Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутла сăмах пирĕн базăра пур.
шутла (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан пӑшӑрхан, отпускна пӑртак тӑснӑ тесе шутла.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумай пупленӗшӗн ан ҫиллен, хӑвалать ку тесе те ан шутла, хӑвӑнне ху пӗл…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иртни иртнипе пултӑр, эс пуласси ҫинчен шутла.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Анчах — честь тӗлӗшӗнчен, тӳре кӑмӑлӗсемпе ҫапӑҫма пултарасси тӗлӗшӗнчен, вӗсем — вутчулӗ пек ҫирӗп ҫынсем, тесе шутла пуҫлать.

Но зато в смысле чести, верности, боевой хватки были — кремень.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Алӑка ҫӗмӗрме ан шутла — перетӗп!

— И не пытайся взломать дверь — я буду стрелять!

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ хама ытла та урмӑш тыткаланипе ман ҫинчен килтисем: ку ӑсран тухнӑ пулӗ, тесе шутла пуҫларӗҫ.

Словом, я вел себя так странно, что у моих близких зародилось подозрение, не сошел ли я с ума.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗрре император мана: хамӑн ятарлӑ чиновниксене ярса сана ухтарма хушсан, ҫавна кӳрентерни вырӑнне ан шутла, терӗ.

Однажды он попросил меня не счесть за оскорбление, если он отдаст приказание особым чиновникам обыскать меня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вара Атлантика тинӗсӗнчен Кӑнтӑрти Аслӑ тинӗсе ишсе тухма май ҫук тесе шутла пуҫланӑ.

И сложилось мнение, что из Атлантического океана в Великое Южное море проплыть нельзя.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Виҫӗ ҫултан таврӑнаймасан, эсӗ мана вилнӗ тесе шутла, — тесе каланӑ вӑл тусне.

А если через три года не вернусь, то знай, что я погиб… — сказал он другу.

Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Государь императора эрешмен вырӑнне шутла

— Прими государь-императора за паука…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

— Ун ҫинчен ан та шутла, нихҫан та манмӑпӑр! — тенӗ ӑна тантӑшӗ.

— И не думай об этом, никогда не забудем! — отвечала подруга подруге.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Кирек те мӗн шутла, — тенӗ вӑл, — анчах пире кунтан илсе тух.

— Думай что хочешь, — сказал он, — только выведи нас отсюда.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Шутла акӑ эсӗ, тӑшмансене вӑл ҫур ҫул хушши улталаса пурӑннӑ.

Полгода, считай, к врагам в доверие втирался.

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Вӑрмантан пӗр ҫӗклем ҫапӑ та парса ямасть вӑл; кирек хӑш вӑхӑтра та, шӑп ҫурҫӗр тӗлӗнче пулсан та, сана тупатех, ҫитсе тытать, унпала хирӗҫме ан та шутла вара — вӑйлӑ вӑл, йытӑ пек ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ…

«Вязанки хворосту не даст утащить; в какую бы ни было пору, хоть в самую полночь, нагрянет, как снег на голову, и ты не думай сопротивляться, — силен, дескать, и ловок как бес…

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Халӗ ӗнтӗ унпа кусналла выляма ан та шутла.

Теперь с ним в казанки играть не берись.

IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Йӳрексӗр ӗҫлеме ан та шутла: ҫӑмхаланӑ чухне ҫип алла касать.

Было бы неосторожно перематывать столько пряжи без вьюрка, нить могла порезать руку.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Вӗсемпе вӗт присягӑна пӑссан та ҫылӑх мар: турӑ та ятлас ҫук, шуйттан та кӗвӗҫес ҫук, ҫавӑн пек ман шутла

А с ними даже если присягу нарушить, и то бог не взыщет, и черт не придерется, я так понимаю…

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ан та шутла! — кӳренерех каларӗ Таня.

Даже не думай! — сказала Таня.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Эсӗ пирӗншӗн мар, ҫаплах помещиксен влаҫӗ аллинче хӗн-хур тӳсекен хресченсем ҫинчен шутла.

О нас ты не думай, подумай о тех наших братьях-крестьянах, которые еще страдают под властью помещиков.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Кӑштах ҫарта носильщик пулса ҫӳренипе хӑвна паттӑр тесе ан шутла!

— Побыл маленько носильщиком в армии и думаешь, что герой!

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех