Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарчӗ (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑв пуяну ҫинчен калама йӑлӑхтармарӗ те-и? — сиввӗн чарчӗ ӑна Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах патька-патша ӑна тытса чарчӗ те ватӑ килхуҫи енне ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тӑхта-ха, — чарчӗ ӑна Хусанкка, — кирлӗ мар, эпир хамӑрах картишне тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чим-ха, чим, — чарчӗ Пӑкачав Хусанккана.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӑна хуҫи тытса чарчӗ, тӑрӑ мар шывра юмӑҫсем тем курнӑ пек пӑхса асӑрхас тенӗн, юхан хумсем ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, юрӗ, юрӗ, — хӗрсех пыракан тусне чарчӗ Карлай.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫур километр пек кайсан, взвода чарчӗ те дозорта пыма тӑватӑ партизана уйӑрчӗ: вӗсенчен иккӗшӗ малта, иккӗшӗ взводӑн икӗ енче пымалла.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ тепӗр татӑк та ҫиме хатӗрччӗ, анчах Кирук ӑна чарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унта ҫитсен, шофер автобусне тӑпах чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

— Тем ытла салху ҫӳретӗн ку хушӑ, — чарчӗ мана урампа юлташӑм.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Анчах аппа чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр пӑрӑнӑҫ хурама тӗлне ҫитсен Пурис машинине вӑрман ҫулӗнчен пӑрса йывӑҫ хушшинелле тытрӗ, пӗтнӗк, антӑс курӑкӗсене, сар ҫип утине, матрӳшкене, ытти сиплӗ те илемлӗ чечексене, ҫамрӑк йывӑҫсене, туратсене хуҫса-таптаса вунӑ-вун икӗ хӑлаҫ пек кайсан пӗр лӑпсӑркка туратлӑ ҫатӑркка ҫӗмӗрт ҫывӑхӗнче чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ну чӑпӑл тӑватӑп халӗ ку хӗре!» — «вӗри пӑнчӑ лартрӗ» вӑл ӑшӗнче, вара машинине чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, шӑлне качӑртаттаркаласа, машина моторне ӗҫлеме чарчӗ те кабинӑран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Самаях халсӑрланса кайсан кустӑрмасене ҫавӑрма чарчӗ те пашка-пашка кабина алӑкне уҫрӗ, усал сӑмахсем лаплаттара-лаплаттара, машинӑран татӑлса, ҫӗр ҫине, ватӑ тӗмӗ ытамне, анса тӑчӗ, пиншакне ярханах ярса, ҫамки ҫинчи патӑртатакан тарне ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ан васка, Клава, ҫумӑрӗ чарӑнман вӗт-ха, — хӗрарӑма аллинчен тытса чарчӗ Борис.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Ытлашши ан-н калаҫ-ха эсӗ! — чарчӗ Тимошӑна Микола, — ӗҫлеме вӗренсе ҫ-ҫитрӗ вӑл, Маюк аппа, наждак ҫинче ӗҫлеме те шанаҫҫӗ халӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эпӗ хам та темиҫе хутчен те илтнӗ ӑна, — кайран, смена пӗтсен, киле кайма пуҫтарӑннӑ мастера тытса чарчӗ Алексей Данилович.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Каҫарӑр, Ревлен Петрович, — йӗрсе ярасран хӑйне аран-аран чарчӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Но, но, эсир, мӗнле тухмас пултӑр тата, — ҫамрӑксене чарчӗ Иван, — эпир ӗҫлемесен план тулмасть, план тулмасан начальство преми илеймест, — кулса ячӗ вӑл, — тухас пулать, ӗҫлес пулать.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех