Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Ииуй тумтир управҫине каланӑ: Ваал апӑсӗсем валли тумтир илсе кил, тенӗ.

22. И сказал он хранителю одежд: принеси одежду для всех служителей Ваала.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ииуй каланӑ: Ваал ячӗпе уяв пухӑвӗ ирттерӗр, тенӗ.

20. И сказал Ииуй: назначьте праздничное собрание ради Ваала.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кам та пулин килмесессӗн, вӑл чӗрӗ тӑрса юлаймӗ, тенӗ.

А всякий, кто не явится, не останется жив.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ алӑ панӑ, Ииуй вара ӑна хӑй урапи ҫине туртса хӑпартнӑ та 16. каланӑ: пыр манпа пӗрле, эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн мӗнлерех хыпса ҫуннине кур, тенӗ.

И подал он руку свою, и приподнял он его к себе в колесницу, 16. и сказал: поезжай со мною, и смотри на мою ревность о Господе.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ииуй каланӑ: апла пулсассӑн аллуна пар, тенӗ.

Если так, то дай руку твою.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ионадав: ҫапла, тенӗ.

И сказал Ионадав: да.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вӑл унтан кайнӑ, хӑйне хирӗҫ килекен Ионадава, Рихав ывӑлне, тӗл пулнӑ та ӑна саламласа каланӑ: санӑн чуну мана эпӗ санӑн чунна кӑмӑлланӑ пекех кӑмӑллать-и? тенӗ.

15. И поехал оттуда, и встретился с Ионадавом, сыном Рихавовым, шедшим навстречу ему, и приветствовал его, и сказал ему: расположено ли твое сердце так, как мое сердце к твоему сердцу?

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ииуй: кусене чӗрӗллех ярса илӗр, тенӗ.

14. И сказал он: возьмите их живых.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗсем: эпир — Охозия тӑванӗсем, патша ывӑлӗсен тата патша амӑшӗн ывӑлӗсен сывлӑхӗ мӗнлине пӗлме каятпӑр, тенӗ.

Они сказали: мы братья Охозии, идем узнать о здоровье сыновей царя и сыновей государыни.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫул ҫинче, кӗтӳҫсен хули Беф-Екед ҫывӑхӗнче, 13. Охозиян, Иудея патшин, тӑванӗсене тӗл пулнӑ та: камсем эсир? тенӗ.

Находясь на пути при Беф-Екеде пастушеском, 13. встретил Ииуй братьев Охозии, царя Иудейского, и сказал: кто вы?

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Халь пӗлӗр ӗнтӗ: Ахав йӑхӗ пирки Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те ҫӗре ӳкмест; Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Илия чури урлӑ каланине турӗ, тенӗ.

10. Знайте же теперь, что не падет на землю ни одно слово Господа, которое Он изрек о доме Ахава; Господь сделал то, что изрек чрез раба Своего Илию.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ииуй каланӑ: вӑл пуҫсене хапхаран кӗмелли ҫӗре ыран ирччен икӗ купа туса хурӑр, тенӗ.

И сказал он: разложите их на две груды у входа в ворота, до утра.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ятарлӑ ҫын ҫитнӗ, хӑй ҫитнине пӗлтерсе: патша ывӑлӗсен пуҫӗсене илсе килтӗмӗр, тенӗ.

8. И пришел посланный, и донес ему, и сказал: принесли головы сыновей царских.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вара вӑл вӗсем патне иккӗмӗш хут ҫыру ҫырса янӑ, ҫапла ҫырнӑ: эсир чӑнласах та манӑн пулсассӑн, ман сӑмаха итлетӗр пулсассӑн, патшӑр ывӑлӗсен пуҫӗсене илӗр те ыран ҫак вӑхӑтра ман патӑма, Изрееле, ҫитӗр, тенӗ.

6. И написал он к ним письмо во второй раз такое: если вы мои и слову моему повинуетесь, то возьмите головы сыновей государя своего, и придите ко мне завтра в это время в Изреель.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вара патша килӗн пуҫлӑхӗ, хула пуҫлӑхӗ, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем Ииуй патне ҫапла калама ҫын янӑ: эпир — санӑн чурусем, пире мӗн калатӑн — ҫапла тӑватпӑр; эпир никама та патшана лартмастпӑр, мӗн тӑвас тетӗн, ҫапла ту, тенӗ.

5. И послал начальствующий над домом царским, и градоначальник, и старейшины, и воспитатели к Ииую, сказать: мы рабы твои, и что скажешь нам, то и сделаем; мы никого не поставим царем, что угодно тебе, то и делай.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Лешӗсем шутсӑр хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ӑна икӗ патша та хирӗҫ тӑма пултарайман, пирӗн епле хирӗҫ тӑмалла-ши? тенӗ.

4. Они испугались чрезвычайно и сказали: вот, два царя не устояли перед ним, как же нам устоять?

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ииуй вара Самарие Изреель пуҫлӑхӗсем патне, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем патне ҫырусем янӑ, ҫырӑвӗсенче ҫапла каланӑ: 2. сирӗн пата ҫакӑ ҫыру ҫитсессӗн, хӑвӑр патӑрта патша ывӑлӗсем пуррине, сирӗн аллӑрта ҫар ураписем те, лашасем те, ҫирӗплетнӗ хула та, кӑрал та пуррине шута илсе, 3. патшӑр ывӑлӗсенчен чи лайӑххине, чи тивӗҫлине суйласа илӗр те ӑна ашшӗ вырӑнне патшана лартӑр, вара патшӑр килӗшӗн кӗрешӗр, тенӗ.

И написал Ииуй письма, и послал в Самарию к начальникам Изреельским, старейшинам и воспитателям детей Ахавовых, такого содержания: 2. когда придет это письмо к вам, то, так как у вас и сыновья господина вашего, у вас же и колесницы, и кони, и укрепленный город, и оружие, - 3. выберите лучшего и достойнейшего из сыновей государя своего, и посадите на престол отца его, и воюйте за дом государя своего.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл вара каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫапла пулнӑ, Вӑл ӑна Хӑйӗн чури, Фесва ҫынни Илия урлӑ, пӗлтернӗ: Иезавель ӳтне Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, 37. Иезавель вилли Изреель уйӗнче тислӗк пек выртса юлӗ; никам та: ку — Иезавель тесе каламӗ, тенӗ.

И сказал он: таково было слово Господа, которое Он изрек чрез раба Своего Илию Фесвитянина, сказав: на поле Изреельском съедят псы тело Иезавели, 37. и будет труп Иезавели на участке Изреельском, как навоз на поле, так что никто не скажет: это Иезавель.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Ииуй хулана таврӑннӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан каланӑ: шыраса тупӑр ҫав ылханлӑ хӗрарӑма, пытарӑр ӑна — патша хӗрӗ вӑл, тенӗ.

34. И пришел Ииуй, и ел, и пил, и сказал: отыщите эту проклятую и похороните ее, так как царская дочь она.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ииуй вара вӗсене: кӑларса ывӑтӑр ӑна, тенӗ.

33. И сказал он: выбросьте ее.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех