче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн кубокне ҫӗнсе илессишӗн ралли-спринт тата федерацин Атӑлҫи округӗнче мала тухассишӗн кросс иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусанпа хӑйӑр ӑшӗнче // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Михаил Николаев малтанхи ҫулсенче комбайнер пулнӑ, юлашки 3 ҫулне механизаторта тӑрӑшулӑх кӑтартать.

Михаил Николаев в прошлые годы был комбайнером, в последние 3 года показывает старательность в механизаторах.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Михаил Николаев механизатор курӑк массине тӗксе хӑпарса салатать.

Механизатор Михаил Николаев выравнивает зеленую массу.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев правительство членӗсемпе, муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттерекен канашлура республикӑри хуҫалӑхсенче выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫ епле пынине сӳтсе явнӑ.

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев на заседании с членами правительства, начальниками муниципальных районов и городских округов обсудил ход работ по заготовке животноводческих кормов в хозяйствах республики.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Мӑшӑрӗпе Матрена Васильевнӑпа виҫӗ ача ҫуратаҫҫӗ: Алевтина (1941 ҫ.), Михаил (1948), Любовь (1950 ҫ.).

С супругой Матреной Васильевной родили троих детей: Алевтина (1941 г.), Михаил (1948 г.), Любовь (1950 г.).

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ халӑхӗ ӗҫчен пулнине, республика экономикине хӑйӗн тивӗҫлӗ тӳпине хывнине палӑртнӑ май ӗҫре палӑрнисене правительство наградисемпе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Михаил Васильевич техника экспозицийӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнчи Тихвин ярмӑрккине ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Ҫуллен иртекен «Уй кунӗ» курав ҫӗнӗ агротехнологипе тата ку чухнехи чи лайӑх ял хуҫалӑх техникипе паллашма май парать ҫеҫ мар, ҫитӗнӳсене палӑртнипе пӗрле ҫитменлӗхсене тупма та пулӑшать, — терӗ Михаил Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Михаил Игнатьев тӳрех унта ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев пуринче те пулса курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Манӑн пӗрлехи ӗҫшӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева тав тӑвас килет. Вӑл республикӑшӑн тӑрӑшать, ӗҫрен хӑраман маттур ҫынсене пулӑшать. ЧР Правительстви те тав сӑмахне тивӗҫлӗ», — терӗ Алена Аршинова.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Чӑваш Республикинче пултарулӑха аталантарма, тивӗҫлӗ ӗҫ вырӑнӗ тупма майсем ҫителӗклех, — терӗ Михаил Васильевич ҫамрӑксене малашлӑхра ырӑ сунса. — Паллах, кулленхи пурнӑҫра йывӑрлӑхсемсӗр те мар, такӑнасси те пулать, анчах пуҫа ан усӑр. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать».

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Михаил Игнатьев республикӑри чи тухӑҫлӑ аслӑ шкулсенчен пӗри — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ — ҫамрӑксен ӑс-тӑн вӑй-халне аталантарма сахал мар укҫа-тенкӗ хывнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Уява республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Петрова, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Муркаш хутлӑхӗнче те юлашки виҫӗ ҫулта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче палӑртнине пурнӑҫласа Шуркасси, Шомик тата Шаптак ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех