Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрлехи (тĕпĕ: ҫӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку тумтире тӑхӑнсан сана никам та паллаймӗ, ҫӗрлехи тӗттӗмре эсӗ тӑшман куҫӗнчен ҫухалӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Павлуш тинех ӑнланчӗ: ун умӗнче ҫӗрлехи патруль иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Парк витӗр ҫӗрлехи патруль иртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрлехи пӗчӗк лампӑна, Петя ҫине ҫутӑ ан ӳктӗр тесе, комод тӑррине лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрлехи «вӑрӑ-хурахсем», ӑна вӗренпе шӑппӑн ҫеҫ туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрлехи сасӑ аякка каять, ҫавӑнпа виҫҫӗшӗ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр ларса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акушер клиникине ҫӳрес пулать кӑҫал, ҫӗрлехи дежурствӑсем пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫӗрлехи шӑрчӑк кӑмака айӗнче чӗриклетни кӑна илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак пӗчӗк пӳртне те вӑл халӑх ӗҫӗпе ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫӗрлехи вӑхӑтсенче килсе ҫитсен кӗрсе выртма ятарласах лартасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Малалла вара — ҫӗрлехи хӑрушӑ тӗлӗк; икӗ ҫын сӗм тӗттӗмре ҫаврӑнать-сикет, вӗсем ухӑ йӗпписен шӑвӑнчӑк шӑхӑрӑвӗнчен пытанаҫҫӗ, халран кайнипе ӳкеҫҫӗ, упаленеҫҫӗ, вӗсенчен пӗри, пӑшалне сыхласа хӑварнӑскер, тилӗрсе хыҫалалла перет те перет, акӑ тинех тӗксӗм юхан шывпа кимӗ патне ҫитсе ӳкрӗҫ.

А дальше был страшный ночной сон, когда, кружась во тьме, кланяясь ползущему свисту стрел и падая от изнеможения, два человека, из которых один, сохранивший ружье, бешено стрелял наугад, — пробрались к темной реке и лодке.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Ҫынсен ушкӑнӗсем кӑвайт патӗнчен айккинелле сапаланчӗҫ; ҫав самантрах ҫӗрлехи кайӑк вӑрманта шалта уҫӑмлӑн та кӑмӑллӑн кӑшкӑрчӗ, — сехет куккукӗн сасси тейӗн.

Толпа рассыпалась, покинув костер; в то же мгновение ночная птица крикнула в глубине леса отчетливо и приятно, голосом, напоминающим часовую кукушку.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Аслисем чӗнмеҫҫӗ; хутран-ситрен ҫеҫ тахӑшӗн аякрилле кӑшкӑравӗ-чӗнӗвӗ ҫӗрлехи кайӑк сасси евӗр янӑрать, унтан каллех — тулхӑрса ҫунакан кӑвайтӑн чупкӑн ҫатӑртатӑвӗ кӑна.

Взрослые хранили молчание; изредка чье-нибудь отдаленное восклицание звучало подобно крику ночной птицы, и опять слышался лишь беглый треск пылающего костра.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Эли куҫӗсене чарса сӑнать, унӑн ҫӗрлехи сӑйланӑвӑн чи пӗчӗк вак-тӗвеклӗхне те вӗҫертес килмест.

Эли смотрел во все глаза, боясь упустить малейшую подробность ночного пиршества.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Вӗсем ҫӗрлехи пӑтӑрмаха сӳтсе явнах, Моргиана ҫакна ӑнланать, анчах кӑшкӑрашу кӑна илтет, сӑмахсен тӗшшине ӑнкармасть.

Моргиана понимала, что они говорят ей о происшествии, но слышала одни восклицания, не различая слов.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сакӑр сехет ҫапсан шухӑш-сӗмленӗвӗ тамалчӗ; Неттин ӑмӑрланнӑ сӑнне вӑл кӑсӑкланса сӑнать, анчах ҫӗрлехи пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пирки унран ыйтса тӗпчеме хӑтланмарӗ те; картишре мӗнле тӗшмӗртӳ ҫӳрени, ун пирки мӗн шухӑшлани те уншӑн халӗ пур пӗрех.

Как пробило восемь часов, ее размышления кончились; с интересом рассматривала она мрачное лицо Нетти, но не пыталась выведать от нее что-либо, касающееся происшествий ночи; также было ей все равно, какие догадки бродят во дворе и что о ней думают.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫумӑрпа йӗпеннӗ ҫӑмӑл машина чӳречисем ҫӗрлехи ҫутӑра уйрӑмах кичеммӗн курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫӗрлехи сасӑ ян-ян туса саланчӗ пушӑ коридор тӑрӑх шиклӗх ҫуратса.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫак урамран чул сарнӑ ҫул ҫине тухсан каллех кӑнтӑрлахи кӗрлевпе ҫӗрлехи ҫутта лекрӗм те сулахаялла пӑрӑнтӑм, ӑшӑмри темӗнле тӗшмӗртӳ мана эпӗ малтан тата кайран утнӑ икӗ ҫул кӗтесӗн вӗҫне ҫитме хистет.

Поднявшись к пересекающей эту улицу мостовой, я снова попал в дневной гул и ночной свет и пошел влево, как бы сознавая, что должен прийти к вершине угла тех двух направлений, по которым шел вначале и после.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Манӑн — кулас та килет — кӑмӑлӑм ҫемҫелчӗ: капитанӑн хальхи тыткаларӑшӗ иртнӗ ҫӗрлехи унӑн путсӗр, флегматикла-искусствӑлла тата — каярахпа — тискер сӑмахлавӗ патне ҫывӑха та пымасть.

Я был — смешно сказать — тронут: так теперешнее обращение капитана звучало непохоже на его дрянной, искусственно флегматичный и — потом — зверский тон сегодняшней ночи.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫӗрлехи калаҫӑва аса илме кӑмӑллах мар, мӗншӗн тесен эсир мана йӑнӑш ӑнланман-ши тетӗп.

Мне неприятно вспоминать ночной разговор, так как я боюсь, не поняли ли вы меня превратно.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех