Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ ҫакӑн пек ҫын иккенне эпӗ пӗлменччӗ, — терӗ вӑл, — ман ҫине ӑшшӑн пӑхса, эпӗ хам та ун ҫине ҫавӑн пек ӑшшӑн пӑхас тесе шутларӑм та, анчах ун пек тума вӑл манран тӑватӑ ҫул аслӑ пулни чарчӗ пулас.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Эпӗ, унпа хытӑ вӑрҫса кайса, ҫыхӑнӑва яланлӑхах татас тесе пынӑччӗ, анчах вӑрҫма пултараймарӑм, мӗншӗн тесен хам айӑплине хамах лайӑх туйни чарчӗ ҫакна тума.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Эверкке мучи лашине чарчӗ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
— Нина! — чарчӗ ӑна вӑл.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
— Эсӗ ҫи-ха, ҫи малтан, — темиҫе хут та чарчӗ ӑна амӑшӗ, — калаҫма кайран та ӗлкӗрӗпӗр!
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Мосальский мотоциклне чарчӗ те, Аня ҫӗре анчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Унашкалах ан васка, тӑхта, Караҫӑм, — чарчӗ ӑна Виссарион Игнатьевич.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Шоферта ӗҫлемелле-и ман? — куҫне чарчӗ Герасим Федотович.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Тепӗр кунне Кирик ял пуҫӗнчи ферма ҫурчӗсем хыҫӗнчен хӗвел ҫӗкленсен кӑвак тӗтӗм пашлаттаракан «Беларусь» тракторне Виссарион Игнатьевич ани ҫинче чарчӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Эп кӗвӗҫетӗп-и, эп элеклетӗп-и? — куҫне чарчӗ Аркаш.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Кам ун пек шутлать вара? — куҫне чарчӗ Татьяна Архиповна.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
— Тӑхтӑр-ха, Герман Ильич, — чарчӗ инспектора Татьяна Архиповна.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
— Ҫук! — сасартӑк чарчӗ вӗсене офицер.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эсӗ шухӑшламан пулӗ те-ха, — чарчӗ ӑна ҫара пуҫ лараканни.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Старикпе ун юлташӗсем патне чуптарса ҫитрӗ те ҫакскер, чӗлпӗрне карт турттарса, утне тытса чарчӗ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ан васка, — чарчӗ ӑна старик.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ял патне ҫитме ҫур ҫухрӑм пек юлсассӑн старик утне тытса чарчӗ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ан шавла! — чарчӗ ӑна вӑйпут.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах вӗсене хӗр-полковник ҫапла каласа чарчӗ:
Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Чим-ха, — чарчӗ Укаслу.
Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.