Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Моисей Израиль [ывӑлӗсене] пӗтӗмпех пухнӑ та вӗсене каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче сирӗн куҫӑр умӗнче фараона, унӑн чурисене, унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине пӗтӗмпех куртӑр; 3. санӑн куҫусем хӑрушӑ асапсем янине, аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнине [тата тӗреклӗ алӑпа хӑватлӑ вӑя] курса тӑчӗҫ; 4. анчах паянхи кунччен сире Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑнланмашкӑн — чӗре, курмашкӑн — куҫ, илтмешкӗн хӑлха паманччӗ-ха.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Пурӑнӑҫу ҫӳҫӳ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн чӗтресе ҫӳрӗн, хӑвӑн пурӑнӑҫна ху шанми пулӑн; 67. чӗрӳ тухса ӳкесле сикнӗрен, ҫапла чӗтресе пурӑннӑран, хӑвӑн куҫупа ху мӗн курса тӑнӑран ирхине эсӗ: «ах, каҫ пулинччӗ!» тейӗн, каҫхине вара: «ах, хӑвӑртрах тул ҫутӑлинччӗ!» тейӗн; 68. вара Ҫӳлхуҫа сана, карапсем ҫине лартса, эпӗ хӑвна: «эсӗ ӑна урӑх кураймӑн» тенӗ ҫулпа каялла Египет ҫӗршывне тавӑрӗ; унта сире арҫын чурасем, хӗрарӑм чурасем тума хӑвӑр тӑшманӑрсене сутасшӑн пулӗҫ, анчах туянаканӗ тупӑнмӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ҫӳлхуҫа сире ырӑ туса, сире ӗрчетсе пырса епле савӑннӑччӗ, сире путлантарса-пӗтерсе пырса та Вӑл ҫаплах савӑнӗ, сана хӑв еткерлӗхе илме каякан ҫӗр ҫинчен те кӑларса сирпӗтӗҫ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13-14. Эпӗ паян сана мӗн упрама, мӗн тума ӳкӗтлесе каланине — Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене — пӑхӑнса пурӑнсассӑн, эпӗ паян сире ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсенчен пӗринчен те сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасассӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене пуҫҫапса тӑмасассӑн, Ҫӳлхуҫа [Турру] сана хӳрене хӑвармӗ, эсӗ пуҫӗнче пырӑн, эсӗ ҫӳлте ҫеҫ пулӑн, аяла юлмӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Моисейпе левит священниксем пӗтӗм Израиле ҫапла тесе каланӑ: эй Израиль, тӑнласа тӑр, итле: ҫакӑ кун эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун халӑхӗ пулса тӑтӑн; 10. эппин, Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итле, Унӑн ӳкӗчӗсемпе Вӑл хунӑ йӗркесене — паян эпӗ сире пӗлтерессине — [пурне те] пурӑнӑҫласа тӑр, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр; 5. ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт; 6. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, 7. канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн; 8. [ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей тата Израиль [ывӑлӗсен] аслӑ ҫыннисем халӑха ҫапла ӳкӗтлесе каланӑ: халӗ сире мӗн ӳкӗтлесе каланине, пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑрӑр, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аммон ҫыннипе Моав ҫынни Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймаҫҫӗ, вӗсен вуннӑмӗш сыпӑкӗ те Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть, 4. мӗншӗн тесессӗн вӗсем эсир Египетран килнӗ чухне сире ҫул ҫинче ҫӑкӑрпа, шывпа кӗтсе илмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сана хирӗҫ пулса ылханмашкӑн Месопотамири Пефор хулинчи Валаама, Веор ывӑлне, тара тытнӑ; 5. анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Валаама итлес темен, унӑн ылханне Ҫӳлхуҫа Турру саншӑн пиллӗхе ҫавӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру сана юратать.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна паракан ҫак халӑхсен хулисенче вара пӗр чуна та чӗрӗ ан хӑвар, 17. хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру хушнӑ пек, вӗсене — хетсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене, иевусейсене [тата гергесейсене] — тӗппипе пӗтермелле тупала: 18. вӗсем сире хӑйсен туррисемшӗн туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрентчӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫылӑха кӗмелле ан пултӑр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапӑҫу тытӑнаспа священник пырса халӑхпа калаҫтӑр, 3. вӑл халӑха ҫапла калатӑр: эй Израиль, итле! эсир паян хӑвӑр тӑшманӑрсене хирӗҫ вӑрҫа кӗретӗр, чӗрӗрсем шуйханса ан ӳкчӗр сирӗн, ан хӑрӑр, ан шикленӗр, сехӗрленсе ан тӑрӑр вӗсенчен: 4. сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫма [тата] сире ҫӑлса хӑварма сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Туррӑр пырать, тетӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах вӑл хӑй валли лаша ӗрчеттерсе ан ятӑр, хӑй валли лаша ӗрчетмешкӗн халӑха Египет ҫӗрне каялла ан тавӑртӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире: «ҫак ҫулпа урӑх ан таврӑнӑр» тенӗ; 17. тата вӑл, нумай арӑм илсе, чӗрине ан ирсӗрлеттӗр, кӗмӗлӗпе ылтӑнне те виҫесӗр ан нумайлаттӑр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сире ҫиме юрӑхлӑ выльӑх ҫакӑ: вӑкӑр, сурӑх, качака, 5. пӑланпа хир качаки, хир ӗнипе айпӑлан, хир вӑкӑрӗ, орикс, камелопард.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эхер те санӑн хушшунта пророк е тӗлӗк ӑсти тупӑнсассӑн, вӑл сана тӗлӗнмелле паллӑ е кӗтрет кӑтартсассӑн, 2. сана кӑтартнӑ ҫав паллӑ е кӗтрет чӑна килсессӗн, ҫитменнине тата вӑл: «эсӗ пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн каяр, вӗсене пӑхӑнса пурӑнар» тесессӗн, 3. ҫав пророкӑн е тӗлӗк ӑстин сӑмахне ан итле: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, эсир Ӑна пӗтӗм чӗрӗртен, пӗтӗм чунӑртан юратнине пӗлмешкӗн сире ҫавӑн урлӑ сӑнать; 4. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, ҫулӗпе ҫӳрӗр, Унран хӑраса тӑрӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене тытса пырӑр, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑр, Ӑна ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 5. леш пророкне е тӗлӗк ӑстине вара хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, хӑвна чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, пӑрахма хистенӗшӗн, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ ҫултан пӑрса ярас тенӗшӗн вӗлерме тытса памалла; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтер.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах эсир Иордан урлӑ каҫса Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра паракан еткер ҫӗр ҫине кӗрсе вырӑнаҫсассӑн, Вӑл сире йӗри-тавра хупӑрласа тӑракан мӗнпур тӑшманӑртан хӑтарса канӑҫлӑх парсассӑн, ҫапла шанчӑклӑ хӳтлӗхре пурӑнма тытӑнсассӑн, 11. ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑйӗн ятне пуҫҫапма мӗнле вырӑн суйласа илӗ, эсир ҫавӑнта эпӗ [паян] сире мӗн-мӗн каланине пӗтӗмпех илсе пырса тӑрӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнӗрсене, ытти парнӗрсене, хӑвӑр тупӑшӑртан тухакан вуннӑмӗш пая, хӑвӑр аллӑр ҫӗклентерсе кӳмеллине, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] мӗн кӳме сӑмах панӑ, ҫавӑн валли суйласа илнине — пурне те ҫавӑнта илсе пырӑр; 12. савӑнӑр вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, умӗнче: хӑвӑр та, ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем те, арҫын чурӑрсемпе хӗрарӑм чурӑрсем те, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та пултӑр унта, мӗншӗн тесессӗн унӑн пайӗ те, еткер ҫӗрӗ те ҫук — пурте хӗпӗртесе савӑнӑр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫапла вара эпӗ сире паян каласа паракан [Унӑн] пур йӗркине, пур саккунне тытса тӑма тӑрӑшӑр.32. Итак старайтесь соблюдать все постановления и законы [Его], которые предлагаю я вам сегодня.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӗнтӗ эсир Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе] паракан ҫӗре хӑвӑр аллӑра илме Иордан шывӗ урлӑ каҫатӑр, ӑна хӑвӑр аллӑра илетӗр те ҫавӑнта пурӑнатӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Акӑ паян эпӗ сире пиллӗхпе ылхан сӗнетӗп: 27. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене — паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтсене — итлесе пурӑнсассӑн, сире пиллӗх пулӗ, 28. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене итлемесессӗн, эпӗ сире паян пӗлтерекен ҫултан пӑрӑнса хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайсассӑн, сире ылхан ҫитӗ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир ӗнтӗ эпӗ сире ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те тытса пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, кирек ӑҫта та Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа ҫак пур халӑха та сирӗн умӑртан хӑваласа ярӗ, эсир вара хӑвӑртан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене пӑхӑнтаратӑр; 24. урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш вырӑн та сирӗн пулӗ; пушхиртен, Ливан патӗнчен пуҫласа, юханшывран — Евфрат юханшывӗнчен — пуҫласа анӑҫ тинӗсӗ хӗррине ҫитичченех сирӗн ҫӗр пулӗ; 25. никам та сире хирӗҫ чӑтса тӑраймӗ: эсир кирек хӑш ҫӗре ҫитсе ура ярса пуссассӑн та, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — Хӑй хӑвӑра каланӑ пек, — ҫав ҫӗре сирӗн умӑрта сехӗрлентерсе, чӗтретсе ӳкерӗ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр; 17. унсӑрӑн сире ҫилленнипе Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тулса ҫитӗ, Вӑл пӗлӗте хупса лартӗ те, ҫумӑр пулмӗ, ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫӗсене памӗ, ҫапла эсир Ҫӳлхуҫа хӑвӑра паракан ырӑ ҫӗр ҫинчен часах пӗтсе ҫухалатӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн ӳкӗтӗмсене, паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтӗмсене, итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, Ӑна пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӑхӑнса тӑрсассӑн, 14. сирӗн ҫӗрӗре малтанхи ҫумӑрне те, кайранхи ҫумӑрне те вӑхӑтлӑ парса тӑрӑп; эсӗ хӑвӑн тырпулна та пуҫтарса кӗртӗн, эрехне те, йывӑҫ ҫӑвне те туса илӗн; 15. хирӳнте выльӑху-чӗрлӗхӳ валли курӑк та парӑп, ҫапла вара тӑраниччен ҫисе пурӑнӑн.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.