Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усса (тĕпĕ: ус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Якур, алла вӗрентнӗ чурӑс кайӑк пек, пуҫне усса тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар1 пуҫне усса аннине Энтрей аякранах асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учительсем мӗн каланине Иванпа Санюк пуҫӗсене усса итлерӗҫ, ҫав хушӑрах пӗр-пӗрин ҫине те пӑха-пӑха илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Савруш та ӗҫсӗр пӗр минут алӑ усса ларман.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей ҫаплах ним чӗнмесӗр пуҫне усса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пушартан ҫӑлӑнса юлчӗ пулин те, Сахар ҫакӑншӑн савӑнмарӗ, пуҫне усса, вӑрахчен каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юрӗ, эппин, — пуҫне пушшех те усса килӗшрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тин ҫеҫ чӑн-чӑн паттӑр пек ахӑрса ҫӳренӗ Ваҫка, хӑй ҫинчи кукша Антуна пӑхӑнса, вӑл мӗн хушнине итлесе, йывӑҫсем хушшинчен тухрӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ пек, пуҫне усса, ун патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апла пулин те ал усса лармасть, кил карти тулли выльӑх-чӗрлӗх усрать, пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерет, хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе те нумай тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Ак халь пуҫна усса пыр ҫуна ҫинче.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турханӗсемпе ҫӗрпӗвӗсем те алла усса лармаҫҫӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем пуҫӗсене усса килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та сӑрьелсем те, кӳршӗ ял ҫыннисем те алла усса, ана-ҫаран пӗтрӗ тесе макӑрса ларасшӑн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Самаях кулянчӗҫ пулин те ытла пуҫа усса, нӑйкӑшса пымарӗҫ вӗсем ҫул ҫинче.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах маларах та алла усса ларман-ҫке Мамич-Бердей, вырӑссене хирӗҫ Мӗша тӑрӑхӗнче ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӗнерленӗ утсене каялла витене хупас ҫук ӗнтӗ, Туринке кӗрсе тухнӑшӑн килте пуҫа усса ларас ҫук.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акпарспа Алттыш ӑнланаҫҫӗ ӑна — Сарри халь тӑван ялне пуҫа усса, шухӑша кайса таврӑнасшӑн мар, ун пек таврӑнма пултараймасть вӑл — чун хускалнӑ, ӑш вӗҫнӗ, тӳсӗм пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫа каҫӑртса мар, пуҫа усса.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Туканаш Кучук пӳлӗмӗнчен хуйха ӳксе, пуҫне усса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кам пулчӗ ку? — куҫне усса пӑхрӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех