Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Улма тасатма янӑ, эпӗ ҫӗрлехи хурала та кӑнтӑрла умӗн тин улӑштартӑм.— Картошку чистить, а я ночную заставу только к полудню снял!
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем кӑштӑртатнинче, ҫӗрлехи фиалка чечекӗсемпе вӑрман хӑяхӗн шӑршинче ылтӑн ҫӑлтӑрӗсемпе ялтӑртатса тӑракан пӑчӑ ҫӗр канӑҫа пӗлмен тӑмана пек кӑшкӑрса янтраса тӑнӑн туйӑнчӗ.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӗрлехи вӑхӑт чарӑнмасӑр юрлакан тӗрлӗ кайӑксен сассипе, шапасем кӑваклатнипе, вӑрам тунасем нӑйлатнипе, ҫуначӗсемпе лапсӑртатакан кайӑк пек туйӑнчӗ.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Темӗншӗн мана тахҫанхи, виҫӗ ҫул маларах пулнӑ ӗҫ асӑма килчӗ: ҫакӑн пекех ҫӗрлехи ӑшӑ тӗттӗм каҫ эпир аттепе иксӗмӗр вокзалтан киле вӑрман урлӑ пӗчӗкҫӗ те тӳрӗ ҫулпа тавӑрӑнаттӑмӑр.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Кун каҫа эпир хирсенче, ҫырмасенче пытанкаласа ирттернӗ, е пӗр-пӗр улахрах хутӑр таврашӗнче чарӑнса каннӑ; ҫӗрлехи вӑхӑтра эпир кӗтмен ҫӗртенех пӗчӗкрех гарнизонлӑ полустанкӑсене пырса тапӑнкаланӑ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӗрлехи похода тухса каяс умӗн юлташсем котелоксемпе ҫуллӑ пӑтӑ пӗҫерчӗҫ, вут хурса вӗри кӑварлӑ кӗл ҫинче ҫӗрулми пӗҫерчӗҫ, курӑк ҫинче йӑваланса выртрӗҫ, винтовкисене тасатрӗҫ, пурте лайӑх канчӗҫ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
«Ҫывӑрам, — терӗм, — халӗ ҫӗрлехи вӑхӑтра мана никам та тупас ҫук. Эпӗ ывӑннӑ…«Засну, — решил я. — Сейчас ночь, никто меня здесь не найдет. Я устал…
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Такан чанклатӑвӗ ҫӗрлехи тӳремлӗхе пин-пин ут мӗлкисемпе тултарса пырать — ҫак кӗтӳ чупу-ыткӑнӑвӑн пуҫ ҫаврӑнса минремелле хӑвӑртлӑхӗпе урса-тилӗрсех кайнӑ тейӗн.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫӗрлехи тӗттӗм ӑна тимлӗ, сис-чӳллӗ чӗмсӗрлӗхпе кӗтсе илчӗ.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Тӳпере, ҫӗрлехи ҫуткӑҫсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗсем пӗрӗхсе чӑпарлатнӑскерте, курӑнми йывӑҫсем кӗпӗрленнӗ; вӗсен ҫӑра ҫеҫкелӗхӗ пуҫа ҫепӗҫ, анчах вӑйлӑ шӑршипе — ҫӑра та пылак, хумхантаруллӑ та ирӗклӗ, нӳрлӗ те хӗрарӑмӑн ыйхӑ тӗлӗшпе ҫурма уҫӑ ҫӑварӗ пек черчен шӑршӑпа — ҫавӑрать-минретет; сывлӑшри мӗльюн-мӗльюн сӗртӗнӳпе ыталать те хавха сарать тата, шӑплӑх евӗрлех, ҫунатсӑр та ҫӑп-ҫӑмӑл, чикӗсӗр-чараксӑр хуҫалла, туйӑнми вӑйӑмсемпе ӳсет-ҫӗкленет.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Тунсӑхпа янрашрӗ ахрӑм инҫете чӗне-чӗне, Ҫӗрлехи шӑналӑк карнӑ ӗмӗт-шухӑш тӗнчине Ҫитсе тухрӑмӑр — йӑл! кулчӗ тин вӑраннӑ тӑван ен, Урнӑ тамӑк ахӑлтатрӗ сӗмлӗхре сас ҫӗтиччен.Им, зовущим, как печаль эха, и только им, Тьмой завешенный — улыбался голубой край.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Пӗрех ылхантӑм, лартӑм шӑппӑн ҫеҫ кӳтсе, Пархӑт пек ӗмӗлкесем те ҫутӑ кавирне сӳтсе Ҫӗрлехи ҫӑлтӑрсене те е хирти тыр пул тӗсне Санӑн куҫунта упрасшӑн.Бархат тени и ковры света в заревой час, Звезды ночи и поля хлеба для твоих глаз.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫӗрлехи аллея ӑмӑррӑн чӑшӑлтатни евӗрлӗ пӑшӑлтату тамалнӑ самантрах Хейль сӑнне сивлек кулӑ хупларӗ; вӑл тарӑннӑн хаш-ш! сывларӗ те — уҫӑмлӑн, анчах малтанхилли тӳлек сасӑпах калаҫма пикенчӗ:
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Вӑрӑ пӳлӗмрен пӳлӗме иртет, кӗсье хунарӗн ҫаврака йӑлтӑркки ҫӗрлехи тӗттӗм хупланӑ шпалерпа сӗтел-пукан-шкап ҫийӗн шӑвать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
Ҫӗрлехи ҫак сехетре иртен-ҫӳрен ҫукпа пӗрех; бульвар вӗҫӗнче, картлашка тӗлӗнче, хура мантилье тӑхӑннӑ хӗрарӑмӑн кӗлетки уҫӑмлӑн курӑнать; унӑн куҫӗсем ҫӑлтӑрсем евӗр йӑлкӑшса илчӗҫ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫара пуҫӑн, хӑйӗн хыҫӗнче вӗҫӗмсӗр чӗмсӗр чӗнӳ туяканскер — Стомадор ҫӗрлехи пушӑлӑхра йӗри-тавра пӑхкалать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак пусӑ тарӑнӑшӗ пирки тӗрлӗ майлӑ сӳтсе явса ӗҫе часах пуҫӑнаймарӗҫ, ҫапах та Галеран икӗ метр чӗрӗк тарӑнӑш чавмаллине ӗнентерчӗ-ӗнентерчех: пӗр метр — горизонталь ҫул, ытти вара — ҫӗр ай ҫул маччин хулӑнӑшӗ, вӑл ҫӳхерех чухне ҫӳлте, чул сарнӑ ҫул ҫинче, йывӑр грузовиксем ҫӳресе ишме пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ку тарӑнӑшра ҫӗрлехи шӑплӑхӑн хӑрушӑ ӗҫ сасси илтӗнмест.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак вӑхӑтра Давенант ҫывӑратчӗ; тӗлӗкре ҫӗрлехи уй-хирте ейӳ сарӑлнине курать, — шыв хуп-хура.В это время Давенант спал и видел во сне темную воду, заливающую ночные поля.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенантшӑн вара — ҫӗрлехи тӗттӗмре мӗлке кӑштах ҫеҫ хускалтӑр, ҫав самантрах мӗлкене шӑп варринчен лектерсе ӳкерет.Довольно было Давенанту колебания во тьме ночной тени, чтобы он разил самую середину ее.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӗрлехи сивве хирӗҫленӗ хыҫҫӑн унӑн ҫывӑрманнипе тата утнипе вӑйсӑрланнӑ чӗри унран губкӑри шыва сӑрӑхтарнӑн тар кӑларать, анчах вӑл йывӑррӑн сывла-сывла, тӑвӑн майӗпен-майӗпен улшӑнса пыракан ӗренкисене тӗсесе утать те утать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.