Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эхер те Ҫӳлхуҫа чӑн Турӑ пулсассӑн, Ун ҫулӗпе ҫӳрӗр; эхер те Ваал пулсассӑн, ун ҫулӗпе ҫӳрӗр, тенӗ.

если Господь есть Бог, то последуйте Ему; а если Ваал, то ему последуйте.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Илия каланӑ: эпӗ мар пӑлхататӑп Израиле, пӑлхатаканӗсем — эсӗ те сан аҫу йӑхӗ: эсир Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесене вырӑна хумарӑр, эсир Ваал хыҫҫӑн каятӑр; 19. ӗнтӗ ман патӑма Кармил тӑвӗ ҫине пӗтӗм Израиле пуҫтарса яр, тата Иезавель ӗҫми-ҫимипе пурӑнакан пророксене — Ваалӑн тӑватҫӗр аллӑ пророкӗпе Астартӑн тӑватҫӗр пророкне — пуҫтарса яр, тенӗ.

18. И сказал Илия: не я смущаю Израиля, а ты и дом отца твоего, тем, что вы презрели повеления Господни и идете вслед Ваалам; 19. теперь пошли и собери ко мне всего Израиля на гору Кармил, и четыреста пятьдесят пророков Вааловых, и четыреста пророков дубравных, питающихся от стола Иезавели.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Илияна курсассӑн, вӑл: Израиле пӑлхатакан, эсӗ-и ку? тенӗ.

17. Когда Ахав увидел Илию, то сказал Ахав ему: ты ли это, смущающий Израиля?

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Илия каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! эпӗ Ун умӗнче тӑратӑп! паян эпӗ Ахава курӑнӑп, тенӗ.

15. И сказал Илия: жив Господь Саваоф, пред Которым я стою! сегодня я покажусь ему.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эсӗ вара халӗ: «кай та — хӑвӑн хуҫуна: Илия кунта тесе кала» тетӗн; вӗлерет вӑл мана! тенӗ Авдий.

14. А ты теперь говоришь: «пойди, скажи господину твоему: Илия здесь»; он убьет меня.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Авдий каланӑ: хӑвӑн чуруна ҫапла вӗлермешкӗн, Ахав аллине памаллах мӗн туса айӑпа кӗтӗм-ши эпӗ? тенӗ.

9. Он сказал: чем я провинился, что ты предаешь раба твоего в руки Ахава, чтоб умертвить меня?

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Илия ӑна каланӑ: эпӗ; кай та — хӑвӑн хуҫуна: «Илия кунта» тесе пӗлтер, тенӗ.

8. Тот сказал ему: я; пойди, скажи господину твоему: «Илия здесь».

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Авдий ӑна палласа илсе ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: эсӗ-и ку, Илия хуҫамӑм? тенӗ.

Он узнал его и пал на лице свое и сказал: ты ли это, господин мой Илия?

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ахав Авдие каланӑ: ҫӗрӗмӗр тӑрӑх кайса пур ҫӑлкуҫпа пур юхӑм шыва та пӑхса тух-ха, лашасемпе мулсене ҫитермелӗх ӑҫта та пулин курӑк тупаймӑпӑр-и, выльӑхсӑр тӑрса юлас марччӗ, тенӗ.

5. И сказал Ахав Авдию: пойди по земле ко всем источникам водным и ко всем потокам на земле, не найдем ли где травы, чтобы нам прокормить коней и лошаков и не лишиться скота.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Чылай вӑхӑтран, ҫумӑр пулманни виҫӗ ҫула ҫитсессӗн, Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: кайса курӑн Ахава, вара Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр ярӑп, тенӗ.

1. По прошествии многих дней было слово Господне к Илии в третий год: пойди и покажись Ахаву, и Я дам дождь на землю.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Вара ҫав хӗрарӑм Илияна каланӑ: эсӗ Турӑ ҫынни иккенне, сан чӗлхӳ-ҫӑварунтан тухакан Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ чӑн пулнине пӗлтӗм ӗнтӗ, тенӗ.

24. И сказала та женщина Илии: теперь-то я узнала, что ты человек Божий, и что слово Господне в устах твоих истинно.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Илия ачана, ҫӳлти пӳлӗмрен аяла илсе анса, амӑшне панӑ: курсам, чӗрӗ сан ывӑлу, тенӗ.

23. И взял Илия отрока, и свел его из горницы в дом, и отдал его матери его, и сказал Илия: смотри, сын твой жив.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вӑл, ача тӗлӗнче пӗшкӗнсе, виҫӗ хутчен ун ҫумне пӗтӗм тӑлпӑвӗпе чӑмӑртаннӑ, каллех Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ачан чунӗ каялла таврӑнтӑрччӗ! тенӗ.

21. И простершись над отроком трижды, он воззвал к Господу и сказал: Господи Боже мой! да возвратится душа отрока сего в него!

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ эпӗ пурӑнакан кил хуҫине, тӑлӑх арӑма, ывӑлне вӗлерсе усал тӑвӑн-и? тенӗ.

неужели Ты и вдове, у которой я пребываю, сделаешь зло, умертвив сына ее?

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Илия ӑна: пар-ха мана ывӑлна, тенӗ.

19. И сказал он ей: дай мне сына твоего.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Хӗрарӑм Илияна каланӑ: эй Турӑ ҫынни, эпӗ сана мӗн тунӑ? Эсӗ ман патӑма ҫылӑхӑмсене астутарма, ывӑлсӑр тӑратса хӑварма килтӗн-и? тенӗ.

18. И сказала она Илии: что мне и тебе, человек Божий? ты пришел ко мне напомнить грехи мои и умертвить сына моего.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Илия ӑна каланӑ: ан шиклен, кай та ху мӗн каланине ту; анчах чи малтан пысӑках мар тутлӑ чуста пашалӑвӗ пӗҫер те мана килсе пар; ывӑлупа иксӗр валли кайран хатӗрлӗн, 14. мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫине ҫумӑр ярас кунчченех чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмӗ, чӳлмекре ҫу чакмӗ, тет, тенӗ.

13. И сказал ей Илия: не бойся, пойди, сделай, что ты сказала; но прежде из этого сделай небольшой опреснок для меня и принеси мне; а для себя и для своего сына сделаешь после; 14. ибо так говорит Господь Бог Израилев: мука в кадке не истощится, и масло в кувшине не убудет до того дня, когда Господь даст дождь на землю.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! манӑн пӗҫерсе хуни нимӗн те ҫук, чӗресре те пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу пур; акӑ пӗр-икӗ пуленкке вутӑ пуҫтарса кайӑп та ывӑлӑмпа иксӗмӗр валли ҫав мӗн пурринчен пӗҫерсе хатӗрлӗп; ҫисе ярӑпӑр та ӑна, вара выҫӑ вилмелли анчах юлать, тенӗ.

12. Она сказала: жив Господь Бог твой! у меня ничего нет печеного, а только есть горсть муки в кадке и немного масла в кувшине; и вот, я наберу полена два дров, и пойду, и приготовлю это для себя и для сына моего; съедим это и умрем.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Хӗрарӑм мӗн ыйтнине илме кайнӑ; Илия ун хыҫҫӑн кӑшкӑрса: пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр та илсемччӗ! тенӗ.

11. И пошла она, чтобы взять; а он закричал вслед ей и сказал: возьми для меня и кусок хлеба в руки свои.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Илия ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: мана ӗҫтермешкӗн кӑкшӑмупа кӑштах шыв илсе тухсамччӗ, тенӗ.

И подозвал он ее и сказал: дай мне немного воды в сосуде напиться.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех