Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑ сăмах пирĕн базăра пур.
утӑ (тĕпĕ: утӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пекех тӑрса юлчӗ те вӑл Григорий асӗнче — хулпуҫҫи ҫине уртса янӑ, тӗрлесе тунӑ гусар куртки, ҫӳлелле тӑрмаланса тӑракан шурӑ ҫӳҫ кӑтрашкисем тата хастарлӑ та шанчӑклӑ утӑ.

Таким он и остался в памяти Григория — накинутая внапашку расшивная гусарская куртка, белесые, торчмя поднятые вихры и уверенная, бравая походка.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ачасем мана утӑ ҫыхма пулӑшма пыма чӗнеҫҫӗ.

Ребята кричат, чтоб я помог им траву увязать.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир виҫҫӗн фуражиркӑсемпе утӑ илме каятпӑр.

Едем трое с фуражирками за травой.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванков утӑ ҫыхмалли пӑявне аллинчен ӳкерчӗ.

Иванков выронил фуражирку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл аллисене пилӗк пиҫиххийӗ хушшине чикнӗ, шлепке хӗрри айӗнчен куҫӗсене шӑмарса, утӑ ҫулакан Шегольков ҫине пӑхать.

Он сунул руки за пояс, из-под полей шляпы, насупясь, оглядывал косившего Щеголькова.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов Иванковпа Шеголькова утӑ ҫулма кайма хушрӗ.

Астахов назначил косить Иванкова и Щеголькова.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӳме леш енче утсем, сӗткӗнлӗн кӑчӑртаттарса, утӑ чӑмлаҫҫӗ.

За стенкой мокро хрустели сеном кони.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хамӑр патӑмӑрти ҫеҫенхирпе танлаштарсан, утӑ нимӗн чухлӗ те тухмасть.

Супротив нашей степовой не выйдет.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кил пирӗнпе утӑ ҫулма, пан!

— Иди с нами косить, пан!

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро утӑ купине йӗркелесе тӑракан ашшӗ ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ те аллине сулчӗ.

Петро опасливо поглядел на отца, вершившего копну, махнул рукой.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий унӑн питне кураймарӗ, анчах та чӳречесем умӗнче кӗпӗрленсе тӑракан казаксем вӑрттӑн кӑшӑлтатса илнине тата ҫемҫен утӑ чӑштӑртатнӑ сасса илтрӗ.

Лица ее Григорий не видел, но слышал затаенный сап казаков, торчавших у окошек, и хруст, приятный и мягкий, сена.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лаша сӗткенлӗн кӑмпӑртаттарса утӑ ҫисе тӑрать, хӗҫпе касма вӗреннӗ чух мӑкӑлтанӑ кайри урине хӗссе, хуҫи ҫине хӑйӗн кӗрен куҫӗпе чалӑшса пӑхрӗ.

Конь мокро хрустел сеном, косил на хозяина розовый глаз, поджимая заднюю, ушибленную на рубке ногу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аттепе иксӗмӗр улӑхра утӑ ҫулатпӑр пек те, йӗри-таврах, анкарти хыҫӗнчи шур тӑрӑллӑ чечексем евӗр, ҫӑлтӑрсем сапаланса выртаҫҫӗ пек, — пушмак пӑрӑвӑнни пек ӑшӑ куҫӗсене ҫутӑлтарса калама тытӑнчӗ йӑваш Прохор Зыков; — ҫулатпӑр пек хайхи, курӑкӗ ҫава касса уҫӑлми йӑванса пырать пек…

Будто косим мы с батей сено в лугу, а миру кругом высыпало, как ромашки за гумнами, — говорил, сияя ласковыми телячьими глазами, смирный Прохор Зыков, — косим мы это, трава так и полегает…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астуса илме пикенчӗ Григорий ҫав хыҫа юлнӑ ҫул епле иккенне, анчах та ун пуҫне нимӗн те шутлӑн йӗркеленсе вырнаҫмарӗ; станцӑсен хӗрлӗ ҫурчӗсем, лӑкӑш-лакӑш урай айӗнче тӑкӑлтатса пыракан вагон ураписем, ут тислӗкӗпе утӑ шӑрши, пӑравус айӗнчен нимӗн татти-сыпписӗр ҫип пек тӑсӑлса тухакан рельсӑсем, ҫула май вагон алӑкӗсенчен явӑнкаласа кӗркелекен кӑвак тӗтӗм, перрон ҫинче тӑракан жандармӑн пысӑк мӑйӑхлӑ шыҫмак пичӗ, — те Воронежра курнӑччӗ ӑна, те Киевра…

Пытался Григорий вспомнить оставшийся позади путь, ничего связного не выходило; красные станционные постройки, татакающие под шатким полом колеса вагонов, запах конских испражнений и сена, бесконечные нити рельсов, стекавшие из-под паровоза, дым, мимоходом заглядывавший в дверки вагонов, усатая рожа жандарма на перроне не то в Воронеже, не то в Киеве…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуторта ҫавасем туптама тытӑннӑччӗ, кӗрепле аврисем савалама пуҫланӑччӗ, хӗрарӑмсем утӑ ҫулакансене йӑпанма кӑвассем йӳҫӗтсе лартнӑччӗ.

Отбивали косы по хутору, выстругивали грабельники, бабы квасы томили косарям на утеху.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утсем шӑлӗсене кӑчӑртаттарса утӑ чӑмлаҫҫӗ, хӑйсен айӗнчи тӗрев чӗтревлине туйса, ураран-ура пусса пыраҫҫӗ.

Лошади хрустели сеном, переступали, чуя зыбкую опору под ногами.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ҫывӑрса кайма пикенчӗ, анчах та унӑн ыйхине, утӑ валемне ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек, пуҫри шухӑшсем вӗҫтерсе кайрӗҫ.

Аксинья пробовала уснуть, но мысли разметывали сон, как ветер копну сена.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утӑ кӑҫал пухкаларӑмӑр, виҫӗ капан пулчӗ.

А сенов ноне наскребли, три прикладка свершили.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Евгений Николаевич тӑрӑшнипе Григорий лагере каяссинчен хӑтӑлса юлчӗ те, утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ӗҫлет, хутран-ситрен ватӑ панпала станцие кайса килет, ытти вӑхӑтсенче вӗсем, панпа иккӗшӗ, хир чӑххисем тытма сунара ҫӳреҫҫӗ е тата Григорий пӗчченех наганпа персе хир кӑрккисем тытма кайкалать.

Григорий, избавившись от лагерного сбора по ходатайству Евгения Николаевича, работал на покосе, изредка возил старого пана в станицу, остальное время ходил с ним на охоту за стрепетами или ездил с нагоном на дудаков.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑмаран тунӑ кровать ҫинче ут ҫийӗпе витсе хунӑ, чул пек пирченсе кайнӑ утӑ, тата Сашкӑн витӗрех лаша тарӗ шӑрши ҫапнӑ аҫамӗ выртнӑ.

На дощатой кровати лежало прикрытое попоной, сбитое камнем сено и весь провонявший конским потом Сашкин зипун.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех