Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сысна сăмах пирĕн базăра пур.
сысна (тĕпĕ: сысна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн лаши шыв ӗҫрӗ те — ылтӑм шӑртлӑ сысна тухрӗ те кӳлӗрен Йӑвана ҫыса ячӗ.

Как только его лошадь воду попила — вышла из озера свинья с золотой щетиной и съела Йывана.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Эс сысна пӑхса пурӑннӑ ҫӗре эпӗ вӗлерсен те каяссӑм ҫук, терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Ним те ҫук, тет тата… шӑршлӑ сысна! — терӗ те вӑл ҫилӗпе, Макар Кузьмича хӑлха чиккинчен янк! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ун умӗнче вӑтам пӳллӗ, ятарласа самӑртнӑ сысна аҫи пекрех ҫын тӑрать Пичӗ арбуз евӗрлӗ, ҫап-ҫаврака.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хай чӗрипе сиснӗ вӑл: никам та мар, ҫав кӳршӗ Энтрей, мӑнтӑр сысна, шухӑшласа кӑларнӑ ун валли ҫак асапӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Урамра шап-шур сысна ҫурисем, хырӑм выҫнипе ҫӗхӗрсе-нӑйкӑшса, амӑшне ҫул варринчех тӗртсе ӳкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Каллех ял кӗтӗвӗ, уя тухма ҫеҫ ӗлкӗрнӗскер, шӑнса хутланнӑ сысна ҫурисем ҫӗхӗрнипе, амӑшӗсене ҫухатнӑ путексем, путекӗсене ҫухатнӑ амӑшӗсем макӑрнипе янӑрашса яла кӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗрача картлашка ҫинчен чупса анчӗ те урамран килкартине кӗресшӗн нӑйкӑшса алӑка тӗрткелекен сысна ҫурине уҫса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Хулари йӗркеллӗ хваттерлӗ ҫын сысна усрамасть…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Сысна эсӗ!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хапха ҫине автан вӗҫсе хӑпарчӗ, пахча алӑкне нӑрик-нӑрик сысна тӗртсе пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ырӑ тӑвас тесе кӗртӗн те ҫынна, вӑл сан пӳртӳнтен сысна вити туса хурӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӗлӗкхипе танлаштарсан выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ сахалтарах иккен: пӗр ӗне те икӗ сысна тата чӑхсем пур.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Кунне 55 тушка сысна сутӑнать.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Тамара сысна ферминче те вӑй хунӑ, ӗне те сунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Амӑшӗ килнӗ ҫӗре лесник хӗрӗ килти пур ӗҫсене те туса пӗтерчӗ ӗнтӗ: ӗнине сурӗ, сысна ҫурисене, вӗсемпе пӗчӗк ача пек калаҫа-калаҫа, апат ҫитерчӗ, пахчаран сухан та касса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Герасим Федотович ҫакна ӑнланчӗ: мучин сысна ферминче картиш юписене юсамалла, Маринӑн колхоз правленине ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кирик сӑмахне вӑл хӑлхана та чикмерӗ: «Автанкассинчи сысна ферминех каятӑр!» — тенӗскер Герасим Федотовича асӑрхасан сӑнран тӗксӗмленсе машинӑпа трактор паркне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн шучӗпе, Автанкассинчи сысна ферминче тракторпа тӑкмалӑхах тислӗк ҫук.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халь ҫеҫ кӑларса пӑрахнӑ шултра шурӑ ҫӗрулмисем кӗрен сысна ҫурисем пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех