Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усса (тĕпĕ: ус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗҫен кайӑксем те лӑпланса, ҫуначӗсене усса, ҫӑварӗсене карса лараҫҫӗ.

Даже птицы замерли и сидят с распущенными крыльями и раскрытыми клювами.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Старик хӑйӗн вӑрӑм, юн тымарӗсем палӑрса тӑракан аллисене усса ним хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пуҫне аллисем ҫине усса, вӑл пӗтӗмпех ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртнине ҫӗнӗрен аса илме, чи вак-тӗвек япаласене те хӑйсен вырӑнне лартма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӑвар карса, пуҫ усса лармалла мар».

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эрне варринче сирӗншӗн усса каякан улшӑнусем пулма пултарӗҫ.

В середине недели возможны перемены, которые пойдут вам на пользу.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пуриншӗн те усса пычӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та пултаруллӑ педагог алӑ усса ларман, чи лайӑх преподавательсен конкурс суйлавӗ витӗр тухса онлайн-учитель сертификатне илнӗ, репетиторта ӗҫлеме пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Апла пулин те алӑ усса лармаҫҫӗ кунта, яваплӑ тапхӑра кӗтсе хатӗрленӳ мероприятийӗсене туллин ӗҫе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Анчах та Ефросиния Николаевна алӑ усса килте ларман, тӑван колхоз енне выртакан сукмака малалла такӑрлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Унтан каялла васкаса тухса диван ҫинче пуҫне усса ларакан ывӑлӗ умнех пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑҫан хӗрарӑм, аллине лӑшт усса, пӗрре ларса курӗ-ши?..

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Карта юписем ҫинче те пӑшӑхса ӗнтӗркенӗ курак чӗпписем ҫунаттисене усса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ларнӑ кунта ал усса, хуҫалӑха та япӑхтарса янӑ».

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗр алӑк патӗнче пуҫне усса шӑппӑн тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Санька, чӑнкӑ ҫырантан хӑпарса, урисене ҫут хӗрринчен усса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хапха умне ҫитсен, Павӑл тепӗр самант пуҫне усса тӑчӗ, унтан сӑлӑпа карт! туртрӗ те хапхана яр! уҫса ячӗ, хӑй лаҫӑ умӗнчи каска ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Йытӑ вилнишӗн те пуҫа усса ларсан!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

…Вӑрахчен пуҫне усса ларчӗ халь Анатолий Семенович дача ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫинче, ҫӗрте выртакан Бианка ҫине пӗкӗрӗлсех пӑхрӗ, унӑн ытла та кӗске пурнӑҫӗнчи уйрӑм самантсене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халь вӑл вӑрӑм сак ҫинче икӗ урине икӗ еннелле усса ларать, тӑм чӑмаккине чыша-чыша, кустара-кустара, пуса-пуса ҫемҫетет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Юрарӗ-ха вӑл килте ҫукки, — шухӑшласа пычӗ урапа хӗрринче хӑрах урине ҫӗрелле усса ларакан Тимуш килелле таврӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех