Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшланӑ (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек шухӑшланӑ хыҫҫӑн Колчон савӑннӑ чунӗ ытла пӑшӑрханма тытӑнчӗ.

Тут любящая душа Колчо пришла в страшное, смятение.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов хӑй те ӑшӗнче пӗр хут кӑна мар халӑх пирки шухӑшланӑ та, халь ак халӑх та хӑйне ертсе пыракансене тиркесе калаҫать.

Да он и сам в душе не раз осуждал народ, подобно тому как теперь народ осуждал своих вожаков.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пушӑ алӑпа килне пырса кӗрес мар тесе, Рачко Клисурӑна ҫитсе хӑй валли телей шырама шухӑшланӑ.

Не желая возвращаться домой с пустыми руками, Рачко решил попытать счастье в Клисуре, до которой было недалеко.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ботев вӑл вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе социализм тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ.

(В те времена Ботев мечтал о всемирном социализме.)

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсем, Огнянов инкекӗ пирки шухӑшланӑ май, Стефчовӑн ячӗ кайнине ытлах асӑнми пулчӗҫ.

Несчастье Огнянова, возбудив всеобщее внимание, заглушило интерес к позору Стефчова.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ушкӑнри ҫынсем ҫакӑ мӗне пӗлтерни пирки шухӑшланӑ хушӑра йывӑҫ хӳттинчен пӗр тем пысӑкӑш тӗттӗм кӗлетке курӑнах кайрӗ, паллах ӗнтӗ, ку йытӑ тавраш пулмарӗ, темле тӗлӗнтермӗш, акӑш-макӑш пысӑк упа тейӗн, кайри ури вӗҫҫӗн чӗвен тӑнӑн курӑнчӗ ҫак кӗлетке.

Пока товарищи продолжали недоумевать, из-за деревьев появилась громадная темная фигура, напоминавшая уж, конечно, не собаку, но скорее чудовище, невиданного гигантского медведя, вставшего на задние лапы.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянова сутнӑ тесе шутлакансем, чӑн та, тӗрӗс шухӑшланӑ.

Правы были те, кто предполагал, что Огнянова предали.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Енчен Стефчов вырӑнӗнче Михалаки Алафрангов пулнӑ пулсан, Алафранговӗ ним шутласа тӑмасӑрах хӑй тӑшманне сутнӑ пулӗччӗ, ҫавна вӑл ырӑ ӗҫ турӑм-ха тесех шухӑшланӑ пулӗччӗ.

Будь на месте Стефчова Михалаки Алафранга, он совершил бы предательство со спокойной совестью, уверенный в том, что делает доброе дело.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав обществӑра класла танмарлӑх та, ҫынна ҫын эксплуатацилени те пулмалла мар, ҫынсем пурте пӗр тан пулмалла, унта ҫынна мӗн кирли пурте пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Крепоҫре, калама ҫук йывӑр условисенче, Чернышевский Российӑн пулас кун-ҫулӗ ҫинчен, вырӑс халӑхӗн шӑпи ҫинчен шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

— Анчах, Чарли, эпӗ ҫакӑн ҫинчен виҫӗ кунтан кая шухӑшланӑ тесе, кам каларӗ-ха сире? — терӗ вӑл, ун аллине ямасӑр.

— Но кто ж вам сказал, Чарли, что я не думала об этом гораздо больше трех дней? — отвечала она, не выпуская его руки.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лешӗ вара ун ҫинчен питӗ нумай шухӑшланӑ, — ку пӑхсанах курӑннӑ.

А он уж очень много думал о ней, — это было слишком видно.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Бьюмонт, хӑй шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна шӑп ҫав хавхаланушӑн юратнӑ та ӗнтӗ.

И, сколько ей казалось, именно это одушевление всего больше привлекало к ней Бьюмонта.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл хӑйне питӗ кансӗрлекен пуянлӑх ҫинчен, ыттисене асаплантаракан чухӑнлӑх ҫинчен шухӑшланӑ.

Ее стали занимать общие вопросы о богатстве, которое так мешало ей, о бедности, которая так мучит других.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑнланмалла ӗнтӗ, тата пӗр-икӗ кунтан вӑл ҫав тери хӑраса ӳксе ҫапла шухӑшланӑ: «Ун пирки йӑнӑшрӑм пулас, часах акӑ манӑн хам йӑнӑша тӳрлетме май та пулмасть».

Понятно, что через день, через два она исключительно была занята страхом от мысли: «Скоро я потеряю возможность поправить свою ошибку, если ошибалась в нем».

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл хӑй сӑнама пӗлменнишӗн тарӑхнӑ, «Нивушлӗ эпӗ ҫавӑн пек чухлайман ҫын-ши вара?» — шухӑшланӑ вӑл.

Она досадовала на свое неуменье наблюдать, думала: «Неужели ж я так проста?»

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗнер Полозов тӑтӑшах ҫапла шухӑшланӑ: «Эпӗ санран аслӑрах, нумайрах та пурӑннӑ, ҫитменнине тата тӗнчере манран ӑслӑ ҫын та ҫук; сана вара, мемме, ҫара пакарта, манӑн итлесси пулас та ҫук — эпӗ хам ӑсӑмпа икӗ миллион пухрӑм (тӑваттӑ мар, икӗ миллион ҫеҫ пулнӑ имӗш), — пухса кур-ха акӑ, вара калаҫӑн», халӗ вара вӑл ак ҫапла шухӑшлама пуҫланӑ: «Вӑт мӗнле упа, ӑҫталла ҫавӑрса ячӗ; пӗлет пӑркалама», — Кирсановпа малалла калаҫнӑҫемӗн вара ун умне, упасӑр пуҫне, тата тепӗр чӗрӗ картина тухса тӑнӑ, ӗлӗк, хӑй гусар чухне курни аса килнӗ: Захарченко берейтор «Громобой» ҫинче ларать (ун чухне пикесем хушшинче, кавалер господасем — ҫар ҫыннисемпе статскисем — хушшинче те Жуковский балладисем паллӑ пулнӑ), «Громобой» вара Захарченко айӗнче тӑпӑртатса ҫеҫ ташласа тӑрать.

Вчера Полозову все представлялась натуральная мысль: «Я постарше тебя и поопытней, да и нет никого на свете умнее меня; а тебя, молокосос и голыш, мне и подавно не приходится слушать, когда я своим умом нажил два миллиона (точно, в сущности, было только два, а не четыре), — наживи-ка ты, тогда и говори», а теперь он думал: «Экой медведь, как поворотил; умеет ломать», — и чем дальше говорил он с Кирсановым, тем живее рисовалась ему, в прибавок к медведю, другая картина, старое забытое воспоминание из гусарской жизни: берейтор Захарченко сидит на Громобое (тогда еще были в ходу у барышень, а от них отчасти и между господами кавалерами, военными и статскими, баллады Жуковского), и Громобой хорошо вытанцовывает под Захарченкой.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пурнӑҫ законӗсене Кирсанов евӗрлӗ ҫирӗп ӑнланман ҫынсем шухӑшланӑ пек, вӑл ӗҫе теветкеллӗх те ытлашши пысӑках кирлӗ мар.

И риск в нем вовсе не так велик на самом деле, как покажется человеку, менее твердому в своих понятиях о законах жизни, чем он, Кирсанов.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Катерина Васильевна ашшӗне юратнӑ, ун сӑмахӗ-шухӑшӗпе хӑнӑхма килӗшнӗ; ашшӗ, ӑна нимпе те аптратман; ҫапла вӑл хӑйне юратнине ҫеҫ каланине пӗлнӗ; ҫитменнине тата вӑл ытларах хӑй кӑмӑлне каякан япалана тӑвасси ҫинчен мар, хӑйне юратакансен кӑмӑлне хуҫас марри ҫинчен шухӑшланӑ; ун пеккисем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене: «Эсир мӗнле шухӑшлатӑр, эпӗ ҫавӑн пек тӑвӑп», теҫҫӗ.

Катерина Васильевна любила отца, привыкла уважать его мнение; он никогда не стеснял ее; она знала, что он говорит единственно по любви к ней; а главное, у ней был такой характер больше думать о желании тех, кто любит ее, чем о своих прихотях, она была из тех, которые любят говорить своим близким: «Как вы думаете, так я и сделаю».

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ тӳрӗрен хам шухӑшланӑ пек каларӑм.

Я прямо сказал, как думаю.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех