Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑраса (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам шухӑшран хам хӑраса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Хаяр арҫын хӑйне тем тӑвассинчен хӑраса мар, амӑшӗ сутма парса янӑ панулмисене сая янӑшӑн пӑшӑрханса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Паллах, вӗсен хапхи умӗнче аллӑ ытла ҫамрӑк кӗрлесе-юнаса тӑни такама та сехӗрлентермелле, анчах амӑшӗ хӑраса тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Вӑл директор ҫумӗнчен хӑраса та именсе сӑлтавне пӗлтерсе ыйтса кӑнтӑрла иртсен общежитие таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Евлампи инке ывӑлӗ сивӗ шывпа ҫӑвӑннине-йӗпеннине курсан ҫӳҫенсе илчӗ, хӑраса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кайран хӑраса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Чипер пынӑ ҫӗртех лаша темрен хӑраса хӑрт-харт туса илчӗ те, ҫулран пӑрӑнса, ҫырма тӑрӑх тӑвалла вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Лена малтанласа хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хӑраса ан ӳкӗр эсир, ку сире нимӗн чухлӗ те хумхантарма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Вӗсенчен хӑшӗ ҫиеле тухӗ-ши?» — тесе хӑраса та шикленсе аякри инҫӗше куҫ сиктермесӗр тинкерсе-пӑхса тӑчӗ вӑл пӗр самант.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Наташа, ҫакӑнта мӗн пулса иртнине хӑраса та тӗлӗнсе сӑнаса тӑраканскер, вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл аҫтаха пек: «Терентьев!..» — тесе кӑшкӑрса ярсан хӑраса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Лешӗ, хӑш-хӑш вырӑнта тӑрса, ҫӗклекен кранӑн стрели куҫнине сӑнаса, ӳкесрен хӑраса, аллине карлӑкран вӗҫертмесӗр васкамасӑр утать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Архипов Иринӑна пӗр хӑраса — пӗр мухтаса сӑнарӗ, «Хӗр чунӗ пулсан та мӗнле кӑра вӑл».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавӑнпа вӑл Алюш чышкисенчен хӑраса ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Анчах эсӗ хӑраса ан ӳк, ҫухалса ан кай…

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Эсӗ хӑраса ан ӳк, ҫухалса ан кай, пӗтӗм вӑй-хална пух та ҫав ҫӗленӗн икӗ пуҫне те харӑс касса тат.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Эсӗ хӑраса ан ӳк, ҫухалса ан кай, вӑй-хална пух та ҫӗленӗн пуҫне хӗҫӳпе касса тат.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Хӑраса ӳкнӗ Ваҫҫа тин ҫӑварне уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех