Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутинче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та эпӗ тепӗр хут лӑпкӑн сывлама пикентӗм, кушак аҫине айккинелле тӗртсе ятӑм; д'Обремон хӑйӗн кӗтесӗнче хускалмасӑрах выртать, уйӑхӑн тӗксӗм ҫутинче унӑн шурӑ мӑйӑхӗ ҫийӗн шӗвӗр сӑмси курӑнать, ҫывӑракан куҫ лупашкисем мӗлкепе витӗннӗ, вӗсем манӑн хусканусене сӑнаҫҫӗ тейӗн.

Однако я успел отдышаться и оттащить кота в сторону, а д'Обремон продолжал лежать неподвижно в своем углу, откуда виден был при тусклом свете луны его острый над белыми усами нос, а впадины спящих глаз, покрытые тенью, казалось, подсматривали за моими движениями.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Юрату ҫутинче Дэзи ҫав тери хитре курӑнать.

Она была хороша в свете любви.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.

Хӑпартланӑвӗн ҫутинче ун умӗпе япала хыҫҫӑн япала куҫса иртет, кӗҫех вӑл алӑка курчӗ, ӑна самантрах кӑмӑлласа пӑрахрӗ, мӗншӗн тесен Дэзи кӗрсе тухакан алӑк шӑпах ҫапла сӑнарланнӑччӗ.

Предмет за предметом проходили перед ним в свете его восторга, и он увидел дверь, мгновенно полюбив ее, потому что вот так выглядела дверь, через которую проходила Дэзи.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.

Акӑ пач кӗтмен ҫӗртен эсир хунарӑн тӗксӗм ҫутинче кайри урисем ҫинче ларакан капмар арӑслана асӑрхатӑр; ҫурма тӗттӗмре вӑл хуп-хура.

И вот видите вы в скупом свете фонаря присевшего на задние лапы огромного, черного от полутьмы льва.

IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Ҫак самантра темӗн пулса иртрӗ: сысна хӑлхана ҫурасла ҫухӑрса ярса хуҫине тӗксе ӳкерчӗ; ҫӗрелле чикеленнӗ май хуҫа сӳнекен хунар ҫутинче хӑрушӑ, тискер чӗр чуна курах кайрӗ; хайхискерӗн ҫавра куҫӗсен тавра вут-хӗм сирпӗнет, урине сысна ҫинелле тӑснӑ, — геральдика арӑсланӗ пек, урӑхла каласан — мӑнаҫлӑн.

Тут произошло нечто: свинья, пронзительно завизжав, сшибла хозяина, и, падая, увидел он в вспышке потухающего фонаря грозное чудовище с острым пламенем круглых глаз, заносящее над свиньей лапу, в позе геральдических львов, то есть величественно.

IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Комендантӑн моряк карттусӗ, хурарах хӗрлӗ пиншакӗ, шурӑ шӑлаварӗ, кӑвак галстукӗпе йӳнӗ туйи электричество хунарӗн йӑлкӑш ҫутинче хӑйсен пӗтӗм мӗскӗнлӗхӗпе тухса тӑчӗҫ.

Морская фуражка, коричневый пиджачок, белые брюки, голубой галстук и дешевая тросточка Коменданта на ярком свете электрического фонаря предстали в своем убожестве.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Тӗлӗнмеллерех, вичкӗн, ҫиҫӗм йӑлтӑртатӑвӗ пек ҫутӑ аромат мана чӗремрен перӗнчӗ; анчах ҫил хӗвел анӑҫӗнчен пырса ҫатлаттарчӗ — кирдиф тата тимӗр шӑршипе; ҫил ман еннелле хӑйӗн ҫурҫӗр сӑн-питне ҫавӑрчӗ, тӳпери тӗрлӗ тӗслӗ вӑйӑ ҫутинче капмар кӑвак пӑр чӗрӗлӗхӗпе ытамларӗ; юлашкинчен, там-тамӑн уҫӑмсӑр тата мӑран сасси евӗр, хӗвел тухӑҫ ҫил авӑкӗ питӗмрен ыйхӑпа тата пылак ӗнтӗркевпе ӑнтӑлса ҫапӑнчӗ.

Странный, резкий и яркий, как блеск молнии, аромат коснулся моего сердца; но ветер ударил с запада, дыша кардифом и железом; ветер повернул ко мне свое северное лицо, облив свежестью громадного голубого льда в свете небесной разноцветной игры; наконец, подобный медлительному и глухому удару там-тама, восточный порыв хлынул в лицо сном и сладким оцепенением.

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Тӳпе хӗрринче, таҫти ҫӳлти мачча ҫурӑкӗсен вӗҫӗмсӗр мӗлтлетекен ҫутинче, кӑпӑклӑ симӗс хумсем инҫетри пӗлӗтсем патнелле чарӑна пӗлми ӑнтӑлаҫҫӗ; вӗсен хушшинче ҫавра ҫилсен хура кӑтрисем ҫапкаланаҫҫӗ; вӗсем ҫийӗн — ухмаха ернӗ кайӑк кӗтӗвӗлле — аял пӗлӗтсем кӗпӗрленсе куҫаҫҫӗ, — пӗтӗмпех хутӑшса кайрӗ.

На краю неба, в беспрерывно мигающем свете небесных трещин, неудержимо влеклись к далеким облакам пенистые зеленоватые валы; среди них метались черные завитки смерчей; над ними, как стая обезумевших птиц, толпились низкие тучи — все смешалось.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Шухӑшне вӗҫлемесӗр вӑл Гнора пуҫӗпе сӗлтрӗ, пӗрремӗш юрату чечекленӗвӗнче хӗрарӑм ҫеҫ пӑхма пӗлекен куҫсемпе ӑна тӗсеме чарӑнмасӑр — алӑк умнелле чакса тӑчӗ, анчах ҫийӗнчех каялла таврӑнчӗ, чӳречен тусанлӑ ҫутинче йӑлтӑртатакан рояль патне пычӗ те клавишсене пусрӗ.

Не договорив, она кивнула Гнору, продолжая смотреть на него тем взглядом, каким умеет смотреть лишь женщина в расцвете первой любви, отошла к двери, но возвратилась и, подойдя к роялю, блестевшему в пыльном свете окна, тронула клавиши.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Хӗвел аннӑпа пӗрех, тин ҫеҫ тӑрӑнтарса лартнӑ, пурӑпа ҫырнӑ хӗресе юлашки пайӑркасен ҫутинче шыраса тупрӗ телейлӗскер; вӑл картаран инҫех мар, масарӑн ешӗл, чечекленекен, чи аякри, тӗттӗм кӗтесӗнче.

И к тому времени, когда солнце садилось, несчастная, в последнем его свете, отыскала свежий, с надписью мелом крест; он стоял невдалеке от ограды, в дальнем, самом глухом, зеленом и цветущем углу кладбища.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Хӗре аллинчен ҫатӑрласа тытса, шуҫлак пылчӑкра урисемпе шӑва-шӑва тата ҫиҫӗм ҫутинче йывӑҫ ӳсмен вырӑн шыраса Нок кӑштах малалла куҫрӗ, анчах вӑр-ман ҫӑралсах пынине курчӗ те чарӑнчӗ.

Держа девушку за руку, ежеминутно расползаясь ногами в скользкой грязи и высматривая, пользуясь молнией, свободное от деревьев место, Нок одолел некоторое расстояние, но, убедившись, что далее лес становится гуще, остановился.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок кӗсменсене вӗҫертсе шӑрпӑк чӗртрӗ, чӗлӗмне хыттӑн паклаттарать; ҫулӑм ҫутинче Гелли ҫамрӑк ҫыннӑн чӗлӗм патнелле тӗлленӗ куҫӗсене ҫав тери тинкерсе пӑхрӗ; вӗсем пӗртте хӑрушшӑн курӑнмаҫҫӗ — ытти ҫыннӑнни пекех.

В это время Нок, выпустив весла, зажег спичку и засопел трубкой; в свете огня его лицо с опущенными на трубку глазами, жадно рассмотренное Гелли, показалось молодой девушке, к великому ее облегчению, совсем не страшным, — лицо как лицо.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Сӑпани пырса кӗнӗ чухне Ольга Матвеевна сӗтел хушшинче ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче темле хутсем пӑхкаласа ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, пурнӑҫӗ ҫавнашкалччӗ унӑн: тӑван яла та кӑнтӑр ҫутинче пырса кӗме шанчӑксӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ҫутинче хӗр пичӗ пушшех сӗт пек тасан курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ку тӑрӑхра кун ҫутинче ҫӳреме хӑрушӑ, луччӑ каҫчен кӑштах канса илер, — те сӗнчӗ, те хушрӗ Мина.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах — те юлашки хут ӗнтӗ — ҫӗре лӗпӗш пек ҫӑмӑл юр ӳккеленӗ те, халӗ йывӑҫ ҫинчен, пӳрт тӑрринчен, ытти ҫӗртен тумламсем аялалла пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ывтӑнаҫҫӗ, хӗвел ҫутинче, ахах пӗрчисем пек, йӑлтӑр та ялтӑр туса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех пӳрт алӑкӗ, каярах — хыҫалти хапха калинкки чӗриклетни илтӗнчӗ, уйӑх ҫутинче сенӗк тытнӑ арҫын курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Маччаран ҫакнӑ ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче вӑл темле хӑрушшӑн курӑнать: пуҫне ҫапса шӑтарнӑ пулас та, юхса тӑнӑ юн, кӑлкан пек шурӑ ҫӳҫе тӑрмалантарса, тем анлӑш кӗвелсе хытнӑ; сулахай алли кравать хӗрринчен лӗнчӗр усӑннӑ; кӗпине тӑршшӗпех ҫурса янӑ та, хырӑмӗ ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем палӑраҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех