Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кабинета Муза Филипповна кӗчӗ, сӑмса ҫинчи куҫлӑхне майлаштарса лартрӗ, кӑшт сиввӗн сывлӑх сунчӗ, Тополев кунта пулман пулсан, вӑл ҫапла тӑвас ҫукчӗ, старикрен вӑл хӑракаланӑ, ӑна юратсах та кайман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ковшов инженер ӑна хӑйӗн умне лартрӗ, ним именмесӗрех Тополев ҫырнӑ хутсемпе чакаланма пуҫларӗ, кашни минутрах унӑн ӗҫӗсене ку ӑста инженер шухӑшӗ мар, шкулта вӗренекен ача ҫырнӑ пек ҫырнӑ тесе уҫҫӑнах хурлама тытӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пирвайхи сӑмахӗсене вӑл хыттӑн та хӑвӑрттӑн каласа хучӗ те ватӑ инженер ҫине пӑхса илсен калаҫма чарӑнчӗ — ӑна Кузьма Кузьмич хуйхӑллӑн пӑхни, унӑн пӗтӗм сӑн-пичӗ тата мӗскӗннӗн пусӑрӑнса ларни чарса лартрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Питӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӗсене пур енчен те пыра-пыра ҫапрӗ, вӑл е тытса чарчӗ, е каялла ывӑтрӗ, е ҫурӑмран тӗртсе ҫӗр ҫумне пусарса лартрӗ, е аялтан ҫаврӑнса кӗрсе ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ходжер вӗсене хирӗҫ тепӗр тенкел лартрӗ, вара тата тӑватӑ старик чыслӑн вырнаҫса ларчӗҫ те чӗлӗмӗсене мӑкӑрлантарма пуҫларӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Максим инженерсене пысӑк лампа ҫакнӑ кӗтессе лартрӗ.Максим усадил инженеров в светлом углу, под большой керосиновой лампой.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Катя тӑварланӑ шултра хӑяр илсе кӗрсе сӗтел ҫине лартрӗ те мӑнаҫлӑн: ку хамӑр пахчаран, тесе пӗлтерчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пружинисем хӑпарса тӑракан ҫӗтӗлсе пӗтнӗ диван ҫине лартрӗ те мана тӳрех хӑй ӗҫӗ ҫинчен калама пуҫларӗ:Усадив меня на ободранный, с торчащими пружинами диван, он сразу стал рассказывать:
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Беридзе хушнӑ тӑрӑх, Ковшов старике кабинета лартрӗ — «ӗҫе часрах хутшӑнӗ», терӗ.По совету Беридзе, Ковшов усадил старика в кабинет — «скорее втянется в поток».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл кӗске кӗрӗкне тӳмелерӗ, ҫӗлӗкне пусса лартрӗ, такӑрлатнӑ яка ҫулпа килне чупрӗ.Запахнув полушубок и надвинув шапку на уши, он побежал по укатанной и скользкой дороге домой.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ольга чемоданне уҫса та пӑхмарӗ, тумтирсем ҫакнӑ тӗле лартрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Серафима хӗпӗртесе ӳкрӗ — вӑл хӑнасене пӑхма хавас пулнӑ, Беридзе пӳлӗмӗнчи сӗтел ҫине вӑл савӑнӑҫлӑн апат-ҫимӗҫ кӑларса лартрӗ.Серафима сияла — она любила принимать гостей — и торжественно накрыла стол в комнате Беридзе.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Отдела ертсе пыма Ковшова лартрӗ, Тополева унӑн заместителӗ турӗ.Во главе отдела поставили Ковшова, его заместителем — Тополева.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Старшина хӗрсе калаҫнӑ чухне хывнӑ пысӑк алсине тӑхӑнчӗ, ҫӗлӗкне пусса лартрӗ.— Старшина натянул снятые в пылу разговора рукавицы, каждая размером с лопату, и надвинул шапку.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
«Костя» ҫурта ҫутрӗ, радиоприемникне ҫырмалли сӗтел ҫине лартрӗ, ҫинҫе шнурокне юнашар пӳлӗмре пурӑнакан нимӗҫ офицерӗн радиопроводкипе ҫыхӑнтарчӗ, хӑй умне записной кӗнеке, кӑранташ хучӗ, унтан наушник тӑхӑнчӗ те кирлӗ радиостанцие шырама пуҫларӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хӑй машина рульне тытрӗ, пире хуралласа пыма вырӑс полицайне лартрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ординарец сӗтел ҫине каллех апат лартрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Мишша сӗтел ҫине колбаса, пашалу касса тултарнӑ икӗ алюмини чашӑк, ултӑ кружка лартрӗ.Миша поставил на стол две алюминиевые миски с нарезанной колбасой, лепешки, несколько кружек.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑл кӗске вӑхӑтрах ремонт тӑвакан цеха юсаса лартрӗ.За очень короткий, срок он сумел восстановить ремонтный цех.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Анне ман ал-урана ҫыхса лартрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.