Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗс сăмах пирĕн базăра пур.
тӗс (тĕпĕ: тӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗнле тӗлӗнтермӗш те пулмарӗ; Рободӑн хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ сӑн-питӗнче ҫеҫ — хӗрӗн шалти петӗм тӗнчи, пӗтӗм юратӑвӗпе шикӗ, хӑйне хӑй хисеплев туйӑмӗ тата теветкеллӗ шухӑшӗсем, юлашки самантри пӗччен пӑшӑрханӑвӗ.

Не произошло чуда, но весь ее внутренний мир, вся ее любовь, страхи, самолюбие и отчаянные мысли и все волнения последней минуты выразились в такой улыбке залитого румянцем лица,

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.

Вӗсем суккӑр ҫеҫ мар, вӗсем ҫутӑ пайӑрки, тӗс, шыв йӑлтӑртатӑвӗ мӗнлереххине пачах та тӗшмӗртмеҫҫӗ.

Они были не только слепы, но и не подозревали, что такое свет, лучи, краски, блеск воды.

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Пӑр пек сивӗ ҫил ҫинчи пит евӗр — унӑн шурӑ кӑкӑрӗ ҫӗр нӳрӗлӗхӗнче шӑнса кӳтрӗ, тин ҫеҫ хӗп-хӗрлӗ пулнӑ пит ҫӑмартисене ӗсӗклесе йӗнӗрен сӑрӑ тӗс ҫапрӗ; ҫӗнтерейми вӑйсӑрлӑх майӗпен-майӗпен сывлава чакарчӗ, — унӑн нервла тикӗс марлӑхӗнче вил тӑпри курӑкӗ, хӗр тӑнлавне ытамланӑскер, куҫҫуль ахрӑмне ҫеҫ кӑштах туять.

Как лицо, подставленное ледяному ветру, стыла, коченея от земляной сырости, ее белая грудь, посерели недавно еще красные от рыданий щеки; неодолимая слабость постепенно сокращала дыхание, в нервной неровности которого еще слышались могильной траве, осенявшей ее виски, отголоски слез.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Мӗншӗн тесен эпир, шел, мулкачсем мар, хӗле кӗрсен тӗс улӑштараймастпӑр, эппин, пире йӗрлесе тупасси те пӗрре сурмалӑх ӗҫ кӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сасартӑк хӗвел пӑхса ячӗ, пӗтӗм таврана ылтӑн тӗс кӗртсе ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анӑҫра хӗрлӗ кӗрен тӗс сӳнсе ҫитнӗ вӑхӑтра вӑрмантан юланутҫӑсем тӑваттӑн харӑс тухрӗҫ те кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урам урлах, ав, Антун пӳрчӗ — кивелме ӗлкӗреймен-ха вӑл, пӗренесене ылтӑн тӗс кӑна ҫапнӑ, ҫавӑнпа лайӑхах курӑнать — кантӑкӗсемпе кунталла пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куравпа паллашнӑ Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «сӑн ӳкерчӗксенче тӳрех хӗрлӗ тӗс ытларах курӑнать. Чӑн та – ку ӑнӑҫу, ырӑлӑх палли иккен. Чӑвашсем салма ҫиеҫҫӗ пулсан, китайсем вӑрӑм лапша – вӑл мӗн чухлӗ вӑрӑмрах, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах – вӑрӑм ӗмӗре пӗлтерет».

Как сообщает Национальное телевидение Чувашии, ознакомившееся с выставкой, «на фотографиях сразу видно преобладание красного цвета. Это, как оказывается, является признаком успеха, благополучия. Если чуваши едят салму, китайцы предпочитают длинную лапшу — чем длиннее она, тем лучше — это примета долговечности».

Китай халӑх апат-ҫимӗҫӗпе паллаштаракан курав уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31313.html

Юлашкинчен тавар туянакан куҫне пӗр тӗс кӗчӗ-кӗчех; вӑл кантӑк патӗнчи ҫемҫе пукан ҫине вырнаҫрӗ, шавлӑ пурҫӑна вӑрӑм вӗҫӗнчен туртса кӑларчӗ, ӑна чӗр куҫҫи ҫине пӑрахрӗ те саркаланса ларчӗ, шӑл хушшинчи чӗлӗмӗ пирки мансах пусмана нимӗн хускалми сӑнама-тишкерме пикенчӗ.

Наконец, один цвет привлек обезоруженное внимание покупателя; он сел в кресло к окну, вытянул из шумного шелка длинный конец, бросил его на колени и, развалясь, с трубкой в зубах, стал созерцательно неподвижен.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сӗм хура инҫете юр пек шурӑ чӗтревлӗ тӗс ӳкнӗ ӗнтӗ; кӑпӑк йӑлтӑртатать; акӑ ылтӑн ҫип варринче темӗн хӗп-хӗрлӗскер ҫурӑлса кайрӗ те — океан тӑрӑх Ассоль урисем еннелле вӗтӗ-вӗтӗ чӗтренчӗк йӑмӑх хӗрлӗ хум ывтӑнчӗ.

На черной дали легла уже трепетная снежная белизна; пена блестела, и багровый разрыв, вспыхнув средь золотой нити, бросил по океану, к ногам Ассоль, алую рябь.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ылтӑн ҫипрен ҫӳлерех — хӗмлене-хӗмлене — тӳпе ҫав тери пысӑк ҫутӑ кӑшкарӗ пек ялкӑшать; шурӑ пӗлӗтсене палӑри-палӑрми хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.

За золотой нитью небо, вспыхивая, сияло огромным веером света; белые облака тронулись слабым румянцем.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл вут тытса тӑрать тейӗн, унӑн аллинче ҫулӑм пек хаваслӑ тӗс ҫуттӑн ялкӑшса ҫунать.

Пламенный веселый цвет так ярко горел в ее руке, как будто она держала огонь.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Дахлак архипелагра вара 250 тӗс пулӑ ӗрчет тет.

А на архипелаге Дахлак можно встретить 250 видов рыбы.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

Хастарсем каланӑ тӑрӑх, кӗмӗл тӗслӗ иномарка водителӗ ҫул ҫинче унталла-кунталла пӑрӑнкаласа пынӑ, ҫул тӑваткалӗсем урлӑ светофор хӗрлӗ тӗс кӑтартнине пӑхмасӑр иртсе кайнӑ.

По словам общественников, водитель серебристой иномарки резко маневрировал на проезжей части и проезжал перекрестки на красный сигнал светофора.

Шупашкарта росгвардеецсем ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31047.html

Шур тӗс — ачалӑха асилтерен Тӑван кил патнелле пыран ҫул пек.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 7 с.

Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме кая юлнӑ хӑна ҫитсе кӗрет; ку — ытлашши ҫӳллӗ мар, хыткан этем, пысӑк хура куҫлӑ ҫамрӑк, хӗвелпе шупка-хӗрлӗ тӗс пусичченех пиҫсе кайнӑскер, Царицын ӗҫтӑвкомӗн председателӗ Яков Зиновьевич Ерман пулнӑ.

В комнату вошел запоздавший гость — невысокий, худощавый, загорелый до лилового цвета, молодой человек с большими черными глазами — председатель царицынского исполкома Яков Зиновьевич Ерман.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑмӑр тӗс ҫапнӑ ҫеҫен хир ҫийӗнчи хӗвел ҫӳлерен-ҫӳле шуса хӑпарать, — вӑл Пархоменкӑн пиҫӗхсе хуралнӑ ырӑ кӑмӑллӑ сӑн-питне хӗртсех пӗҫертет.

Солнце поднималось над буро-зеленой степью — жгло его бронзовое добродушное лицо.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫавӑнпа та вӑл халӗ пӗтӗм пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ, Идӑн питне кирлӗ тӗс кӳме нимӗн те ҫук-ши ҫывӑхра?

Поэтому он стал торопливо оглядывать комнату — нет ли чего-нибудь, что придало бы лицу Иды нужный цвет.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пушӑ пӳлӗме уйӑх кӑна ҫутӑ тӗс кӳрет.

Лунный свет заливает пустую комнату.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ваткӑна пӑртак кӑвак тӗс кӑна ҫапнӑ.

Вата только чуть посерела.

Тӗтӗмсӗр ҫунакан тар // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех