Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыранхи (тĕпĕ: ыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан Чижика ыранхи урок ҫинчен каласа парать те: — Ну, ыйт манран, — тесе хушать.

А потом расскажет Чижику про завтрашний урок и велит: — Ну, задавай вопросы.

Ленӑна ҫав тери йывӑр // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Леночка тетрадьсене тӗрӗслесе пӗтерет те ыранхи урока хатӗрленме тытӑнать.

Проверит Леночка тетрадки и начинает готовиться к завтрашнему уроку.

Ленӑна ҫав тери йывӑр // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Кашнинчен ыранхи куншӑн икҫӗршер грамм касса илме пулать, — ҫитет-ши?

С каждой можно снять на завтрашний день по двести граммов,— хватит?

Вӗренсе тухакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫавӑнтах тата хӑйӗн сӑмахне тӳрлетсе хучӗ: — урӑхла каласан, ыранхи ир паянхи каҫран ӑслӑрах.

И тут же внес поправочку: — т.-е. завтрашнее утро мудренее сегодняшнего вечера.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫӗнӗ ҫул сирӗн мӗнпур ӗмӗтӗре пурнӑҫлатӑр, пурсӑра та ӑнӑҫу тата ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхмалли лайӑх майсем парнелетӗр, кашни ҫемьене савӑнӑҫпа ырлӑх кӳтӗр.

Пусть Новый год исполнит все ваши мечты, принесет удачу, уверенность в завтрашнем дне, радость и благополучие каждой семье.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе саламлани // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/12/30/glava- ... et-s-novim

Урамӗ те ку, пӑхӑсӑн, ялтан ҫӳлерех, уҫӑ вырӑна йӗр ҫапнӑскер, ыранхи илемӗпе паянах (киленме йыхӑрнӑн, иртен-ҫӳрене чӗнет, чӗнет хай патнелле.

И хоть проложена улица чуть выше деревни, она сейчас уже манит и зовет к себе.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кун Союзшӑн йывӑр килсен, ҫапӑҫу пуласса вӑл пӗлет, Ыранхи хӗрӳллй кун ҫинчен шухӑшлать вара вӑл хӑйӗнле:

Если Союзу день затруднел — близкий видится бой ему. О боевом наступающем дне этот мыслит по-своему:

Плюшкин // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 126–128 с.

Вӑл ӑна ыранхи шырав паянхинчен телейлӗрех пуласса шантарчӗ, вара ыран хӗвел тухиччен канма пурте ҫӗр хӑвӑлне кӗчӗҫ.

Она уверила его, что завтра он будет счастливее в своих поисках, и все забрались в грот, чтобы проспать до восхода солнца.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ыранхи самолетпах пырать, тесе пӗлтерӗр, — хӑвӑрт каларӗ Давыдов.

— Передайте, что вылечу с завтрашним самолетом! — быстро сказал Давыдов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Унӑн «ыранхи кунӗ» ыттисенчен вӑрӑмрах, вӑл ыттисенчен каярах, ҫынна тӗплӗнрех пӗлме тытӑнсан кирлӗ пулать.

Ее «завтрашний день» дальше, чем у других отраслей знания, она сделается необходимой позже других, но сделается, когда мы сможем вплотную взяться за человека.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Тепӗр тесен, паян кун иртнипех ыранхи те иртмест-ха, ун пек май та килме пултарӗ.

Ну да ничего, нынешним днем жизнь не кончается, будет и завтра, и послезавтра…

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӳррипе каласан, шухӑшӗ ытларах та пулать пуль-ха, ыранхи куншӑн пӑшӑрханасси ҫук темелле пуль, вӑл ялан тутӑ, ялан ирӗкре, урӑххине пуҫҫапса йӑлӑнмасть, пӑхӑнасшӑн та мар, вӑл хӑйне пӑхӑнтармашкӑн хӑват ҫитерет.

А вернее сказать, думы-то у него есть, но другие, а не о хлебе насущном, человек с деньгами свободен, ни перед кем не кланяется, а норовит заставить кланяться себе других.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Укҫа тытакан ҫыннӑн ыранхи кун пирки шухӑш ҫук.

У владеющего ими нет думы о завтрашнем дне.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Эпӗ ыранхи кун ҫинчен шухӑшлатӑп, — терӗ Зоя хуллен.

— Я думаю про завтрашний день, — негромко отозвалась Зоя.

Сергей Миронович // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ытларах ача ҫуратса ӳстерме ҫитмен пурнӑҫ, ыранхи ырлӑха шанманни тата пурӑнмалли ҫурт е хваттер ыйтӑвне татса паманни чӑрмантарать тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Арҫынсем пирки // Чӑвашстат. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2020.02.29

Вӑл, хӑйсен калитки патӗнче сиккелесе тӑрса, ыранхи вак-тӗвек ӗҫсем ҫинчен юлташӗсене чарсах калаҫса тӑчӗ.

Она прыгала у своей калитки и все уговаривалась да уговаривалась с подружками о каких-то пустяках на завтра.

18 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Пурте пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑлсӑрланнӑ: Цимбал ҫине тӑрсах хӑйӗн хыт-хура пусса илнӗ лаптӑкӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхма ыйтрӗ, Городцов, йӑнӑшӗсемшӗн ӳкӗнсе, кӑтартуллӑ колхозсем тума кирлӗ тесе ӗнентерчӗ, гварди капитанӗ Сердюк, ҫартан пуҫӗпех таврӑннӑранпа виҫӗ хутчен вырӑнтан тухса ӳкме ӗлкӗрнӗскер, районӑн ыранхи кунӗ ҫинчен унсӑр пуҫне никам та шутлакан ҫук тата ӑна вӗри те ӑнланасшӑн мар тесе шантарчӗ.

Все были недовольны друг другом: Цимбал требовал внимания к своим пустырям, Городцов, каясь в перегибах, настаивал на том, что все-таки нужны показательные колхозы, а отставной гвардии капитан Сердюк, трижды за это время снятый с работы, уверял, что он один из всех только и думает о завтрашнем дне района и просто никем не понят.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Питӗ ҫӗрлене юлса ыранхи плансем ҫинчен калаҫса татӑлнӑ тата вӗсенчен хӑшӗ ӑҫта пулассине палӑртнӑ хыҫҫӑн, Воропаевпа Сухов пӗр-пӗрне телефонпа ҫӑмӑллӑнах шыраса тупаҫҫӗ е, пӗр чӗрӗк сехет хушши калаҫнӑ хыҫҫӑн, пӗр-пӗринчен талӑклӑха е ытлараха уйрӑлас тесе, хире-хирӗҫ юланутсемпе, таратайкӑсемпе, грузовиксемпе тата «вездеходсемпе» вӗҫтерсе пыраҫҫӗ.

Сговорившись глубокою ночью о завтрашних планах и установив, кто из них где будет, Воропаев и Сухов легко находили друг друга по телефону или мчались навстречу друг другу верхами, на таратайках, грузовиках и «вездеходах», чтобы, потолковав с четверть часа, вновь разъехаться на сутки и больше.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вена урамӗсенчи Горевӑна тӗлӗнтерекен япаласем — пысӑк халӑх ушкӑнӗсем чӑпта михӗсемпе, урапасемпе тата велосипедсемпе пур еннелле те куҫса ҫӳрени, ҫывӑх ҫыннисене шырани, площадьсемпе парксенче ӗҫлӗ кунсенче те тӗркӗшсе ҫӳрени, ыранхи кун пирки каланӑ хыпарсене ҫивӗччӗн итлени, урамсенче ҫиҫӗм пек хӑвӑрт пулса иртекен митингсем пухӑнни, — ҫаксенче пуринче те халӑх пӑлханни палӑрса тӑрать.

То, что так поражало Гореву на улицах Вены, — движение во все концы огромных толп с кулями, тележками и велосипедами, розыски близких, толчея на площадях и в парках даже в будние дни, обостренный интерес к слухам о завтрашнем дне, молниеносные митинги на улицах — все это было отражением смятенной духовной жизни народа.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Вӑл Воропаев енне ҫаврӑнчӗ: — ыранхи кун эсӗ вырнаҫӑн, хатӗрленӗн, ырантан тепӗр кунне колхозсене кайӑн.

 — Он обратился к Воропаеву: — Завтрашний день тебе на устройство, на подготовку, а послезавтра поедешь по колхозам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех