Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
М.Игнатьев тавар ассортименчӗ пуян пулнине, продукци республикӑри тӗрлӗ районтан, ҫавӑн пекех Раҫҫей регионӗсенчен, Беларуҫпа Азербайджанран, Таджикистанпа Узбекистанран, Арменирен, ытти ҫӗртен те килнине пӗлнӗ.

М.Игнатьев узнал, что ассортимент товара богатый, продукция поступает из разных районов республики, также из разных регионов России, в частности из Белоруссии и Азербайджана, Таджикистана и Узбекистана, Армении.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пухӑннисене ҫавӑн пекех ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева, РФ Юстминӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Дмитрий Сержантов саламларӗҫ.

Собравшихся также поздравили министр юстиции ЧР Надежда Прокопьева, руководитель республиканского управления Минюста РФ Дмитрий Сержантов.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра биатлон центрӗн строительствин пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленӗ.

Также в ближайшее время завершится первый этап строительства биатлонного центра.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Юрать, сӑвви тетрадь ҫинче те упранса юлнӑ! Ҫавӑн хыҫҫӑн Юрий Сементерпе тӗл пултӑмӑр.

Ладно копия стиха сохранилась в тетради! После этого мы встретились Юрием Семендерем.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла. Икӗ ҫемье тумастӑп, аҫӑр юратӑвне ӗмӗрӗпех упрӑп», — терӗ вӑл пӗррехинче шӑллӑмпа иксӗмӗре.

"В сердце огонь, пусть догорает. Вторую семью не заведу, любовь вашего отца сохраню до конца", — сказала она однажды нам с братиком.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫак тӗллеве ума картса хунӑ чухне нимрен те шикленмен-ши вӑл? Ҫавӑн чухлӗ ҫӗнӗ шухӑш епле майпа ҫуралать унӑн пуҫӗнче?

Неужели он не страшился, когда начертил перед собой эту цель? Откуда рождаются столько новым мыслей в его голове?

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавӑн пекех Владимир Васильев Гродно хулинчи телекурава тата «Гродненская правда» хаҫата интервью панӑ, чӑваш халӑхӗ, унӑн пуян историйӗпе культури ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавӑн пекех Янка Купала ячӗллӗ Гродно патшалӑх университечӗ тата пирӗн университет лайӑх хутшӑнусем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Унта ҫавӑн пекех РФ Патшалӑх Думин Экономика политики енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, Раҫҫей Промышленноҫ тата Экономика аталанӑвӗн министерствисен департаменчӗсен директорӗсен заместителӗсем Александр Орловпа Анатолий Усачев, ыттисем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавӑн пекех 2 тип диабет хӑрушлӑхӗ ӳсет, мӗншӗн тесен шӑпах хырӑм ай парӗ юнри сахӑра ирӗлтернишӗн яваплӑ инсулин гормона туса кӑларать.

Также возрастает риск заболевания 2 типом диабета, так как поджелудочная железа отвечает за гормон инсулин которая переваривает сахар в крови.

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

— Мӗнле проектантсем шутланӑ ҫавӑн чухлӗ? — кӑсӑкланчӗ М.Игнатьев. — Тӑватӑ ҫухрӑмшӑн Европӑри пуян ҫӗршывсенче те 100 миллион ыйтмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫавӑн пек самантсенче, шел, ача-пӑча инкеке лекесси те инҫе мар.

В такие моменты, к сожалению, с детьми, и до беды не далеко.

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑл ҫавӑн пекех «Хыпар» Издательство ҫурчӗ тӑван литературӑна халӑхра сарас тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсем /«Хыпарта» ҫеҫ — «Кӗнеке ҫӳлӗкӗ», «Пурӑнать ялта писатель», «Культура», «Литература», «Чӑваш тӗнчи» страницӑсем тухса тӑраҫҫӗ/ ҫинчен те чарӑнса тӑчӗ.

Она также отметила работу Издательского дома "Хыпар" по пропоганде родной литературы среди народа (только в "Хыпар" выходят такие страницы как "Книжная полка", "Живет в деревне писатель", "Культура", "Литература", "Чувашский мир").

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Библиотекарьсен уявӗнче ҫавӑн пекех «Космослӑ Чӑваш Ен», ялти библиотекӑсен хушшинче конкурса йӗркелеме чи хастар хутшӑннисене те — кӗнекепе ҫывӑхланма пулӑшаканнисене — чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче кашни библиотека уйрӑм направленипе ӗҫленӗ. Эпир музей тата таврапӗлӳ ӗҫне суйларӑмӑр. Ҫавӑн чухнех музей йӗркелеме тӗллев лартрӑмӑр. 1985 ҫулта музей валли япаласем пуҫтарма пуҫларӑмӑр. Чи малтан музей Мария Ивановна Шикаревӑн, манӑн хуняман, япалисемпе пуянланчӗ. Акчура ялӗнче пурӑнакан ватӑсем пире авалхи кӗписене пачӗҫ. Ялсем тӑрӑх тӗрлӗ савӑт-сапа, хатӗр-хӗтӗр пуҫтарса ҫӳреттӗмӗр. Хӑйсем илсе килекенсем те пулнӑ. Ҫапла майӗпен-майӗпен эпир музее «ҫӗклерӗмӗр». Халӗ кунта чылай ҫын килсе ҫӳрет, хӑнасене те тарават эпир», — музейпе паллаштарнӑ май кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ Людмила Валериановнӑн.

"В 80-ые годы прошлого века каждая библиотека работала по отдельному направлению. Мы выбрали музейное дело и естествознание. Тогда же поставили цель организовать музей. В 1985 году начали собирать вещи для музея. Сначала музей пополнился вещами моей свекрови, Марии Ивановны Шикаревой. Старики из деревни Айдарова дали нам свои старинные одежды. По деревням ходили и собирали разную посуду, утварь. Были кто и сам приносил. Так потихоньку мы "подняли" музей. Сейчас здесь много посетителей, гостям тоже мы рады", - знакомя с музеем, поднялось настроение у Людмилы Валериановны.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

2015 ҫулта Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ Муркаш районӗнчи Катькас ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑма 20 пин тенкӗлӗх административлӑ майпа штрафланӑ: агротехника, ҫавӑн пекех ҫӗре лайӑхлатас, ӑна эрозирен хӳтӗлес енӗпе мерӑсем йышӑнманшӑн.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ӑна ҫавӑн пекех партин хула тата район комитечӗсен пайташне темиҫе те суйланӑ.

Ее также не единожды выбирали членом районной и городской комитетов партии.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

В.Алентей «Хальхи литературӑри ҫамрӑк ял ӗҫченӗн сӑнарӗ» темӑпа тунӑ доклада ҫавӑн чухне ҫыравҫӑсем тырпул ӑстисемпе, ферма ӗҫченӗсемпе, вырӑнти интеллигенципе пӗрле хӗрӳллӗн сӳтсе яврӗҫ.

Тогда писатели совместно с работниками полей, ферм, местной интеллигенции горячо обсуждали доклад В. Алендея "Образ молодого сельского труженика в современной литературе".

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫавӑн хыҫҫӑн хамӑр патра та ҫакнашкал вӗренӳ йӗркелесе ятӑмӑр.

После этого мы организовали такие же семинары и у себя.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

...Уява килнисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, ҫавӑн пекех Чӑваш Енре ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ сӑвӑҫсем хӑйсен сӑввисемпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех